Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Алькеш поселокӗнче ҫӳп-ҫап ывӑтмалли контейнерта вакланӑ арҫын виллине тупнӑччӗ. Вӗлерекене, утмӑл урлӑ каҫнӑ арҫынна, Шупашкар районӗнчи Тумкассинче хӑналаннӑ чух тытса чарнӑччӗ. Йӗрке хуралҫисен аллине лекес килменнипе сенӗкпе хӑлаҫланнӑччӗ.
Тӗпчев вӑхӑтӗнче арҫын хӑйӗнпе пӗр вӑхӑталли арҫынпа эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн хирӗҫнине йышӑннӑччӗ. Лешӗ хайхин купӑс калас ӑсталӑхне ырламан иккен. Ҫавӑншӑн тӗп тунӑ та вӑл ӑна. Хӑй валерьянка ӗҫсе лӑпланнӑ хыҫҫӑн ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ. Виҫӗ кунтан виллене вакласа купӑс чӑматанне янӑ та контейнера кайса пенӗ.
Судпа психиатри тӗпчевӗ купӑсҫӑ психика чирӗпе аптӑранине палӑртнӑ. Ҫавна пула ӑна сипленме ирӗксӗр ӑсатнӑ.
Муркаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Ермолаев райцентрти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) кафе патӗнче тепӗр ҫын машини ҫине пырса кӗнӗ. Айӑпа ӑнланнӑ пуҫлӑх инкек вырӑнӗнчен часрах тапса сикнӗ. Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫатра пӗлтернӗ. Япӑх хыпара вара шар курнӑ ҫын систернӗ иккен.
Ял тӑрӑхне ертсе пыракан ҫын пуҫтахланни пирки ҫапӑннӑ машина хуҫи йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ, лешсем пуҫлӑха шалти ӗҫсен районти пайне илсе пынӑ пулать. Анчах ҫемҫе пукана йышӑнаканскер айӑпа йышӑнман, руль умӗнче хайӗн водителӗ пулнӑ тесе тыттарма пӑхнӑ. Водитель вара ҫын тимсӗрлӗхне хӑй ҫине илес темен.
Тухтӑр тӗрӗслевӗ машинӑна тытса пынӑ пуҫлӑх руль умне ӳсӗр ларнине палӑртнӑ. Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ тӳре-шара тӗлӗшпе протокол шӑрҫаланӑ.
Раҫҫейре спирт хутӑшне сутма чарнине, ку тӗлӗшпе Дмитрий Медведев премьер-министр ятарлӑ йышӑну тунине Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе кун каярах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, документра палӑртнӑ тӑрӑх, ӑша яма юраман спирт шӗвекӗсене, унта этил спирчӗ 25 процентран ытларах пулсан, вӑхӑтлӑха сутма чарнӑ. Анчах ку йышӑну парфюмерипе машина чӳречине тасатмалли шӗвеке пырса тивмест. Чару 30 кун вӑйра пулӗ.
Ӗҫмелли мар спиртлӑ хутӑша сутакансене Роспотребнадзор та тӗрӗслесе тӑрӗ. Ку органӑн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тӗллевпе «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унӑн номерӗсем — 58-25-95, 58-17-19. Йышӑнӑва пӑхӑнманнисем пирки ҫӑхавлакансен шӑнкӑравне ирхи 9 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен йышӑнӗҫ.
Чӑваш Енри психиатр-наркологсем пирӗн республика ертӳҫипе Михаил Игнатьевпа пӗр шухӑшлӑ. Тухтӑрсем региона ертсе пыраканӑн пуҫарӑвне ырланине ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, Иркутск облаҫӗнче ҫынсем спирт настойки ӗҫсе вилни ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева та сисчӗвлентернӗччӗ. Ку ыйтӑва правительство пайташӗсемпе эрнесерен иртекен канашлура та сӳтсе явнӑ. Тӗрӗссипе, фанфурик сутакансене республикӑра унччен те ырламастчӗҫ. Унпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва республика парламентӗнче те хускатман мар.
Михаил Игнатьев спиртлӑ хутӑшсене сутма чарас пуҫарӑвне Республикӑн наркологи диспансерӗн психиатр-наркологӗсем ырланине ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Иркутск облаҫӗнче ҫынсем спирт настойки ӗҫсе вилни ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева та сисчӗвлентернӗ. Ку ыйтӑва правительство пайташӗсемпе эрнесерен иртекен канашлура сӳтсе явнӑ.
Михаил Игнатьев Иркутск облаҫӗнче ҫынсем катӑркас настойкине ӗҫсе вилни пирки калаҫнӑ. Унта кунашкал шӗвеке ӑша ярса 40 ытла ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Михаил Игнатьев ҫакна япӑх тӗслӗхпе танлаштарнӑ: аптекӑсенче настойка (халӑхра ӑна «фанфурик» теҫҫӗ) сутни акӑ мӗн патне илсе ҫитерет.
Канашлура Михаил Игнатьев республикӑра «фанфурик» сутассине чарса лартма хушнӑ. Ку сахалтан та тӗрӗслев мероприятийӗсем вӗҫлениччен тӑсӑлӗ.
Киккирик хӗртсен хӑшӗсене руль умне туртать курӑнать. Тӑвай районӗнче пурӑнакан Николай Афонин ӳсӗрле ҫула тухнишӗн кӗске вӑхӑтра иккӗмӗш хут ҫакланнӑ. 34 ҫултискере РФ Пуҫиле кодексӗн 264.1 статйипе (административлӑ майпа айӑпланнӑ ҫын ҫул-йӗр правилине пӑсни) миравай тӳре 140 сехет ӗҫлеттерсе юсанмалла тата машина правине икӗ ҫуллӑха туртса илмелле тунӑ.
Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах та Н. Афонин ӳсӗрле руль умне ларнипе ҫакланнӑ. Ун чухне ӑна штрафланӑ, пӗр вӑхӑт ҫула тухма чарнӑ. Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хайхискер пӗлӗшӗпе лавкка умӗнче эрех ӗҫнӗ те руль умне кӑрсе ларнӑ. Сыпкаланӑскер ҫул-йӗр инспекторӗн аллине ҫакланнӑ, медицина тӗрӗслевӗ тухма килӗшмен.
Эрех сутакан заведенисене шыраса малашне хальхи пек 70 метр мар, 100 утӑм таран кайма тивӗ. Эрех ярса паракан заведенисене социаллӑ объектсенчен унчченхилле 70 метр мар, 100 метрта ҫеҫ уҫма ирӗк паракан саккун тухнӑ. Республика шайӗнче йышӑннӑ ӗҫлӗ хут раштавӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Вӑл нумай хваттерлӗ ҫуртсенче вырнаҫнӑ, эрех-сӑрана ваккӑн сутакан кафесене пырса тивет.
Тепӗр улшӑну та пур. Пӗчӗк кӑна кӗтес йышӑнаканнисене эрех ярса пама чарӗҫ. Кафере 8 сӗтелтен кая мар вырнаҫни кирлӗ, унта 32 ҫын лармалӑх вырӑн тупмалла. Эрех ӗҫтерекен заведенисен калӑпӑшӗ 100 тӑваткал метртан кая мар пулмалла. Уйрӑм вырнаҫнӑ кафесенче эрехе ирхи 10 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен кӑна суттарӗҫ.
Социаллӑ объектсенчен инҫерех пулмаллине маларах асӑнтӑм та, 100 метртан ҫывӑхарах ларнине кура Шупашкарти «На привале» тата «Кубанская Лоза» кафесене хупма ӗлкӗрнӗ. Чару хулари тата тепӗр 24 заведение пырса тивӗ.
Шупашкарти Мир проспектӗнче тӗлӗнсе каймалла «У Петровича» кафе пурӑнать. Ӑна йӗрке хуралҫисем те тарӑхаҫҫӗ, хула ҫыннисем те. Вӑл пур, пӗр уҫӑлнӑскер, ҫаплипех ӗҫлет.
Республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин Шупашкарти хӑш-пӗр кану учрежденийӗсем право йӗркине тата хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнманнине Чӑваш Енӗн Элтеперӗ эрнесерен ирттерекен канашлура ҫӗртме уйӑхӗнчех палӑртнӑччӗ. Сӑмахне ҫирӗплетме пакунли тӗп хуламӑрти Мир проспектӗнче вырнаҫнӑ «У Петровича» кафене асӑннӑччӗ.
Хулара пурӑнакансемпе Шупашкарӑн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков раштавӑн 8-мӗшӗнче тӗл пулсан та ҫынсем Петрович пирки аса илнӗ, кафене пула ӳсӗрсем ҫӳрени, шӑв-шав тӑнине пӗлтернӗ.
Тӗп хуламӑрӑн сити-менеджерӗ ку ыйтупа ӗҫлени пирки хуравланӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кунашкал кафесене ӗҫлемелли йӗркене ҫирӗплетни пирки каласа панӑ. Ҫӗнӗ саккунпа килӗшӳллӗн эрех ярса паракан хупахсенче пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 100 тӑваткал метртан сахалрах мар, лармалли сӗтелсен шучӗ саккӑртан кая мар пулмалла. Вӗсен 10-па 22 сехет хушшинче кӑна ӗҫлеме ирӗк пур.
Шупашкарта ӳсӗр ҫынсене урӑлтармалли ҫурт уҫӑлнӑ. Унта 15 вырӑн пур.
Урӑлтаркӑч чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унтанпа унта 187 ҫынна илсе килнӗ. Вӗсенчен 7-шӗ — яланхи «клиентсем». Вӗсене кӑлараҫҫӗ те лешсем унта тепӗр икӗ кунранах лекеҫҫӗ.
Пӗр ҫынна пӗр кун урӑлтарнӑ ҫӗре республика хыснинчи 790 тенкӗ тӑкакланать. Хальччен унта лекнисене медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман. Вӗсем урӑлаҫҫӗ те киле каяҫҫӗ.
Чылай чухне ӳсӗрсем харкашма хӑтланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа урӑлтаркӑч патӗнче полици посчӗ тума сӗннӗ. Ӳсӗрсене штраф тӳлеттерсе укҫа-тенке саплаштарма сӗнекен те пулнӑ. Общество вырӑнӗнче ӳсӗр ҫӳренӗшӗн 500–1500 тенкӗ штраф тӳлеттерме е 15 талӑклӑха хупма пултараҫҫӗ.
Раҫҫейре урӑ регионсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Экспертсем тӗрлӗ тӑрӑхра тӗпленнӗ ҫынсем эрех-сӑра мӗн чухлӗ ӗҫнине тӗпченӗ.
Танлаштарӑма «Урӑ Раҫҫей» проектпа килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Ку ӗҫе Общество палати ҫумӗнчи экспертпа аналитика центрӗ те хутшӑннӑ.
Танлаштарӑма мӗне кура хатӗрленӗ-ха? Регионта эрехпе мӗн чухлӗ ҫын наркӑмӑшланса вилнине, «симӗҫ ҫӗлен» тыткӑнне лекнисем мӗн чухлӗ пулнине, ӳсӗрсем мӗн чухлӗ преступлени тунине шута илнӗ.
Чи урӑ регион — Чечня Республики. Унтан — Ингушети, Дагестан. Магадан облаҫӗнче, Чукотка автономи облаҫӗнче тата Коми Республикинче эрех нумай ӗҫеҫҫӗ. Чӑваш Ен 85 регион йышӗнче 32-мӗш вырӑна лекнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |