Шупашкар хулинче пурӑнакан 40 ҫулти арҫын ӗҫсе лартсан питех те пуҫтахланма юратнӑ. Кутӑнскер арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑмпа пӗрмай хирӗлнӗ. Хайхисем уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗрле пурӑннӑ.
Ашшӗпе амӑшӗ хирӗҫнине вӗсен 13 ҫулти ывӑлӗ те курма-чӑтма-тӳсме тивнӗ. Амӑшне хӳтӗлеме тӑрсан ашшӗ ывӑлне те тиркемен – ӑна та тӳпкеленӗ. Ҫакӑн пек тӗслӗхсем пӗлтӗрхи аван уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫалхи кӑрлаччен тӑсӑлнӑ.
Арҫынна суд 3 ҫул та 3 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан арӑмӗпе упӑшки икӗ панулмипе сигарет вӑрланӑ. Пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ӳсӗр мӑшӑр пӗлӗшӗ патне эрех шыраса пырса кӗнӗ. Алӑк уҫакан пулманран вӗсем чӳречене тимӗр кӗреҫепе ҫапса ватнӑ та ют киле кӗрсе тӑнӑ.
Кил хуҫисен вӑрламалӑх пурлӑх тупӑнман темелле. Анчах вӑрӑсем мӗн пуррипе ҫырлахнӑ: икӗ панулми, 200 грамм спирт, пӗр пачка сигарет тата 168 тенкӗ укҫана йӑтса тухса кайнӑ. Тӑкакӑн пӗтӗмӗшле виҫи — 268 тенкӗ.
Ют киле ушкӑнпа пырса кӗнӗшӗн суд арҫынна тӗрмене хупмасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарнӑ, хӗрарӑма — 9 уйӑхлӑха.
Ӗнер кӑнтӑрла йӗрке хуралҫисене Вӑрмар районӗнчи хаҫат редакцийӗ вырнаҫнӑ ҫурта мина хунӑ тесе сисчӗвлентерекен тупӑннӑ. Пакунлисем вырӑна тухса кайнӑ. Ҫурта сирпӗтекен хатӗр тупӑнман.
Шӑнкӑравлакан ҫынна та пӑтӑрмах хыҫҫӑн шырама пикеннӗ.
Суякан ҫын редакцире ӗҫлекен хӗрарӑмӑн мӑшӑрӗ пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл арӑмне кӗвӗҫнӗ, киле хӑвӑртрах таврӑнтӑр тесе ҫурта сирпӗтӗҫ тесе хӑратас тенӗ. 37 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисен тӗлне унччен те леккеленӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ӳсӗр пуҫпа вӑл темиҫе те ҫакланнӑ. Пӗринче тата арӑмӗ хӗнет тесе йӗрке хуралҫисене суйса шӑнкӑравланӑ.
Ҫуртра мина хунӑ тесе суйнӑшӑн ӑна 200 пинрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штрафлама е ирӗкрен виҫ ҫул таран хӑтарма пултарӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул ҫитмен ачасен социаллӑ реабилитаци центрне хулари ӗҫекен пӗр ҫемье пирки систерекенсем тупӑннӑ. Евитлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗчӗк хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ ӗҫкӗпе иртӗхет, хайхисем ниҫта та ӗҫлемеҫҫӗ.
Социаллӑ учреждени специалисчӗсем вырӑна тухса кайнӑ. Чӑн та, суйса хыпарламан иккен. Ҫемьене тата ачасене социаллӑ пулӑшу паракан пай специалисчӗсем ҫитнӗ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ӳсӗр пулнӑ, килте хӑтсӑрлӑх тата тирпейсӗрлӗх хуҫаланнӑ, аслисем вӗри апат та пӗҫермен. Учреждени специалисчӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ачана реабилитаци центрне илсе кайнӑ.
Ачасӑр юлнӑ ашшӗ-амӑшӗпе специалистсем ӗҫленӗ. Ҫине тӑни сая кайман. Амӑшӗ наркологи диспансерӗнче сипленме килӗшнӗ, ашшӗ ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ачана ҫемьене, ашшӗ-амӑшне, тавӑрса панӑ.
АКА |
19 |
Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑннӑ вӑйпитти амӑшӗн пуҫне ҫинӗ. 45 ҫулхи арҫынна суд ҫирӗп режимлӑ колоние 8 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Ӳсӗр арҫын пӗр кунхине Ҫӗрпу районӗнчи пӗр ялти килӗнче тӑван амӑшне хӗнесе пӗтернӗ. Ҫулне кура тата чире пула вӑйсӑрланнӑ амӑшне арҫын пӗтӗм вӑйран тӗксе ярсан хӗрарӑм персе аннӑ, пуҫӗпе кӑмакана ҫапӑннӑ.
