Авӑнӑн 30-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи литературӑпа таврапӗлӳ музейӗнче картинӑсен «Пурнӑҫ малалла тӑсӑлать» куравӗ уҫӑлнӑ. Авторӗ — Вӑрнар районӗнчи Ершепуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Юрий Бурмистров.
Мероприятие Тавӑт шкулӗн вӗренекенӗсем, Элӗк районӗнчи культӗҫченсем хутшӑннӑ. Уява район администрацийӗн культура секторӗн заведующийӗ Людмила Семенова тата районти музей директорӗ Светлана Железнова уҫнӑ. Курав авторӗ те тухса калаҫнӑ. Вӑл ӳкерме ачаранпах юратать-мӗн, ҫутҫанталӑка сӑнать.
Юрий Бурмистров ӳнер куравӗсене хутшӑнать, 2010 ҫулта Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ музейӗнче хӑйӗн куравне йӗркеленӗ. Вӑл чылай жанрпа ӗҫлет: пейзаж, натюрморт, портрет.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ юбилей ҫулӗнче ҫынсене савӑнтарас тесе почта открыткисен ҫӗнӗ ярӑмне кӑларни пирки республикӑн Культура министерстви хыпарлать. Хальхинче вӑл наци темиллӗ открыткӑсем кӑларнӑ. Малтанхи партине вӑл чӑваш художникӗсем Шупашкара сӑнланӑ ӳкерчӗксене усӑ курса кун ҫути кӑтартнӑччӗ.
Музея пырса ҫӳрекенсем ҫак шухӑша кӑмӑлласа йышӑннӑ. М.С. Спиридоновӑн чиперккисем, Н.В. Овчинниковӑн тӗп сӑнарӗсем, Н.К. Сверчковӑн тӑван халӑх пурнӑҫӗнчи сюжетсем тӑван тӑрӑхӑн ытармалла мар пуянлӑхне, чуне уҫса параҫҫӗ. Ю.А. Зайцевӑн «Хӑмла» триптих та унат вырӑн тупнӑ. Е тата Н.К. Сверчковӑн «Чӑваш туйӗ» ӳкерчӗке илер-и?
Асӑннӑ открыткӑсене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче туянма май пур.
Сӑнсем (3)
Шупашкарти М. Горький урамӗнчи «Заварка» чей клубӗнче чӑваш ӳнерҫисен ыркӑмӑллӑх куравӗ иртет. Кун пирки Тимӗр Акташ журналист пире пӗлтерет. Хӑйсен ӗҫӗсемпе Арина Перцева, Ольга Альфонс тата Атнер Маков паллашма сӗнеҫҫӗ. Курава Арина Перцевӑн хӗрне — Настьӑна — ДЦП чирӗнчен сыватма укҫӑ-тенкӗ пухма йӗркеленӗ. Ӳнерҫӗсен ӗҫӗсене туянма та пулать.
Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем хӑш-пӗр ӳкерчӗксене туянма та ӗлкернӗ иккен. Теприсем укҫан пулӑшу кӳнӗ. Сӑмах май Настьӑна амӑшӗ Германине пӗрре илсе кайса сыватса килнӗ ӗнтӗ.
Арина Перцева Алексей Альфонс ӳнерҫӗн хӗрӗ пулать. Курава вӑл «Черное море. Якорная щель», «Черное море. Лазаревское», «Лазурный берег» тата ытти ӳкерчӗксене, ҫав шутра натюрмортсене те, вырнаҫтарнӑ. Ольга Альфонс — Аринӑн тӑванӗ пулать. В. Суриков ячӗллӗ ӳнер институчӗн студенчӗ курава «Прекрасный край», «Маковое поле», «Портрет в модерне» ӗҫсене илсе килнӗ. Атнер Маков та Ольга вӗренекен институтра пӗлӳ пухать. Куравра унӑн «Сказочная Индия» (чӑв. Юмахри Ӗнчӗ ҫӗршывӗ) ӳкерчӗкпе паллашма май пур.
Чей клубӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх курав юпа уйӑхӗнче те ӗҫлӗ. Сутӑннӑ ӳкерчӗксем вырӑнне ӳнерҫӗсем тепӗр ӗҫсене илсе килеҫҫӗ.
