
Тӗлӗнмелле пек те, анчах хӗрарӑмсем те арҫынсенчен ирттермеҫҫӗ. Шел те, пур чухне те лайӑх енӗпе мар, эрех ӗҫессипе.
Улатӑр районӗнчи Восход ялӗнче, ав, пӗр хӗрарӑм эрех ӗҫсе лартнӑ та руль умне кӗрсе ларнӑ. Ҫакна асӑрхакансем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. «Рено» автомобиле хускатса тухнӑскер ҫул ҫинче пысӑках мар инкеке те лекнӗ.
Вырӑна пакунлисем пырса ҫитсен хӗрарӑм эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленме килӗшмен. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
50 ҫулти хӗрарӑм ниҫта та ӗҫлемест иккен. Ӑна унччен административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Машинӑна штрафстоянкӑна илсе каяссине илтсен хӗрарӑм хытах кӑмӑлсӑрланма тапранса кайнӑ. Анчах пакунлисем ӑна итлесе тӑман, унӑн машинине илсе кайнӑ. Унсӑр пуҫне хӗрарӑмӑн явап тытма тивӗ.

Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакан хӗрарӑм пӗр каҫхине виҫӗ ачине лартса ҫула тухнӑ. Анчах кунта сӑмах ачасен каҫпа ҫывӑрмалли пирки ҫеҫ те мар.
Автомобиле чӗртсе ҫула тухнӑ хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ, ура ҫинче аран тӑнӑ. «Лада Гранта» автомобиле, юрать-ха, йӗрке хуралҫисем асӑрханӑ. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем машинӑна чарнӑ.
Руль умӗнче ларакан хӗрарӑм питӗ ӳсӗр пулнӑ, ура ҫинче аран тӑнӑ. Салонта унӑн виҫӗ ачи (вӗсем ҫулталӑкран пуҫласа пилӗк ҫул таран) ларса пынӑ. Вӗсене амӑшӗ хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе те ҫыхман.
Машинӑна штрафстоянкӑна илсе кайнӑ, ачасене — тӑванӗсем патне.
Унччен ҫемье профилактика органӗсенче шутра тӑман. Те лешсем ӗҫлесе ҫитереймен, те хӗрарӑм унччен эрех тавраш ҫӑвара та ярса курман?..

Шупашкарта патшалӑхӑн автоинспекцийӗнче тӑрӑшакан арҫын ӳсӗр водителе тытса чарма пулӑшнӑ.
Трактор тӑвакансен проспектӗнчи картишӗнчен тухнӑ чухне вӑл «Ниссан» автомобиле асӑрханӑ. Тимлӗ арҫын ку машинӑн водителӗ урӑ маррине сиснӗ. Вӑл унӑн машини умне хӑйӗн автомобильне чарса лартнӑ, ҫав вӑхӑтра ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн экипажне чӗнсе илнӗ.
Патшалӑх автоинспекцийӗнче районсем хушшинчи экзамен пайӗнче тӑрӑшакан ҫын сисчевлӗ пулни ҫул ҫинчи инкекрен ҫӑлса хӑварнӑ.
Инспекторсем вырӑна пырса ҫитсен ӳсӗр водитель эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленме килӗшмен. Ун тӗлӗшпе административлӑ статьяпа протокол ҫырнӑ, машинине штрафстоянкӑна ӑсатнӑ. Водителе 45 пин тенкӗ таран штрафлама тата водитель правине ҫулталӑк ҫурӑран пуҫласа икӗ ҫул таранлӑх туртса илме пултарӗҫ.

Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ Саранск тӑрӑх ӳсӗр пуҫпа ҫӳренӗ. «Порше Кайен» автомобиле вырӑнти ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем хулари Володарский урамӗнче тытса чарнӑ. Ҫамрӑк водитель эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленме килӗшмен.
Ун тӗлӗшпе пакунлисем РФ Пуҫиле кодексӗн 264.1 статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Машини хӑйӗн пулман, каччӑ Саранскри пӗр фирмӑн автомобильне чӗртсе тухса ҫӗрлехи хулапа вӗҫтерсе пынӑ.
Сӑмах май каласан, ку каччӑна пакунлисем унччен те тытса чарнӑ иккен, ун чухне те вӑл хӑй эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленме килӗшмен.
Суд хальхинче ӑна 240 пин тенкӗ штраф хурса пама тата 2,5 ҫул умне ларма чарма йышӑннӑ.

Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ӳсӗр арҫын Шупашкарти аэропортра ҫапӑҫнӑ. Малтан вӑл тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн кӗмелли зонӑна тӗрӗсленмесӗр кӗме хӑтланнӑ. Хӑйне асӑрхаттарнишӗн юратманран централизациленӗ видеосӑнав инспекторне питӗнчен чышкӑпа ҫапнӑ.
Унтан ӑна тытса чарнӑ та аэропортӑн полици пунктне илсе кӗртнӗ. Унта та вӑл пуҫтахланма чарӑнман, полици ӗҫченне, хӗрарӑма, кӳрентернӗ. Унтан полицин лини ҫинчи уйрӑмӗн пуҫлӑхне хырӑмран тата аллинчен ҫапнӑ, хырӑмран тапнӑ.
Урӑлсан арҫын айӑпа йышӑннӑ. Пуҫтахланнине, ӗҫри ҫынсемпе ҫапӑҫма тапранса кайнине, каласан та лӑпланманнине салтакри тусӗ вилнӗшӗн хытӑ куляннипе сӑлтавланӑ.
Унччен судпа айӑпланман арҫынна суд 1,8 ҫуллӑха тӗрмене хупса хумасӑр ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.

Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫын пӗлӗшне хӗнесе вӗлернӗ. Вилене тупнӑ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем ҫын пурнӑҫне кам татнине тӗпчеме пуҫланӑ. Часах вӗсем кун пек усал ӗҫ тума пултарнӑ ҫын йӗрӗ ҫине те тухнӑ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 56 ҫулти арҫын ӳсӗр пулнӑ. Шупашкарти хваттерте вӑл пӗлӗшӗпе хирӗҫсе кайнӑ та чышкине ирӗке янӑ. Пӗрре сулса янипех ҫырлахман, хӗнесе пӗтернӗ. Суранланса пӗтнӗ арҫын инкек вырӑнӗнчех кӑштахран вилсе кайнӑ.
Ҫынна хӗнесе вӗлернӗ арҫынна пакунлисем кӑштахран тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. Суд ӑна вӑхӑтлӑха хупса хума йышӑннӑ.
Ҫав вӑхӑтрах тӗпчевҫӗсем ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ, тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Унтан ӗҫе суда ярса парӗҫ.

Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисем, ведомствӑн общество канашӗ, ирӗклӗ халӑх дружини пӗрле пулса «Ночной город» (чӑв. Каҫхи хула) рейд ирттернӗ. Хальхинче вӗсем тӗрӗслевпе ҫӗртме уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенчи каҫхине ҫӳренӗ.
Полицейскисемпе общество хастарӗсем яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ комендант сехетне пӑхӑннине тӗрӗсленӗ.
Рейд вӑхӑтӗнче 14 ачана тупса палӑртнӑ. Вӗсем ҫӗрле ашшӗ-амӑшӗсӗр хула тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӗсене полици уйрӑмне илсе кайнӑ, унтан вӗсене ашшӗ-амӑшӗ пырса киле илсе кайнӑ. 15 ҫулти шкул ачин ашшӗн ывӑлӗ патне Шупашкара Ҫӗрпӳрен килме тивнӗ. 15 ҫулти ӳсӗр яш патне амӑшӗ ирхи виҫҫӗре Куславккаран персе ҫитнӗ. Тепӗр виҫӗ ача патне ашшӗ-амӑшӗ Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ те йӗркене пӑсать. Шупашкарта 46 ҫулти хӗрарӑм ҫул ҫитмен ачисен умӗнчех общество вырӑнӗнче эрех ӗҫсе ларнӑ.

Ханты-Манси автономи округӗнчи Нягань Шупашкарти арҫынна тытса чарнӑ. 33 ҫулти водителе патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем сулахаялла пӑрӑнмалли ҫутта ҫутманран чарас тенӗ. Анчах водитель тимсӗр пулни вӑл ӳсӗр пулнипе те ҫыхӑннӑ иккен. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче вӑл эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн руль умне ларса тухни сиеле тухнӑ.
Явап тытас килменрен арҫын укҫа сӗнме пуҫланӑ. Малтан — 50 пин тенкӗ, кайран — 150 пин тенкӗ.
Халӗ вара арҫынна водитель прависӗр хӑварнипех ҫырлахмӗҫ, сӗтев пама тӑнӑшӑн та унӑн явап тытма тивӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ арҫын ӳсӗр хӗрӗн (вӑл унӑн пӗлӗшӗ пулнӑ) укҫине тата телефонне вӑрланӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти Ленин районӗнчи хавасланмалли заведенисенчен пӗринче пулса иртнӗ. Хӑй пӗлекен хӗр ӳсӗрӗлсе кайнипе усӑ курса арҫын хайхин телефонӗнчи банк приложенийӗ урлӑ 150 пин тенкӗ укҫа куҫарнӑ. Унсӑр пуҫне 20 пин тенкӗ тӑракан телефона вӑрланӑ.
Тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарсан Ҫӗнӗ Шупашкар арҫынни хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, укҫана каялла куҫарса панӑ.
Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ прокуратура суда ярса панӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта ӳсӗр арҫын йӗрке хуралҫине хулӗнчен ҫапнӑ, унтан вӗсене ҫынсен умӗнче кӳрентермелле сӑмахсем каласа пӗтернӗ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн каҫхине хулари кафесенчен пӗринче пулса иртнӗ. Унта кӗнӗ патрульпе пост службин ӗҫченӗсем пӗр ӳсӗре асӑрханӑ. Пакунлисене курсан вӑл тухса тарма тӑнӑ. Лешсем унӑн докуменчӗсене тӗрӗслес тенӗ. 40 ҫулти арҫын унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ, вӑрах вӑхӑт тӗрмере ларнӑ.
Йӗрке хуралҫисем тӗрӗслени килӗшменрен вӑл вӗсенчен пӗрине хулӗ тӗлӗнчен ҫапнӑ, унтан сӑмахпа кӳрентерме тапранса кайнӑ.
Урӑлсан тата пуҫиле ӗҫ пуҫарсан арҫын чунтан ӳкӗнме пуҫланӑ, вӑл каҫару та ыйтнӑ. Ҫавӑнпа суд ӑна хальхинче тӗрмене хупса хумалла туман — икӗ ҫуллӑха тӗрмене хупса хумасӑр ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
