Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2013 ҫулшӑн литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ пултаруллӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тӑратмашкӑн халӑх умне сӗнӳпе тухать. Кандидат ҫинчен калакан характеристикӑна тата ӑна тӑратакан организацин ыйтса ҫырнине Преми паракан комиссине 2014 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗччен ҫитермелле.
Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑхне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшинче сарас енпе тунӑ ӗҫсемшӗн хавхалантарасси.
Премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, районти ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура аталанӑвӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хастарлӑхне ӳстернӗшӗн параҫҫӗ.
Премие уйрӑм пултаруллӑ ҫынсене, пултарулӑх коллективӗсене, шкулсемпе ача пахчисене, патшалӑх предприятийӗсемпе учрежденийӗсене, коммерциллӗ фирмӑсене тата ӗҫ коллективӗсене пама пултараҫҫӗ.
Премие тивӗҫлӗ кандидатсене Нестер Янкас ҫуралнӑ кунччен икӗ уйӑх малтан тӑратаҫҫӗ. Кандидатсене политикӑлла партисемпе обществӑлла юхӑмсем, профсоюзсен тата творчествӑлла пӗрлешӳсен ертсе пыракан органӗсем, ӗҫ коллективӗсем тӑратма пултараҫҫӗ.
Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗ ята пама пӗрлӗх правленийӗ ятарлӑ комисси йӗркелет. Комисси йышӗнче культура, искусство тата литература пултарулӑхӗнче палӑрнӑ ҫынсем ҫурринчен кая мар пулмалла.
Преми фондне учредительсен ертсе пыракан органӗсем хӑйсем хушшинче калаҫса килӗшсе, пӗрлӗхӗн хывӑм-счечӗ ҫине ҫителӗклӗ укҫа-тенкӗ хывса пухаҫҫӗ. Преми лаурачӗсен спонсорсем те пулма пултараҫҫӗ. Ун пек чухне спонсорсен хӑйсен ирӗкӗпе пухнӑ укҫа-тенкӗпе ятарлӑ комисси суйласа илнӗ ҫынна преми пама ирӗк пур. Премие укҫалла та, парне-япалалла та пама юрать.
Премисен шучӗ — 3. Вӗсенчен иккӗшне уйрӑм ентешсене, ҫав шутран пӗрне район тулашӗнче ӗҫлесе пурӑнакан, литературӑра, ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ ентеше, пултарулӑх енӗпе тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн параҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш премие пултарулӑх коллективӗсене, шкулсемпе ача сачӗсене, предприятисемпе учрежденисене, коллективлӑ тата фермер хуҫалӑхӗсене, коммерцилле майпа ӗҫлекен фирмӑсене пама пултараҫҫӗ.
Премипе пӗрле лауреата ҫакна ҫирӗплетекен Диплом тата лауреатӑн ятарлӑ паллине параҫҫӗ. Вӗсене пӗрлӗхӗн кашни черетлӗ конференцийӗнче чаплӑ лару-тӑрура парса чыслаҫҫӗ.