Ывӑл тени унпах лӑпланман-ха. Урайӗнче выртакан ватӑ амӑшне алӑпа ҫапса, урапа тапса пӗтернӗ. Пурӗ 36 хутран кая мар. Йывӑр суранланнӑ ватӑ тепӗр кунне куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Шупашкар хулинче пӗр каччӑ тракторпа пилӗк машина ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 10 минутра пулса иртнӗ.
Машинӑсем Гладков урамӗнчи 34 тата 36-мӗш ҫуртсен умӗнче ларнӑ. Вӗсем ҫине пӗри тракторпа пырса кӗнӗ. Ҫавна чӳречерен асӑрхакан пулнӑ. Вӑлах йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Каччӑна тытса чарма ҫав ҫын пулӑшнӑ.
Трактор «Калина», «Шкода», «Mitsubishi», «Hyundai» тата «Веста» автомобильсем ҫине пырса кӗнӗ. Трактор рулӗ умӗнчи инкек вырӑнӗнчен такси ҫине ларса тарас тенӗ имӗш. 22 ҫулти каччӑ ӳсӗр пулни сисӗннӗ, анчах вӑл тӗрӗсленме килӗшмен. Трактор хуҫи каччӑ унччен ӗҫленӗ организаци пулнӑ. Ҫамрӑк унта ҫулталӑк каялла ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти арҫын арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑма ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. РФ Следстви комитечӗн управленийӗн тӗпчевҫисем ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Усалланнӑ этеме ҫынна вӗлерме тӑнӑшӑн явап тыттарасшӑн.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи раштавӑн 15-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав каҫхине арҫын ӳсӗр пулнӑ. Мӑшӑр пулнӑскерсем уйрӑлнӑ хыҫҫӑн пӗр хваттерте пурӑннӑ. Вӑл арӑмӗ ҫывӑракан пӳлӗме кӗрсе ӑна ҫӗҫӗпе хырӑмӗнчен чикнӗ. Хытӑ ыратнипе вӑранса кайнӑ хӗрарӑм туалета тарса унта питӗренсе ӗлкернӗ. Хӑй вара лавккана тухнӑ ывӑлӗ патне шӑнкӑравланӑ. Арҫын тепӗр ҫӗҫӗ ярса илнӗ, туалет алӑкне ватса кӗнӗ, хӗрарӑма тепӗр икӗ хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Унтан киле пырса ҫитнӗ ывӑл ашшӗне тытса чарнӑ, йӗрке хуралҫисем киличчен те ӑна вӗҫертмен.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ӳсӗр мотоциклиста тытса чарнӑ.
Асӑннӑ ҫын йӗрке хуралҫисен аллине «Ӳсӗр водитель» акци вӑхӑтӗнче ҫакланнӑ.
Мотоциклпа ҫула тухнӑ ҫын пакунлисем чарӑнма ыйтсан итлемен. «А» категориллӗ права та пулман унӑн. Ҫитменнине тата, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, руль умне ӗҫнӗ пуҫпа ларнӑ.
Ӳсӗр ҫыншӑн тинӗс чӗркуҫҫи таран теҫҫӗ те, мотошлем та тӑхӑнман. Кунсӑр пуҫне унӑн ОСАГО та, водитель удостоверенийӗ те, транспорта регистрациленине ҫирӗплетекен свидетельство та пулман. Мотоцикла патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче те регистрацилемен.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем транспорта тытса чарнӑ та штрафстоянкӑна илсе кайнӑ.
Мотоциклист тӗлӗшпе административлӑ темиҫе ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗркаҫ, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 23 сехет те 30 минутра, Етӗрнери нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ. Ҫулӑм Карл Маркс урамӗнчи 97-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте алхасма тытӑннӑ. Ҫуртра тӗтӗм-сӗрӗм сарӑлнӑран 30 ҫынна, ҫав шутра 7 ачана, урама кӑларса тӑратма тивнӗ.
Пушарпа кӗрешекенсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек 46 ҫулти кил хуҫи арҫынни ӳсӗр пуҫпа пирус туртнинчен тухнӑ.
Пирус туртакансене пула кӑҫал пирӗн республикӑра пушар 12 хутчен тухнӑ. Вӗсенче 7 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Етӗрнере пурӑнакан вӑйпитти тӑван хӗрне хӗненӗ.
29 ҫулти арҫын пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ӳсӗр пулнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын хӑйӗн хӗрне юратманран харкашма тытӑннӑ. Ӑна вӑл темиҫе хутчен алӑпа, чӗн пиҫиххипе уринчен ҫапнӑ, урӑхла майпа та вӑл ачана ыраттарнӑ.
7 ҫулхи тӗпренчӗке хӗненӗ ашшӗ тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн республикӑри тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫамрӑк арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе явап тыттарӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра хӗрачапа амӑшӗпе усал ашшӗпе пурӑнмаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |