
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хӑй кӑларса тӑракан ӑслӑлӑх журналӑн черетлӗ номерне вулакан патне ҫитерчӗ.
«Чувашский гуманитарный вестник» (чӑв. Чӑваш гуманитари хыпарҫи) журналӑн 11-мӗш номерӗнче кӑсӑклӑ статья сахал мар. Вулакан кунта «авалхи мӑкшӑ культурин» Анат Сӑр тӑрӑхӗнчи уйрӑмлӑхӗсемпе паллашма пултарать. Журналта ҫавӑн пекех Хусан тӑрӑхӗнчи «ясаклӑ чӑвашӗсене» хӑш литературӑра тата хӑҫан асӑннине тишкерсе тухнӑ. Истори пайӗнче атӑлҫи пӑлхарсен пурнӑҫне те тӗпченӗ — ку тӑрӑха килнӗ хыҫҫӑн вӗсен право йӗрки мӗнле улшӑннине ҫутатнӑ.
Ку кӑларӑмра мӑшӑрлану йӑлипе ҫыхӑннӑ статьясем пур. Александр Кобзев ӑсчах Чӗмпӗр кӗпернийӗнчи чӑвашсем 1879-1918 ҫулсенче хӑйсен пулас мӑшӑрӗсене ӑҫта тата мӗнле тупнине ҫырса кӑтартнӑ. Игорь Петров вара хӗве хупнипе (пирвайхи туй каҫӗпе) ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркене ҫутатнӑ: ывӑл ача ҫуралтӑр тесен мӗн-мӗн тумаллине, упӑшки хӗрӗн сылтӑм енне выртма тӑрӑшнине, хӗр тасалӑхӗ чӑвашсемшӗн мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине, хӗр таса килменнине пӗлсен шӑтӑк куркапа сӑра ӗҫтернине.
Ҫӗнӗ кӑларӑмра тӑван чӗлхене халалланӑ тӗпчев те пур — Эдуард Лебедев статйинче вулакан пирӗн чӗлхери ӗҫхӗл вӑхӑчӗсемпе (вӑхӑт формисемпе) тӗплӗнрех паллашма пултарать.

2011 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче Дмитрий Григорьевӑн «Кровь или 72 часа» мистикӑлла романӗ пичетленсе тухрӗ. Кӗнеке авторӗ – врач-генетик. Ун чухне вӑл Америкӑри Джонс Хопкинс институтӗнче (Балтимор хули) ӗҫлесе пурӑнатчӗ, ҫулсерен пӗр-икӗ хутчен Шупашкара килсе кайма май тупатчӗ. Пӗррехинче ҫыравҫӑ-медик кӗнеке корректурине вулама килчӗ, пысӑк калаҫу пуҫлас тӗллевпе хӑйпе илсе килнӗ пысӑках мар чӑматанне уҫса кӑтартрӗ. Унта туллиех темле пробиркӑсем лартса тухнӑччӗ, вӗсене… юн ярса тултарнӑ иккен. Чӑваш юнӗ! Ҫакна Дмитрий Николаевич палӑртсах каларӗ. Пробиркӑсене Шупашкарти юн илекен станцире хатӗрленӗ, вӗсене океан леш енне илсе ҫитерсе генетиксене параҫҫӗ, лешсен вара хӑш ген мӗн енӗпе этеме витӗм кӳнине тупса палӑртмалла.
«Чувашская полицитемия» текен чир пур иккен, унпа ытларах чӑваш ҫыннисем аптраҫҫӗ иккен, ҫавӑнпа ҫапла ят панӑ иккен ку чире. Генетикӑна тӗпчекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак чир 62 пин ҫул каяллах пулнӑ, анчах ӑна 1960 ҫулта кӑна шыраса тупнӑ. 1977 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнче Лидия Полякова вырӑс храрӑмӗ ҫӗр ытла пациентӑн юнне тӗрӗслесе пӑхнӑ, хӑшӗсен хӗрлӗ пайӑркасем ытла та нумай пулни палӑрнӑ.

Енчен те эсир кунта, ҫак статьяра эп сире шкулта мӗнле ачасем вӗренни пирки ҫырса парӑп тесе шутлатӑр пулсан — йӑнӑшатӑр. Паллах, пуян ачасем е чухӑнраххисем, ӑслӑ ачасем е айвансем вӗреннине тишкерме пулӗччӗ, тӗпчев те ирттерме май пур, анчах калаҫӑвӗ урӑххи пирки. Хушма ыйтӑвӗ ҫакнашкал: ачисем хӑйсем е вӗсен ашшӗ-амӑшӗ?
Ман пуҫра ку ыйту ӗнер ҫуралчӗ. Кӳршӗри пӗр амӑшӗ килчӗ те унӑн шкула ҫӳрекен ачи валли тӗпчев ӗҫне хатӗрлесе пама ыйтрӗ. Шкулта ыйтаҫҫӗ имӗш. Класс ертӳҫи хушнӑ тет-и... Юрӗ, тейӗпӗр, шкул ыйтма пултарать — вӗрентнине тӗрӗслемелле-ҫке, пӗлӳ ача ӑсне мӗнле вырнаҫнине пӗлмелле-ҫке. Анчах ҫак тӗпчев ӗҫне... пӗлетӗр-и, хӑш класс ачи валли туса памалла? 1-мӗш класа ҫӳрекенскер валли! Тӗпчев ӗҫӗ те ахаль пулмалла мар, презентаци таврашӗпе хатӗрленӗскер кирлӗ. Тепӗр хут калатӑп: ҫакна 1-мӗш класс ачинчен ыйтаҫҫӗ.
Эпир вӗреннӗ чухне те рефератсем ҫыркалаттӑмӑр. Хам та ҫырнӑ. Пӗрре ҫапла реферат хатӗрлес тесе Наци вулавӑшнех (вӑл вӑхӑтра ун ячӗ урӑхлаччӗ-ха) ҫитнӗччӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти Ача-пӑча пултарулӑх керменӗнче пӗрремӗш технопарк уҫӑлнӑ. «Кванториум» технопарка шкул ачисем ҫӳрӗҫ.
Шӑпӑрлансене мӗн пӗчӗкрен инженерсем, ӑсчахсем пулма вӗрентӗҫ. «Кванториум» ача-пӑча технопарк ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, ачасене ултӑ енпе вӗрентӗҫ: аэроквантум, робоквантум, ИТ-квантум, наноквантум, энерджиквантум, биоквантум. Ачасене ӑс памашкӑн икӗ пин ятарлӑ хатӗр-хӗтӗр туянӗҫ.
Технопарка уҫнӑ ҫӗре РФ вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Вениамин Каганов, РФ Хӑрушсӑрлӑх канашӗ секретарӗн ҫумӗ Рашид Нургалиев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов та хутшӑннӑ. Пухӑннӑ хӑнасене апат-ҫимӗҫ тасалӑхне лабораторире тӗпчесе кӑтартнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев кунашкал технопарк нумай ачан ӗмӗтне пурнӑҫлама пулӑшнине палӑртнӑ.

Кун пирки «Бион-М» уҫлӑхташ (спутник) ӑсталакансенчен пӗри Владимир Сычев пӗлтернӗ. Унӑн шухӑшӗпе космос карапӗсем персе аннин сӑлтавӗ шутне этемлӗх ӗҫӗ-хӗлне тулашран витӗм кӳнине те кӗртмелле. Ку шухӑша ӑсчах Мускавра иртнӗ тӗнче шайӗнчи конференцире каланӑ.
Укҫа-тенкӗ сахалтарах уйӑрма пуҫланӑ пулин те ӑсчахсем тӗпчевсем ирттереҫҫӗ. Владимир Сычев хӑйӗн сӑмахӗнче «Бион» уҫлӑхташа тӗпченӗ вӑхӑтра микроорганизмсем орбитӑра чӗрӗ юлма пултарнине тупса пӗлнӗ. Уҫлӑхташра микроблӑ таблеткӑсем пулнӑ. Ҫӗр ҫине аннӑ чухне вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ҫӗмӗрӗлнӗ, анчах микроорганизмсем ҫавах сиенленмен имӗш. Ҫапла май, ӑсчах шухӑшӗпе, хӑш-пӗр бактерин ӗрчев тӗввисем метеоритсем ӑшӗнче те чӗрӗ юлма пултараҫҫӗ, Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫине уҫлӑхран лекейреҫҫӗ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Наум Урхи ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш литература чӗлхин норми тата хальхи пуплев практики» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пуласси пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Конференци институтӑн ӑслӑлӑх канашӗн залӗнче пулчӗ.
Тухса калаҫакансен йышӗнче Эдуард Лебедев (вӑл чӑваш чӗлхи тӗпчевҫин ӗҫӗсем пирки каласа пачӗ), Николай Егоров, Виталий Сергеев, Атнер Хусанкай, Олег Студенцов, Юрий Виноградов, Владимир Иванов (Наум Урхин «Фауст» куҫарӑвӗ пирки каласа пачӗ), Александр Кузнецов тата ыттисем пулчӗҫ.
Конференцие ҫавӑн пекех Наум Урхин тӑванӗсем, ачи тата мӑнукӗсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем чӑвашла пӗлменрен конференци вырӑсла иртрӗ. Халӗ Украинӑра ӗҫлесе пурӑнакан Наум Андреевичӑн мӑнукӗ Елена Дегтярёва хӑйӗн аслашшӗ ун асӗнче мӗнпе асра юлнине каласа пачӗ. Вӑл уйрӑмах чӑваш чӗлхине пӗлменнишӗн куллянчӗ — хӑй вӑхӑтӗнче шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентмен иккен. Халӗ, 60-тан каҫнине пула, шел пулин те вӗренейместӗп тесе палӑртрӗ. Ҫавах аслашшӗ ҫырнӑ кӗнекесене (чӑвашлисене) питӗ вулас килни пирки пӗлтерчӗ.

Раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Василий Каховский ӑсчаха халалласа Канаш ҫӗрӗ ҫинче анлӑ лару иртмелле.
Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче археологи пайӗнче вӑй хунӑ патшалӑхӑн тата обществӑн паллӑ ӗҫченӗ, пысӑк тавракурӑмлӑ ӑсчах, талантлӑ вӗрентекен ҫав ҫын ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ анлӑ ларӑва йӗркеленӗ май унта хутшӑнма йыхравлать.
Лару 2016-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Атнашри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта 10 сехетре пуҫланмалла.
Мероприятие маларах асӑннӑ институтӑн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Леонид Петров тата ыттисем хутшӑнмалла, тухса калаҫмалла. Василий Филиппович Каховский ывӑлӗ Борис Васильевич та, вӑл истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ларӑва хутшӑнӗ.

Ыран, раштавӑн 6-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Чувашская литературная норма и речевая практика» (чӑв. Чӑваш литературин виҫи тата калаҫу практики) ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ ирттерет. 14 сехетре пуҫланакан мероприятие Наум Андреев (Урхи) чӗлхеҫӗ, тӑлмач, фольклорист, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Наум Андреевич 1891 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче ун чухнехи Етӗрне уесӗнче, хальхи Элӗк районӗнчи Ехремкассинче ҫуралнӑ. 1984 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче куҫне хупиччен вӑл чӑваш чӗлхине самай тӗпченӗ. Чӗмпӗрти арҫынсен гимназине 1913 ҫулта вӗренсе пӗтернӗскер 1968 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнче экстерн мелӗпе экзамен тытса аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен дипломлӑ пулса тӑнӑ. 1920 ҫултан пуҫласа «Сунтал», «Ҫӗр ӗҫлекен», «Чӑваш ялӗ» журналсенче, «Канаш», «Ҫамрӑк хресчен» хаҫатсенче, кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. Тӗп куҫару комиссийӗн пайташӗ те пулнӑ. 1940–1943 ҫулсенче вӑл ЧАССР Аслӑ Канашӑн Президиумӗнче, 1944–1956 ҫулсенче хальхи гуманитари институтӗнче тӑрӑшнӑ.

Паян чӑваш халӑхӗ тӗнчипе паллӑ чӗлхеҫӗпе, чӑваш сӑмахӗн тӗпчевҫипе Михаил Иванович Скворцовпа сывпуллашрӗ. Мероприяти Шупашкарти Граждан урамӗнче вырнаҫнӑ «Ритуаллӑ пулӑшу» предприятийӗн сывпуллашу залӗнче иртрӗ.
Тухса калаҫакансен йышӗнче Г. Корнилов профессор, Ю. Виноградов чӗлхеҫӗ, А. Кипеч ҫыравҫӑ, Ю.Исаев министр, Т. Денисова чӗлхеҫӗ, Н. Егоров чӗлхеҫӗ, В. Туркай сӑвӑҫ, Е. Майков вӗрентӳҫӗ пулчӗҫ. Вӗсем пурте словарьсен авторне ырӑ сӑмахпа асӑнчӗҫ, пурнӑҫне аса илчӗҫ. Михаил Ивановича Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи Шупашкар хула ҫӑви ҫине пытарчӗҫ. Чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи хӑйӗн канлӗхне кунти «Мухтав алеййинче» тупрӗ.
Асӑну каҫӗ малалла Шупашкарти «Сарпике» кафере иртрӗ. Ӑсчахпа пӗрле ӗҫленӗ ӗҫтешӗсем тата тӑванӗсем Михаил Ивановича ырӑ сӑмахпа аса илчӗҫ, асӑнчӗҫ.

Чӑваш чӗлхи ӑслӑлӑхӗ паян пысӑк ҫухату тӳсрӗ — пирӗнтен паллӑ чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, сӑмах пуххисен ӑсти Михаил Иванович Скворцов уйрӑлса кайнӑ.
Юлашки ҫулсенче вӑл сахал мар ӗҫ турӗ, туса ҫитермен ӗҫӗсем те чылайччӗ унӑн. Сӑмахран, «Бхагавад-Гита» (индуизм тӗнӗн тӗп кӗнекисенчен пӗри) кӗнекене чӑвашла куҫарса халӑх патне ҫитересшӗнччӗ. Ҫавӑн пекех медицина терминӗсен словарьне хатӗрлетчӗ, ҫӗнӗ пысӑк чӑвашла-вырӑсла словарь кӑларас ӗҫпе ӗҫлетчӗ.
Скворцов Михаил Иванович 1933 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Иккӗмӗш Хурамалта ҫуралнӑ. Хусан университечӗн филологи уйрӑмӗнче (1954), Мускаври университет ҫумӗнчи Хӗвел тухӑҫ чӗлхисен институтӑн араб чӗлхисен уйрӑмӗнче (1964), аспирантурӑра (1971) пӗлӳ пухнӑ. Михаил Иванович ытларах енӗпе словарьсем хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл калаҫу кӗнекисем те пичетлесе кӑларнӑ.
Сывпуллашу вӑхӑчӗпе вырӑнӗ пирки: сывпуллашу шӑматкун, раштавӑн 3-мӗшӗнче 11 сехетре Шупашкар, Граждан урамӗ, 19 адреспа («Ритуаллӑ пулӑшу» («Ритуальные услуги») МУП) пулӗ.
