Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗнӗ Шупашкарта ӳсӗр арҫын йӗрке хуралҫине хулӗнчен ҫапнӑ, унтан вӗсене ҫынсен умӗнче кӳрентермелле сӑмахсем каласапӗтернӗ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн каҫхине хулари кафесенчен пулса иртнӗ. Унта кӗнӗ патрульпе пост службин ӗҫченӗсем пӗр ӳсӗре асӑрханӑ. Пакунлисене курсан вӑл тухса тарма тӑнӑ. Лешсем унӑн докуменчӗсене тӗрӗслес тенӗ. 40 ҫулти арҫын унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ, вӑрах вӑхӑт тӗрмере ларнӑ.
Йӗрке хуралҫисем тӗрӗслени килӗшменрен вӑл вӗсенчен пӗрне хулӗ тӗлӗнчен ҫапнӑ, унтан сӑмахпа кӳрентерме тапранса кайнӑ.
Урӑлсан тата пуҫиле ӗҫ пуҫарсан арҫын чунтан ӳкӗнме пуҫланӑ, вӑл каҫару та ыйтнӑ. Ҫавӑнпа суд ӑна хальхинче тӗрмене хупса хумалла туман — икӗ ҫуллӑха тӗрмене хупса хумасӑр ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
