Шупашкарти Литература музейӗнче Валентина Масловӑн ӗҫӗсен куравӗ усӑлнӑ. Кун пирки пире Тимӗр Акташ пӗлтерет.
Маларах кӑтартнӑ ӗҫсемсӗр пуҫне ҫӗнӗ куравра хальтерех тунӑ ӗҫсем те пур. Уйрӑмах «4 времени жизни» (чӑв. «Пурнӑҫри 4 вӑхӑт») портретсен ярӑмӗ кӑсӑклӑ. Унта «Ҫур», «Ҫу», «Кӗр» тата «Хӗл» кӗреҫҫӗ. Тата уйрӑммӑн тунӑ «Кӗр» автопортрет, «Хӗллехи хӗвел анни» пейзаж пур. Вӗсене сӑнасан автор хӑйӗн ҫамрӑклӑхне, чи лайӑх ҫулӗсене аса илни, пурнӑҫ тупсӑмне тӗшмӗртни палӑрать.
«Взляд Всевышнего» (чӑв. «Турӑ куҫӗ») тата «Аркаим. Поющие чаши» (чӑв. «Аркаим. Юрлакан чашӑксем») картинӑсенче философиллӗ шухӑшлав курӑнать. Иккӗмӗшне автор Челепи тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ авалхи хулаш вырӑнне ҫитсе курнӑ хыҫҫӑн тунӑ.
Валентина Маслова психологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Аслӑ вӗренӳ учрежденинче студентсене вӗрентнӗ май хӑйӗнче художник ӑсталӑхне уҫнӑ. Малтан педагогика университечӗн ӳнерпе графика факультетӗнче вӗреннӗ, халь Чӑваш патшалӑх университечӗн дизайн кафедринче пӗлӗвне ӳстерет. Унӑн темиҫе персоналлӑ куравӗ ӗҫленӗ. 2012 ҫулта, сӑмахран, вӑл ӳкернӗ ӗҫсене «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра курма май пулнӑ.
Раштав уйӑхӗнче Шупашкарти кинотеатрсен экранӗсем ҫине Шупашкар режиссерӗн фильмӗ тухӗ. Ӑна наркотикпе кӗрешес тӗллевпе ӳкернӗ.
«Ветки» ят панӑ ӑна. Владимир Синяевӑн илемлӗ фильмне ӳкермешкӗн республикӑри ШӖМ, наркотӗрӗслев служби, айӑплава пурнӑҫлакан управлени хутшӑннӑ.
Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, фильм сценарине республикӑри нарколару-тӑрӑвне шута илсе хатӗрленӗ. Унта наркомани ыйтӑвӗсене ҫутатнӑ.
Картина кинотеатрсен экранӗсем ҫине раштав уйӑхӗнче тухмалла. Хальлӗхе монтаж тӑвас ӗҫ пырать. Ҫавӑн пекех кирлӗ документацисене хатӗрлеҫҫӗ.
Ҫакӑ паллӑ: фильм пӗр сехет ҫурӑна тӑсӑлӗ. Хальлӗхе тӗнче тетелӗнче унӑн трейлерӗ тухнӑ.
Ӗнер К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче черетлӗ сезон уҫӑлнӑ. Чӑвашри самай ҫулланнӑ культура учрежденийӗ хӑйӗн чаршавне ӗнер 98-мӗш хут уҫса ӳнерӗн ҫак енне кӑмӑллакансене хӑй тавра чӑмӑртанӑ.
Чӑваш академи драма театрӗ юлашки ҫулсенче сезона ҫума та, хупма та Федор Павловӑн «Ялта» пьеси тӑрӑх ҫав ятпах лартнӑ спектакльпе уҫаканччӗ. Пытармасӑр каласан, хӑш-пӗр куракан ку вӑл ывӑнтарса та ҫитернӗччӗ. Театрта вара «Ялтана» суйланине унта мӗнпур артист вылянипе сӑлтавлатчӗҫ. 98-мӗш сезон И. Максимов-Кошкинскийӗн «Константин Иванов» пьеси тӑрӑх лартнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакльпе уҫӑлнӑ.
Ҫӗнӗ спектакль (ӑна иртнӗ сезон хупӑнас умӗн кӑна куракан патне пуҫласа ҫитернӗччӗ те вӑл кивелменнине кура ҫапла каларӑмӑр) умӗн республикӑри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлекен Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Геннадий Медведев саламланӑ. Ытти шайри тӳре-шара ҫӗнӗ сезон ячӗпе саламлама пырса ҫитеймен.
Сӑнсем (16)
И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнер факультечӗ юбилейне паллӑ тӑвать. Вӑл кӑҫал 55 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май хальхи ӳнер центрӗнче университетран вӗренсе тухнӑ студентсен пултарулӑх ӗҫӗсемпе, дипломӗсемпе усӑ курса курав йӗркеленӗ.
Экспозицире — 200 ытла диплом проекчӗпе курс ӗҫӗ. Студентсем чӑваш эрешне тӗрленӗ, матрӳшкесене хитрелетнӗ, ҫӑматӑсене илемлетнӗ, картинӑсем ӳкернӗ. Студент диплом проекчӗ мӗнле пулассине хӑй суйлать, тӗрлӗ техникӑпа усӑ курать.
Кураври ӗҫсем тӗрлӗ темӑпа ҫыхӑннӑ. Ҫак факультетра вӗренекенсем тӗрлӗ конкурссене хутшӑнса призерсем пулса тӑраҫҫӗ. Кураври ӗҫсемпе пӗр уйӑх паллашма май пур.
55 ҫулта факультетран 4200 ытла студент вӗренсе тухнӑ.
«Хӑйне хисеплекен пӗр фирма та паян фирма стилӗсӗр пурӑнмасть», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Патӑрьел район администрацийӗнче.
Патӑрьел районӗнчи «Ҫӑкӑр» (унӑн ячӗ вырӑсла — Хлеб) историпе этнографи музейӗ те хӑйӗн стильне шыраса тупнӑ. Аваллӑх управҫисем ун валли специалистранах пулӑшу ыйтнӑ. Андрей Поляков ятлӑ дизайнер музейҫӑсен кӑмӑлне тивӗҫтернӗ — стиль шухӑшласа кӑларнӑ.
Музей стилӗн авторӗ 2005 ҫулта Патӑрьелти ӳнер шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Унтан вӑл Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнерпе графика факультетне вӗренме кӗнӗ. Ҫамрӑк дизайнер — Раҫҫейӗн дизайнерсен пӗрлешӗвӗн, Дизайнерсен «Icsid и icograda» пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн пайташӗ. Регионсем хушшинчи, Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери конкурссене пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ. «ОК дизайн» пӗтӗм тӗнчери конкурсра вӑл ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Халӗ вӑл А.А. Кокель планшетне хатӗрлессипе ӗҫлет.
Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федерацин Чӑваш Республикинчи управленийӗн пресс-служби ирӗкрен хӑтарнисене ӗҫлеттерес тесе тӑрӑшни пирки пӗлтерет. Ӑна вӑл «обществӑшӑн усӑллӑ ӗҫ» тесе хаклать-ха. Воспитани ӗҫне тӳрленме пулӑшакан тӗп хатӗр тесе пӗлтерет пресс-служба. Тепӗр майлӑ каласан, ҫакна режима пӑхӑннипе пӗрлех айӑпланнисен ӗҫлеме те ӳркенмелле мар тесе ӑнланмалла.
Арҫынсен 1-мӗш юсанмалли колонийӗнче айӑплава ирттерекенсене учреждени территорине хӑтлӑх кӗртме те явӑҫтараҫҫӗ. Унта фонтан тума пуҫланӑ. Фонтана илемлӗ чулсенчен тата хӑйӑртан хатӗрлеҫҫӗ. Композицие колонире «Фантази уйӗ» тесе ят панӑ. Ӑна хатӗрлекенсем хӑйсен пултарулӑхне ҫавӑнта кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ, чунтан вӑй хураҫҫӗ.
Савӑнӑҫлӑ ку хыпара «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат ӗҫченӗ Марина Григорьева пӗлтерет.
Чӑваш Республикинчи электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗ общество пурнӑҫне лайӑхлатас тӗллевпе йӗркелекен конкурсӑн регион шайӗнчи тапхӑрне хутшӑннӑ. Жюри членӗсем Чулхула, Улатимӗр, Вологда облаҫӗсенчи, Чӑваш, Мари, Мӑкшӑ республикисенчи организацисем сӗннӗ 276 проекта пӑхса тухнӑ. Республикӑри электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗ хатӗрленӗ «Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине тата Литература ҫулталӑкне халалланӑ литература произведенийӗсемпе паллаштаракан ял тӑрӑхӗнчи кинофестиваль» пултарулӑх проект ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ.
Грант укҫипе архив ҫӗнӗ кинолентӑсем туянасшӑн. Фондри ӗҫсене ял тӑрӑхӗсене илсе ҫитересшӗн. Хальлӗхе ҫакӑнти фильмсене Шупашкар халӑхне кӑна кӑтартнӑ. Кӗҫех ятарлӑ оборудовани вырнаҫтарнӑ «Киномобиль» культура центрӗ ҫула тухӗ.
Кинофестивале юпа уйӑхӗнче ирттересшӗн. Архив фондӗнчи фильмсене тӳлевсӗр кӑтартӗҫ.
Етӗрне районӗн малашне хӑйӗн гимнӗ кӑна мар, ялавӗпе гербӗ те пулӗ. «Паянхи кун историре ҫырӑнса юлӗ», — тесе хыпарлаҫҫӗ асӑннӑ район администрацийӗнче Депутатсен районти пухӑвӗнче районӑн тепӗр икӗ элемне йышӑнни пирки. Ун пек лару утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртнӗ.
Элеме илсен районта унччен гимн пулнӑ-ха. Ӑна 2004 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑ. Гимнӑн сӑмахне ҫыраканӗ тата кӗввине хываканӗ пӗр ҫынах — Николай Александров композитор. Района гербпа ялав та кирли пирки Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗ Елена Шлепнева сӑмах пуҫарнӑ. Унӑн шухӑшне райадминистарци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин тата район пуҫлӑхӗ — Депутатсен районти пухӑвӗн ертӳҫи Александр Краснов ырласа йышӑннӑ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче гербпа ялав проектне палӑртма конкурс ирттерме йышӑнӑн. Ҫӗнтерӳҫӗне 10 пин тенкӗ премипе хавхалантарма пулнӑ. Чи ӑнӑҫлӑ ӗҫ тесе Анатолий Данилов ӳнерҫӗ-художникӑн, педагогӑн тата ӑсчахӑн проектне йышӑннӑ. А. Данилов унччен Элӗк район гербӗпе ялавне, Хӗрлӗ Чутай район ялавне, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ялавне хатӗрленӗ.
Сӑнсем (7)
Пӗрремӗш каналӑн «Сасӑ. Ачасем» кӑларӑмӗ хӑш-пӗр тӑрӑхри культура ӗҫченӗсем валли евӗрлемелли проект евӗр пулса тӑрать. Ӑна Пелагея, Дмитрий Билан юрӑҫсем тата Максим Фадеев музыкант, композитор, продюсер йӗркелесе пыраҫҫӗ. Конкурса ҫичӗ ҫултан пуҫласа 14 ҫулчченхисем хутшӑннӑ. Конкурса йӗркелекенсем вӗсене питӗ тӗплӗн суйласа илнӗ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Тӑвай районӗнчи Кивӗ Элпуҫ ялӗнчи Культура ҫуртӗнче нумаях пулмасть «Сасӑ. Ачасем» ача-пӑча хушшинче ӑмӑрту ирттернӗ. Унта юрлама кӑмӑллакан хӗрачасемпе арҫын ачасене йыхравланӑ. Вӗсенчен кашниех хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма ӑнтӑлнӑ. Мускаври проектри шаях ҫитеймеҫҫӗ пулин те кивӗ элпуҫ тӑрӑхӗнчисем те ҫӗнтерӳшӗн хытах ӑнтӑлнӑ. Ялсенче музыка шкулӗсем ҫук пулин те пултаруллисем унта ҫук мар-ҫке. Пултарулӑхӗпе теприсем, тен, ятарлӑ шкулта пӗлӳ пухакансенчен те ирттереҫҫӗ-тӗр...
Утӑ уйӑхӗн 9-мешӗнче Чӑваш Ен ӳнерҫисен пӗрлӗхӗ 80 ҫул тултарнине палӑртнӑ. Мероприяти Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче иртни пирки пире Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет. Хӑнасем хушшинче Чӑваш Республикин культура министрӗ Вадим Ефимов, Раҫҫей ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн секретарӗ Валерий Полотнов, Мари Эл ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн председателӗ Евгений Яранов, Чӑваш Ен ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн председателӗн пуканне маларах йышӑннӑ Ревель Фёдоров пунӑ.
Вернисажа уҫнӑ май унер музейӗн директорӗ Геннадий Козлов мероприятие пухӑнас умӗн ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ылмашӑнни пирки пӗлтернӗ — малашне председатель вырӑнне Андрей Анохин йышӑнӗ. Ӑна маларах иртнӗ отчетпа суйлав пухӑвӗнче лартнӑ пулать.
Пӗрлӗх ҫавра ҫул тултарнӑ май ӳнер музейӗнче ятарлӑ курав уҫӑлнӑ, унта чылай ӳнерҫӗ ӗҫӗпе паллашма пулать. Тӗслӗхрен, Иван Дмитриевӑн «Чӑваш туйӗ» ӳкерчӗкӗ, Юрий Зайцевӑн «Хӑмла» ӳкерчӗкӗ, Владислав Николаевӑн сӑвар хӗрӗн кӳлепи. Куравра ҫамрӑ ӳнерҫӗсен ӗҫӗсем те вырнаҫнӑ, сӑмахран, Анна Бубновӑн ӳкерчӗкӗсене курма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |