
Транспорт хатӗрне магнит вӑйӗпе ҫӳле хӑпартмалли технологине тӗрӗсленӗ вӑхӑтра 2,8 тонна таякан автомобиль ҫул ҫийӗнчен 35 миллиметр ҫӳллӗшне ҫӗкленнӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл Цзянсу провинцийӗнчи шоссепе чупнӑ. Кун пирки China Daily хаҫат пӗлтерет.
Автомобиле «Цзяотун» Кӑнтӑр-Анӑҫ университечӗ ӑсталанӑ. Сывлӑша хӑпартма тата ҫула тытса пымашкӑн улшӑнман магнитсемпе усӑ курнӑ, ҫул ҫинче электротоклӑ ятарлӑ колея тунӑ, вӑл транспорт хатӗрне сывлӑшра тытса пыма май панӑ.
Китайра шухӑшланӑ тӑрӑх ҫак технологи электромобиле энергине сахалтарах тӑкаклама пулӑшӗ, ҫавӑн пекех малашлӑхра вӗсем чупма пултаракан ҫул тӑршшӗ ӳсӗ.
Ҫакна та палӑртмалла: ҫӗршывра магнит вӑйӗпе сывлӑша хӑпартнӑ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем тахҫантанпах чупаҫҫӗ. Кунашкал пуйӑссем сехетре 600 километр ытла хӑвӑртлӑха аталантарма пултараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Пудун аэропорчӗпе Шанхай метровӗн пӗрремӗш станци хушшинче пуйӑс чи пысӑк хӑвӑртлӑхпа сехетре 431 километр таран кайма пултарать.

Ҫӗр ҫумӗпе эрнекун чи пысӑк астероид вӗҫсе иртӗ.
Ҫак эрнере Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫумӗпе икӗ километра яхӑн тӑршшӗллӗ «хӑрушлӑх кӑларма пултаракан» чи пысӑк астероид иртсе кайӗ, ӑсчахсен шучӗпе вӑл пирӗн планета патне питӗ ҫывӑха вӗҫсе пырӗ.
1989 JA ят панӑ астероидӑн тӑршшӗ 1,76 километр, унсӑр пуҫне вӑл Ҫӗр чӑмӑрӗ тавра вӗҫекен пӗр ҫухрӑмран кая мар сарлакӑш 878 астероид шутне кӗрет.
Ҫакӑн пысӑкӑш астероид Ҫӗр ҫинче катастрофа кӑларма пултарать, анчах пӑшӑрханма кирлӗ мар. 1989 JA Ҫӗр чӑмӑрӗ патне эрнекун ҫывхарӗ пулин те, Ҫӗрпе чи ҫывӑх вӑхӑтра вӑл пирӗн планетӑран 4 миллион ҫухрӑмра пулӗ, ку вара Уйӑхпа Ҫӗр чӑмӑрӗ хушшинчи инҫӗшрен 10 хут нумайрах. Унӑн хӑвӑртлӑхӗ вара сехетре 48 000 ҫухрӑмпа танлашать, ҫакӑ сывлӑшра пуля хӑвӑртлӑхӗнчен 17 хут пысӑкрах.
«Хӑрушлӑх кӑларма пултараканнисен» йышне ӑна Аполлон астероичӗ пулнӑран кӗртнӗ, урӑхла каласан, унӑн вӗҫев ҫулӗ Ҫӗр орбити урлӑ иртет.
НАСА пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ 172 ҫула илсен ҫак эрнере астероид, Ҫӗр чӑмӑрӗнчен чи ҫывӑхран иртӗ.

«Аль-Амаль» тӗнче уҫлӑхӗн агентствӑн арап планета станцийӗ Марс ҫинче поляр ялтӑравӗн ҫӗнӗ йышши тӗсне асӑрханӑ.
Ӑсчахсем атмосферӑн ҫӳлти сийӗ ялтӑртатнин темиҫе сӑнне ӳкерсе илнӗ, вӗсем хушшинче каярах «кукӑр-макӑр дискретлӑ поляр ялтӑравӗ» ята панӑ паллӑ мар пулӑм асӑрханӑ. Вӑл атмосферӑри темиҫе пин километра тӑсӑлакан хумхануллӑ электронсен эмиссин ӑман евӗрлӗ ярӑмсем пек курӑнать.
Тӗпчеве хӗвелӗн вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче ирттернӗ, ҫакӑ вара питӗ вӑйлӑ поляр ялтӑравӗсем туса кӑларнӑ. Ку пулӑма Hope EMUS (The Emirates Mars Ultraviolet Spectrometer) ультрафиолет спектрометрӗпе усӑ курса ҫеҫ ӳкерме май килнӗ — вӑл 90-ран пуҫласа 180 нанометрлӑ хумсене сӑнама пултарайрать.

Пӗлтӗрхи ҫулшӑн наукӑпа техника енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх премине илме икӗ ӗҫ тӑратнӑ.
Вӗсенчен пӗри — «Край Чувашский, Край Сорминский: история и современность» монографи. Унӑн авторӗ — Лев Ефимов, истори наукисен докторӗ, Чӑваш патшалӑх пединститучӗн тӑван ҫӗршыв тата пӗтӗмӗшле истори кафедрин профессорӗ.
Тепӗр ӗҫ те монографиех. Вӑл «Подвиг тружеников Чувашии: строительство Сурского и Казанского оборонительных рубежей» ятлӑ. Ӑна автор ушкӑнӗ хатӗрленӗ. Йышра — Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ, истори наукисен кандидачӗ Олег Андреев; Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, истори наукисен кандидачӗ Евгений Касимов; Чӑваш патшалӑх истори архивӗн директорӗн ҫумӗ, истори наукисен кандидачӗ Фёдор Козлов; Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ, истори наукисен кандидачӗ Марина Широкова.

Китай СО2-ран 90 октан хисепӗллӗ биотопливо тума пултаракан хатӗре тӗрӗсленӗ.
Nature Communications пӗлтернӗ тӑрӑх, Даляньри хими физикин институчӗн (Китай) ӑсчахӗсем ҫитӗнӳ тунӑ: вӗсем сӗрӗм газӗнчен биотопливо тухӑҫлӑ хатӗрлеме пултаракан дистилляци хатӗрне ӑсталаса тӗрӗсленӗ. Парник газӗсене епле чакарас ыйту пӗтӗм тӗнчешӗн ҫивӗч тӑрать.
Ӑсчахсем сывлӑшри CO2-на пуҫтарса ӑна ҫӗр айӗнчи управӑшсене тултарма, е мӗнпе те пулин тытса чарма, е биотопливо тума сӗнеҫҫӗ. Юлашки меслечӗ тухӑҫлӑрах, мӗншӗн тесен синтезланӑ топливо туса илме пулать, ҫапла май вара ҫакӑ ҫӗр айӗнчи пурлӑха (вӑл иксӗлми мар) кӑларассинчен хӑтарӗ.
2020 ҫулта Цзоучэн промышленность паркӗнче технологие тӗрӗслеме ятарлӑ хатӗр туса лартнӑ. 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна хута янӑ, ҫак хатӗр пӗр чарӑнми 72 сехет хушши ӗҫленӗ. Гидрогенизаци реакцийӗ пынӑ май сӗрӗм газӗн 95% яхӑн процентӗнчен 90 октан хисепӗллӗ шӗвӗ топливо туса кӑларнӑ, ҫакӑ вара Китайӑн VI наци стандартне тивӗҫтерет.
Ӑсласа кӑларнӑ меслетӗн коммерци малашлӑхӗ те пур: производство процессӗ самай кӑткӑс пулин те хатӗре ӗҫлеттерме энерги питех нумай кирлӗ мар.

60-мӗш ҫулсен варринче, Токиора Олимпиада иртнӗ вӑхӑтпа тата унпа ҫыхӑннӑ шӑв-шавпа тупӑш тӑвас тесе Yamasa Clock фирма «Манпо-кей» ятлӑ (ӑна «Вунӑ пин утӑм» пек куҫарма пулать) утӑм шутне виҫмелли хатӗр сутлӑха кӑларнӑ.
Мӗнле сӑлтавпа ҫак ята суйланӑ-ши? Пӗтӗмпех маркетинга пула. Ку вӗт питӗ илӗртӳллӗ хисеп, ун пек кӑтарту патне ҫитессишӗн тӑрӑшма та пулать, тата ӑна пурнӑҫлама май ҫук теме те май ҫук. Чӑн та, ӑслӑлӑх тӗлӗшӗнчен ҫакӑн пек ят панине ҫирӗплетмен.
Унчченрех Аманда Палух эпидемиолог хӑйӗн ушкӑнӗпе пӗрле утасси сывлӑха тата вӑрӑм кун-ҫул ҫине мӗнле витӗ панине тӗпчес тӗлӗшпе АПШра пурӑнакан вӑтам ҫулсенчи 2 пин ытла ҫынна явӑҫтарнӑ. Тӗпчев ҫакна палӑртнӑ: кашни кун 7 пин утӑмран кая мар тусан вӑхӑтсӑр вилессинчен 50–70% таран сыхланма пулать. Апла-тӑк ытларах хускални кирлех-ши?
Чи тӗплӗ тӗпчевре вара Ази, Европа, Австралипе АПШ-ра пурӑнакан 47,4 пин ҫын даннӑйӗсемпе усӑ курнӑ. Кашни кун 6–7 пин утӑм тӑвакан ҫулланнӑ ҫынсен чӗрӗк пайӗн, сахалрах хускалу тӑваканнисемпе танлаштарсан, вӑхӑтсӑр вилесси 50% сахалрах пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах 10 пин утӑм ытла тӑвакансен те кӑтартусем ҫав шайрах пулнӑ.

Рюгу астероид ҫинче аминокислотасем тупнӑ.
«Хаябуса-2» яппун аппарачӗ Ҫӗр ҫине Рюгу астероид ҫинчи тӑпра тӗслӗхӗсене илсе ҫитернӗ, вӗсенче вара аминокислотасем — белоксенче тӗл пулакан, пирӗн планета ҫинчи пӗтӗм пурнӑҫӑн никӗсӗ шутланакан органикӑллӑ пӗрлешӳсем — асӑрханӑ.
Тӗпчевҫӗсем вунӑ ытла аминокислота тӗсӗ тупса палӑртнӑ, вӗсем хушшинче глицин тата L-аланин, вӗсем ДНК кодӗнчи чӗрӗ организмсене упраҫҫӗ, протеиногенлӑ аминокислотасем, хӑйӗн тытӑмӗпе нефть евӗрлӗ нумай цикллӑ ароматлӑ углеводородсем, тата азотӑн темиҫе тӗрлӗ пӗрлешӳсем.
Рюгу — CI ушкӑн шутне кӗрекен хондрит евӗр астероид. Ун ӑшӗнче углерод, шыв тата органикӑллӑ япаласем питӗ нумай.
Авторсем шутланӑ тӑрӑх, пребиотикла органика молекулисем Рюгу ҫине ҫакнашкал астероидсем ытти космос объекчӗсемпе ҫапӑннӑ хыҫҫӑн вӗсен ҫийӗ ҫинче йӗркеленнӗ космос тусанӗпе лекме пултарнӑ.
Рюгу астероида 1999 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче АПШри Сокорро обсерваторинче шыраса тупнӑ. Унӑн диаметрӗ 920 метр. «Хаябуса-2» зонд ун ҫине 2018 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗнче анса ларнӑ.

Орбита шутлавӗсем тӑрӑх, эрнекун Уйӑх ҫине, Ҫӗр спутникӗн ҫийӗ ҫинче ҫӗнӗ кратер туса, паллӑ мар ракета ӳкнӗ. Ҫакна космос аппарачӗ Уйӑхпа ӑнсӑртран ҫапӑннӑ историре пӗрремӗш хут пулса иртнӗ паллӑ пулӑм теме пулать.
Ҫапӑну пирки Билл Грей астроном унчченех каланӑччӗ, вӑл Уйӑхӑн тепӗр енче Гринвичпа 12:25 вӑхӑтра пулса иртмелле пулнӑ. Тӑватӑ тонна таякан объектӑн хӑвӑртлӑхӗ сехетре 9300 км таран танлашнӑ, ҫавӑнпа унӑн кратерӗн диаметрӗ 10-20 метр пулӗ. Унӑн хӑвӑртлӑхне, траекторине тата ҫапӑну вӑхӑтне ҫӗр ҫинчи телескоппа усӑ курса шутласа кӑларнӑ.
Грей чи малтанах объекта SpaceX ракети пулӗ тесе шутланӑччӗ, анчах та каярахпа, вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапӑнакан ракета Китай космос агенстви Уйӑх тӗпчевӗн программи тӑрӑх 2014 ҫулта вӗҫтерсе янӑскер пулма пултарать.
Кратера каярахпа NASA-ӑн Уйӑх тавра вӗҫекен аппарачӗ тата Уйӑх тавра ҫаврӑнакан инди аппарачӗ ҫеҫ ӳкерсе илме пултараҫҫӗ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Раҫҫей ӑслӑлӑх кунне халалланӑ пӗтӗмлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессине йыхравланӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 1—2-мӗшӗнче иртӗ.
Унта хутшӑнакансене Ученӑй канашӗн залне йыхравлаҫҫӗ. Мероприяти ыран, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 10 сехетре институтӑн директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Геннадий Николаев уҫӗ.
Пӗрремӗш сессире чӑваш халӑхӗн этногенезӗпе кун-ҫулӗ ҫинчен калаҫӗҫ, иккӗмӗшӗнче Раҫҫей империйӗ пулса кайни тата чӑвашсем ҫинчен калаҫӗҫ. Кун йӗркинчи ытти ыйту та кӑсӑклӑ.
(фельетон – 2)

Вуласа тӗлӗнетӗп балаклава тӑхӑннӑ аноним эпӗ ҫырнӑ «Газ чӑвашла пӑсарлӑк-ши?» фельетона вӑрҫнинчен. Ҫапла вӑкӑр-мӑкӑрсем хӗрлӗ татӑк ҫине тапӑнаҫҫӗ… Ку та урнӑ йытӑ пек унтан-кунтан ҫыртасшӑн, чӗпӗтсе те пулин юн ӗмесшӗн. Ку чӑваш халӑх сайчӗ-ши тесе те иккӗлентӗм. Алӑ сулма та юратчӗ кармаҫӑвар ҫине (пӑхсах паллӑ!), анчах та каламаллах. Вара пӑрӑнмалла кунтан аяккарах.
Чӑваш ҫырувӗ филологсене кирлӗ мар, ҫырма темле те пулать. Вӑл пире, вулакансене, потребительсене кирлӗ. Кирек мӗнле тавара илекен хаклать, орфографинче - вулакан. Пире учёной-профессорсем тӑнлӑн пакӑлтатни мар, калаҫни-ҫырни, пурнӑҫа ҫӑмӑллатни, аталантарни, йӑха чӑмӑртани хаклӑ.
Эпӗ филолог мар. Ҫавӑнпа манӑн чӗлхен хӑш-пӗр кӑлтӑксене каҫарма та ыйтатӑп. Ҫыруллӑх енчен 6–7 мӗш классра алӑпа ҫырнӑ «Первые стихи» ят панӑ хулӑм тетрадь халӗ те упранать. Сӑвӑ-калавсем веҫех чӑвашла, ниҫта та пичетлеме яман. Астӑватӑп, писатель пуласшӑнчӗ. Художник, геолог, инженер пулма тем те туса пӑхнӑ! «Сельхозра» виҫӗ курс хыҫҫӑн пӑрахнӑ, стройтехникума хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ.
