Хӗрарӑмсене ҫапса пӑрахакан арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние кирпӗч шутлама 11 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗш тата 5-мӗш кунӗсенчи ҫӗрле арҫын Шупашкарта хӑйӗн паллаканӗн хваттерӗнче эрех ӗҫнӗ. Унта 39 ҫулти хӗрарӑм та пулнӑ. Сӑра сакки сарлака. Вӑл тепӗр чухне тулаштарать те. Арҫынпа хӗрарӑм хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Вӑй питти хайхине 39 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Суранланнин чӗри ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ. Ун хыҫҫӑн арҫын ӑна подъездри картлашка ҫине тухса пӑрахнӑ. Вилене подъезд ҫӑвакан хӗрарӑм асӑрханӑ.
Арҫын 2006 ҫулта пӗр хӗрарӑма хӗнесе пӗтернӗ иккен, лешӗ вилнӗ. Ҫавӑншӑн 8 ҫул тӗрмере ларнӑ. 2015 тата 2017 ҫулсенче вӑл вӑрланӑшӑн тата сывлӑха вӑтам сиен кӳнӗшӗн айӑпланнӑ.