Мускавра Ольга Матвеева художникӑн пӗрремӗш куравӗ ӗҫленӗ. Вӑл ҫак эрнери юнкун хупӑннӑ. «Арт-наив» галерейӑра йӗркеленӗ курава уҫма Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Енӗн тулли праваллӑ пайташӗ Леонид Волков хутшӑннӑ.
Ольга Матвеева Улатӑрта ҫуралнӑ. Унтах ӳнер шкулӗнче вӗреннӗ. Аслӑ пӗлӗве вӑл Шупашкарти Чӑваш патшалӑх университетӗнче илнӗ. Анчах ӳнер енӗпе мар, филологи факультетӗнче. Чӑваш Енӗн вӗренӳ тытӑмӗнче, телевиденире журналистра тата радиостанцире ҫӗнӗ хыпарсен ертӳҫинче ӗҫленӗ.
Шкул пӗтернӗренпе пачах та ӳкерменскер живопиҫпе аппаланма вӑл 2010 ҫулта пуҫланӑ. Ун чух вӑл художник пирки роман ҫырнӑ. Унӑн ӳкерчӗкӗсене хӑйӗн куҫ умне кӑларнӑ тата вӗсен ячӗсене шухӑшласа ларнӑ май хӑйӗн ӳкересси килсе кайнӑ.
Ӗнер Тӑвай районӗнчи хушма пӗлӳ паракан педагогсемпе ӳкерме вӗрентекен учительсем Шупашкарта хӑйсен ентешӗпе, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗпе Геннадий Козловпа, тӗл пулнӑ. Вӑл чӑн пурнӑҫри пейзажсене ӳкерме кӑмӑллать. Ҫутҫанталӑк ӑна хӑват парать.
Курнӑҫу Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче иртнӗ. Геннадий Васильевич шӑпах унта пуҫлӑхра ӗҫлет те. Курав залӗсем тӑрӑх Геннадий Козлов хӑй ертсе ҫӳренӗ. Художник ӑсталӑх лаҫҫине те кӗртсе кӑтартнӑ.
Тӗлпулӑва кайнӑ тӑвайсем хӑйсен ентешӗ пултаруллӑ художник, лайӑх йӗркелӳҫӗ кӑна мар, уҫӑ чунлӑ та кӑмӑллӑ ҫын тесе пӗтӗмлетнӗ.
Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ял халӑхӗ уява пухӑннӑ. Унта ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, каярахпа тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ ҫынсем те килнӗ. Уяв савӑнӑҫлӑ иртнӗ.
Ял кунӗн уявӗпе килӗшӳллӗн Кӑшаркасси ялӗнчи культура ҫуртӗнче ЧР Ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗн Николай Николаевич Николаев ӳнерҫӗн куравӗ уҫӑлнӑ. Экспозицире 50 яхӑн ӳкерчӗк пулнӑ. Вӗсем — натюрмортсем, пейзажсем.
Николай Николаевич 1950 ҫулта ҫуралнӑ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнерпе графика факультетӗнче вӗреннӗ.
Сӑнсем (14)
Улатӑрти Наталья Судникович художник никама пӑхӑнман патшалӑхсен пӗрлешӗвӗн шайӗнче хакланӑ. Ӑна пухӑмҫӑсен халӑхсем хушшинчи общество союзӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ.
Асӑннӑ пӗрлешӗве 2007 ҫулта йӗркеленӗ. Вӑл пухӑмҫӑсен тӗрлӗ вак пӗрлешӗвӗсене, обществисене, клубӗсене, кружокӗсене, ушкӑнӗсене пӗтӗҫтерет.
Судникович художник ирӗк панипе тата укҫаллӑ ҫынсем пулӑшнипе 2010 ҫулта унӑн ӳкерчӗкӗсенчен кӗсьене чикмелли календарьсем кӑларма тытӑннӑ. Пысӑках мар тиражпа кун ҫути кӑтартнӑскерсенче шӳтлӗ ӳкерчӗксене кура вӗсене филотаймистсем (ку вӑл календарьсемпе кӑсӑкланнине пӗлтерет) хаваспах туянма тытӑннӑ. Раҫҫейӗн хӑш-пӗр регионӗнче календарьсен пиратла копийӗсене те пичетлеме тытӑннӑ. Ҫак вӑхӑтра Судниковичӑн автор ӗҫӗсемлӗ икҫӗре яхӑн календарь пичетленнӗ. Ҫынсем Улатӑр, Хусан, Питӗр хулисене сӑнланисене уйрӑмах кӑмӑллаҫҫӗ-мӗн.
Чӑвашран нумай паллӑ ҫын тухнӑ. Вӗсенчен пӗри — Алексей Афанасьевич Кокель. Вӑл чӑваш ӳнер аталанӑвне нумай витӗм кӳнӗ. Кокель плэнерӗ ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал 7-мӗш хут иртнӗ плэнер утӑн 19-мӗшӗнче вӗҫленнӗ.
Мероприятие ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ А.Алексеева, РФ халӑх ӳнерҫи, ЧР Ӳнерҫӗсен союзӗн председателӗ Р.Федоров живописҫӑ, Украина халӑх ӳнерҫи, Украинӑри ӳнерҫӗсен наци союзӗн Хорьковри организацийӗн председателӗ В.Ковтун тата ытти сумлӑ ҫынсем хутшӑннӑ.
Михаил Игнатьев Кокель плэнерне пула чӑваш халӑхӗн ырӑ ячӗ тӗнчипех сарӑлнине палӑртнӑ. Кӑҫал плэнер Алексей Кокель ҫуралнӑ тӑрӑхра — Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче — иртнӗ. Алексей Афанасьевич тӑван кӗтесне ӳнер аталанӑвӗн центрӗ тума ӗмӗтленнӗ. Унӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫланчӗ теме те пулать ӗнтӗ. Плэнер ҫулсерен Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи ӳнерҫӗсене пухать. Кӑҫал вара Чӑваш Ене Мордва, Тутар, Удмурт республикисенчен, Пенза облаҫӗнчен, Симферопольтен, Украинӑран килнӗ.
Шупашкарти музыка училищинче тата тӗп хулари С.М.Максимов ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗрентекен Анжелика Сидорова флейтҫӑ Пӗтӗм Раҫҫейри «Ача-пӑча ӳнер шкулӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ» конкурсра лауреат ятне тивӗҫнӗ.
Анжелика Сидорова хӑй те Шупашкарти музыка училищинче вӗреннӗ. Мускав район администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Анжелика Викторовна вӗрентсе кӑларнӑ 20 яш-хӗр вӑтам тата аслӑ шкулсенче музыка енӗпе пӗлӗвне тарӑнлатаҫҫӗ.
Анжелика Сидорова Чӑваш Енри ача-пӑчан чи лайӑх ушкӑнӗсенчен пӗрине — флейтҫӑсен «Dolce» ансамбльне — ертсе пырать. Ансамбль пӗтӗм тӗнчери тата Раҫҫейри конкурссенче лауреат ятне тивӗҫнӗ. Маттур вӗрентекен ЧР тата РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ те.
Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи «Кӑмӑл-туйӑм» хореографи ушкӑнӗ Испанирен таврӑннӑ. Унта ачасем пӗтӗм тӗнче шайӗнче иртнӗ «Аллегория» фестивале хутшӑннӑ.
Мероприяти кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртет иккен. Унта Грузинчи, Турцинчи, Словакинчи, Нидерландри, Польшӑри, Латвири, Украинри 1 500 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Фестиваль хула урамӗсем тӑрӑх ҫӳренинчен пуҫланнӑ. Шупашкарти ачасен Петр Пашков вӗрентекен ертсе пыракан «Кӑмӑл-туйӑм» ушкӑнӗ гала-концерта хутшӑнма тивӗҫнӗ. Унта вӗсем чӑваш, вырӑс тата тутар ташшисене ташланӑ. Халӗ ачасем Греципе Польшӑра иртекен пӗтӗм тӗнчери фестивальсене хутшӑнас ӗмӗтпе пурӑнаҫҫӗ иккен.
Шупашкар хулин Калинин район администрацийӗ фестивале йӗркелекенсем Чӑвашра ҫамрӑк талантсене чи пысӑк шайра пулӑшнине пӗлсен тӗлӗннӗ тесе ӗнентерет.
Сӑнсем (3)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |