Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Паха тӗрӗ» хапрӑк производство лаптӑкӗсене пысӑклатасшӑн. Кун пирки Шупашкар район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Производство лаптӑкне пысӑклатас ыйтӑва Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров «Паха тӗрӗ» хапрӑка ертсе пыракансемпе тӗл пулнӑ вӑхӑтра хускатнӑ. Енсем ҫак эрнере, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, курнӑҫнӑ.
Хапрӑкӑн тӗп директорӗ Наталья Пасынкина предприятие аталантарма тата производство калӑпӑшне ӳстерес шухӑшлине пӗлтернӗ. Ун валли хальхи йышши производство комплексӗ кирлӗ-мӗн.
Шупашкар район пуҫлӑхӗ хапрӑка ырласа калаҫнӑ. Вӑл районӑн кӑна мар, Чӑваш Енӗн те брэнчӗ пулса тӑнине палӑртнӑ. «Пирӗн хамӑр тӑрӑх кун-ҫулне упраса хӑварма тивӗҫ», — тенӗ вӑл. Ҫӗнӗ производство лаптӑкӗ хушма ӗҫ вырӑнӗсем уҫасса та шанаҫҫӗ.
2015 ҫулта литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ премие пама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫавна май Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх кандидатсене тӑратма йыхравлать. Хутсене преми паракан комиссие 2016 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗччен ҫитерме ыйтаҫҫӗ. Унта кандидатӑн характеристики тата ӑна тӑратакан пӗрлӗхӗн ыйтса ҫырни пулмалла.
Нестер Янкас ячӗллӗ премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, районти ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура аталанӑвӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хастарлӑхне ӳстернӗшӗн параҫҫӗ. Кандидатсен йышӗнче уйрӑм пултаруллӑ ҫынсем, пултарулӑх ушкӑнӗсем пулма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех шкулсемпе ача сачӗсене те, патшалӑх предприятийӗсемпе учрежденийӗсене те, коммерциллӗ фирмӑсене тата ӗҫ коллективӗсене те пама пултараҫҫӗ. Премипе пӗрле лауреата ҫакна ҫирӗплетекен Диплом тата лауреатӑн ятарлӑ паллине (медальне) параҫҫӗ. Лауреатсене пӗрлӗхӗн поэт ҫуралнӑ кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ каҫӗнче парса чыслаҫҫӗ.
2014 ҫулта Нестер Янкас ячӗллӗ премие Валерий Виноградовпа Елена Маркова таврапӗлӳҫесем тата чӑваш халӑх кӗввин «Хавал» пултарулӑх ушкӑнӗ (ертӳҫи — Никоноров Н.
Мускавра чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ячӗпе палӑк уҫма пултараҫҫӗ. Кун пирки ҫӗршывӑн тӗп хулин монумент ӳнерӗ енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ертӳҫи Игорь Воскресенский пӗлтерни тӑрӑх «Москва» (чӑв. Мускав) хула хыпарӗсен агентстви хыпарланӑ.
«Иван Яковлев ятлӑ ҫын пулнӑ. Ӑна хисеплесе монумент лартма пирӗн комиссине заявка ҫитрӗ. Ку вӑл — Чӑваш Республикин администрацийӗн кӑмӑлӗ», — ӑнлантарнӑ агентствӑна монумент ӳнерӗ енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ертӳҫи.
Игорь Воскресенский каланӑ тӑрӑх, пуҫаруҫӑсем палӑка Большая Полянка (чӑв. Пысӑк уҫланкӑ урамӗ) урамра вырнаҫтарасшӑн.
Чӑвашран Мускава ҫитнӗ заявкӑна республикӑн тӗп хулинче палӑксем лартассипе ӗҫлекен сумлӑ комисси кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пӑхса тухӗ.
Ӗнер Чӑваш Енри артистсем йӑлана кӗнӗ капустника пуҫтарӑннӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ мероприятие Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗ йӗркеленӗ.
Актер капустникӗсен Сурхури каҫӗ — ҫулсерен йӗркелекен савӑнӑҫлӑ мероприяти. Ун вӑхӑтӗнче артистсем пӗр-пӗринпе пухӑнса савӑнаҫҫӗ.
Ӗнерхи хаваслӑ тӗлпулура вӗсене Чӑваш Енӗн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев, Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Геннадий Медведев саламланӑ. Артистсене культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев малашне те пултаруллӑ ӗҫлеме ырӑ суннӑ. Тата вӑл вӗсене чуна парса пурнӑҫлакан ӗҫшӗн тав тунӑ.
Уява халь ӗҫлекен артистсемсӗр пуҫне сцена ветеранӗсене те йыхравланӑ.
Паян Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Любовь Федорова 65 ҫул тултарнӑ.
Любовь Федорова Шупашкар районӗнчи Лапсарта ҫуралнӑ. 1972 ҫулта вӑл Ленинградри А.Н. Островский ячӗллӗ театр, музыка тата кинематографи патшалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ. Ҫав ҫулах Шупашкарти Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.
Любовь Федорова ӑсталӑхӗ пирки каланӑ май кирек епле сӑнара та вӑл туртса кӑларма пултарнине палӑртмалла. 43 ҫул тетарта ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл 100-е яхӑн роле калӑпланӑ.
Халӗ театр сцени ҫинче пыракан спектакльсенчен вӑл «Хурлӑхлӑ хурама сассинче» Шерпустана, «Хунямара» Кабатӑна, «Шанель «пике»-ре Капитолина Петровнӑна вылянине асӑнма пулать.
Мускаври РФ Ӳнер академийӗн Атӑлҫи уйрӑмӗн залӗнче чӑваш ӳнерҫисен куравӗ уҫӑлнӑ. Унта «Ӳнерҫӗсен пултарулӑх пӗрлӗхӗ» общество организацийӗн пайташӗсен ӗҫӗсене курма пулать.
Курав уҫнӑ ҫӗре РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин тулли праваллӑ элчи Леонид Волков хутшӑннӑ. Вӑл курав Мускав ҫыннисене чӑваш культурипе паллашма май панине палӑртнӑ. Кунашкал мероприяти Раҫҫей халӑхӗсене ҫывӑхрах пулма, туслӑха ҫирӗплетме пулӑшнине каланӑ.
Курав уҫнӑ ҫӗре «Ӳнерҫӗсен пултарулӑх пӗрлӗхӗ» общество организацийӗн пайташӗсем Геннадий тата Федор Дубровинсем, Петр Пупин, Владислав Зотиков, Вагиз Камалетдинов, Илемпи Бородкина тата ыттисем хутшӑннӑ.
Курав паян, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, хупӑнӗ.
Пирӗн республикӑри виҫӗ хулара кинотеатр уҫӗҫ. Кун пирки Хамӑр ҫӗршыври кинематографине социаллӑ тата экономика тӗлӗшпе пулӑшас енӗпе ӗҫлекен федераци фончӗ пӗлтернӗ.
100 пин ҫынран сахалтарах пурӑнакан хуласенче кинотеатрсене аталантаракан федераци программине пирӗн республика та лекнӗ. Конкусра федерацин 51 субъектӗнчи 125 хулана суйласа илнӗ. Вӗсенче 143 кинозала федераци укҫи-тенкипе оборудовани туянма, кинозалсене ҫӗнетме пулӑшӗҫ. Кун валли 705 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Пӗтӗмпе конкурса 79 регионтан 655 заявка тӑратнӑ.
Чӑваш Енри хуласенчен Улатӑр (унти «Вива» общество), Канашри Культура керменӗ, Ҫӗмӗрлери «Восход» культура керменӗ федераци пулӑшӑвне илсе хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ киносене кӑтартма тытӑнӗ.
Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗ кӗснерни кун, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, «Анатолий Миттов» фильм кӑтартнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Ҫак уйӑхра, раштавӑн 21-мӗшӗнче, 18 сехетре пӗрлешӳ тата тепӗр фильм кӑтартма палӑртса хунӑ. Вӑл фильм — «Аслӑ халӑхӑн историйӗ» (История Великого народа). Ӑна Чӑваш Ене кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Юрий Сергеев ӳкернӗ.
Ку фильм документлӑ-илемлӗскер. Вӑл Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ пуҫланса кайни, тӑван халӑхӑмӑрӑн вӑл вӑхӑтра пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартать.
Фильм продюссерӗ — Юрий Михеев. Сценари авторӗ те Ю. Михеевах. Операторӗ — Николай Яковлев. VFX
супервайзерӗ Константин Ефремовӑн. Компьютер графики — Максим Ильинӑн. Гримерӗ — Мария Гишберг-Якушина, композиторӗ — Антон Якшибаев.
Фильма хатӗрлеме Александр Котов, Юхма Мишши, Сергей Щербаков тата ыттисем хастар хутшӑннӑ.
Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗ ӗнер, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, «Анатолий Миттов» фильм кӑтартнӑ.
Унпа паллашас текенсем Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн кинозалне пухӑннӑ.
Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн киноклубӗ ун пек фильмсем тӑтӑшах йӗркелет. Ӗнерхи кинокуравра кӑтартни документлӑ пулнӑ. «Анатолий Миттов» — чӑваш ӳнер культурин хӑй евӗрлӗхне анлӑ тӗпченӗ ӳнерҫӗ ҫинчен документлӑ фильм. Режиссерӗ те, сценари авторӗ те — Михаил Воробьев.
Кинокурава пухӑннисем Михаил Воробьев режиссер 1990-мӗш ҫулта ӳкернӗ «Анатолий Миттов» документлӑ фильма пӑхнӑ кӑна мар, кайран ӑна пӗрле сӳтсе явнӑ, хак панӑ, хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ май килӗшнипе килӗшменнине асӑннӑ.
Фильм 27 минута пынӑ.
Тепӗр темиҫӗ минутран, 16 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енӗн халӑх художникӗпе, К. Иванов ячӗллӗ преми лауреачӗпе, Чӑваш Республикин Аслӑлӑх тата ӳнер наци академийӗн член-корреспонденчӗпе Владимир Агеевпа тӗлпулу пуҫланать.
Владимир Агеев — Чӑваш Енӗн мухтава тивӗҫлӗ художникӗсенчен пӗри. Унӑн ӗҫӗсенче чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗ, йӑли-йӗрки сӑнарланнӑ.
Владимир Агеев — Елчӗк тӑрӑхӗн чӑвашӗ. 1932 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшенче Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. 1956 ҫулта Шупашкарти художество училищинчен вӗренсе тухнӑ. "Капкӑн" сатира журналӗнче тата "Ялав" литертаурӑпа художество журналӗнче6 ӗҫленӗ. Чӑваш кӗнеке издательствипе ҫыхӑну тытнӑ май кӗнекесене илем кӳнӗ.
В. Агеев живопиҫ ӗҫӗсене 3 пине яхӑн хатӗрленӗ, графика ӗҫӗсем — 100 ытла. Ӳкерчӗкӗсем 10 пинрен те иртнӗ. Унсӑр пуҫне кӗнекесенчи тата журналсенчи ӗҫсем 20 пине яхӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |