Кирек епле отрасль евӗрех криминалистика та пӗр вырӑнта тӑмасть. Ӳлӗмрен Чӑваш Енӗн криминалисчӗсем — сӑмахӑмӑр кунта РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пирки пырать — хӑйсен ӗҫӗнче гипнозпа усӑ курма тытӑнмалла. Кун валли вӗсем психолог-врачсене явӑҫтарӗҫ.
Асӑннӑ службӑн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев каланӑ тӑрӑх, шар курнӑ ҫынна гипноз преступник пирки лайӑхрах аса илме пулӑшать. Хӑрушлӑх сиксе тухнӑ самантра хумханнипе ҫын ӑна-кӑна ним мар манса кайма пултарать. Гипноз вара хурахӑн сӑнне, тумне, сассине аса илме пулӑшасса шанаҫҫӗ.

Марс ҫинче пурнӑҫ пуррипе ҫуккине ӑсчахсем тахҫанах пӗлесшӗн. Фантастсем ку ыйтӑва тахҫанах тӗрлӗрен хуравланӑ пулсан кӳршӗлле планетӑна тӗпчекенсем тӗпчесе пӗлсе ӗненесшӗн.
Ҫӗр ҫинче пурнӑҫа сӑнлакан сывлӑшран пӗри вӑл — метан. Пирӗн планетӑри газа 90% чӗрӗ чунсем кӑлараҫҫӗ. Вӑл Марс ҫинче те тупӑнсан унта — пӗчӗк пулин те — чӗрӗ организмсем пурӑннине палӑртма май пулӗччӗ, анчах «Кьюриосити» аппарат ӑна тупайман имӗш. Ҫапла май ӑсчахсен шухӑшӗпе пирӗнпе кӳршӗллӗ планетӑра чӗрӗ чунсем пурӑнма пултарассин шанчӑкӗ самай чакнӑ. Ҫавах та вӗсем алла усмаҫҫӗ — хӑш-пӗр микробсем иккен метан кӑлармаҫҫӗ, ҫапла май тен вӗсем те пулин унта пуласса шанаҫҫӗ.
Пӗлме: «Кьюриосити» Марс тӑрӑх ҫӳрекен аппарат пӗлтӗр ҫурлан 6-мӗшӗнче планета ҫине анса ларнӑ. Унӑн тӗллевӗ — геологи структурине тӗпчесси тата пурнӑҫ пуррипе ҫуккине пӗлесси. «Кьюриосити» 2014 ҫул варриччен ӗҫлемелле.

Иран патшалӑхӗ космоса тухни ҫинчен пӗлетӗр пулӗ. 2009 ҫулта вӑл пӗрремӗш спутника кӑларнӑ, каярахпа чӗрчунсене те вӗҫтернӗ — пӗрисем ку вӗҫевсем ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ тесе пӗлтереҫҫӗ, теприсем иккеленеҫҫӗ. Кӑҫал кӑна тӗнче уҫлӑхне упӑтене вӗҫтернӗччӗ вӗсем.
Хальхинче вара космоса кушака — перс йӑхӗнчине — вӗҫтерсе пӑхасшӑн иккен ирансем. ИКА ӗҫтешӗ Мухаммад Эбрахими каласа панӑ тӑрӑх ӑсчахсем тивӗҫлӗ чӗрчуна суйлаҫҫӗ — кушаксӑр пуҫне черетре кролик тата шӑши тӑрать. Эбрахими ӑнлантарнӑ тӑрӑх хальхинче карап Ҫӗр чӑмӑрӗ тавра вӗҫсе ҫӑврӑнмалла — унччен вӗсен ҫулӗ кӗскерех пулнӑ: ҫӳле хӑпарнӑ хыҫҫӑн аннӑ ҫеҫ.
Ҫак пӗтӗм ӗҫ-пуҫа Иран космос агентстви 2021 ҫулта тӗнче уҫлӑхне астронавта вӗҫтерес тӗлӗшпе йӗркелет.
Чӑн та ҫу вӑхӑтӗнче ҫак кӑпшанкӑ ҫынсене самай шар кӳрет — нӑйлата-нӑйлата этем юнне сахал мар ӗҫет вӑл. АПШ ӑсчахӗсем вара ҫын тарӗнчи пӗр компонента тупнӑ иккен — ӑна пула хайхи вӑрӑмтунасем этеме пачах та курмаҫҫӗ.
1-метилпиперазин ятлӑскер пурин те ҫук иккен, хӑш-пӗр ҫынсен тарӗнче кӑна тӗл пулать. Анчах та унпа сӗрӗнсен — ӑсчахсем вӑрӑмтунасем явӑнакан читлӗхе кӗнӗ — ҫак нӑйлакан кӑпшанкӑ ҫынна пачах та туймасть иккен, юнсӑр япала евӗр йышӑнать.
Ӑсчахсем шантарнӑ тӑрӑх ҫӗнӗ препарата ҫитес вӑхӑтрах тума тытӑнӗҫ.
Аха, ҫапла — сӗм ӗлӗк авал, 5 пин ҫул каялла, Египет халӑхӗ шӑрҫасене метерит ванчӑкӗсенчен ӑсталанӑ пулать. Кунашкал пӗтемлетӗве Лондонри университет колледжӗн тӗпчевҫисем тунӑ. Хӑйсен ӗҫӗнче вӗсем Петра музейӗнче упранакан шӑрҫасене тӗпченӗ. Маларах ытти ӑсчахсем вӗсене тимӗртен тунӑ тесе шутланӑ пулнӑ, британи ӑсчахӗсем вара ку шухӑш йӑнӑш пулнине кӑтартма пултарнӑ.
Мӗнрен тунине пӗлес тесе тӗпчевҫӗсем рентген мелӗпе усӑ курнӑ — шӑрҫасем тутӑхнине пула ансатрах майпа пӗлме май пулман иккен. Авалхи ҫынсемшӗн тимӗр те магнетит та пӗр евӗрех пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗсене вӑл вӑхӑтра уйӑрайман имӗш. Хайхи рентген пайӑркисем шӑрҫасенче никель, кобальт, фосфор тата германий тӳпи пысӑк пулнине палӑртнӑ — ку пӗтӗмпех материалӗ магнетит пулнине ҫитӗплететсе панӑ.
Мӗнрен тунине тӗпченӗ май ӑсчахсем шӑрҫана епле ӑсталанине те ӑнланма пултарнӑ — вӗсене иккен шӑратса хатӗрленӗ, шӑтӑк туса мар. Ҫапла май авалхи тимӗрҫӗсен ӗҫне те тӗпчевҫӗсем лайӑхран пӗлейнӗ.

Кӑнтӑр Корейӑра электробуссене (хайхи троллейбуссем ӗнтӗ) ҫӗнӗ технологипе авӑрланма шутлаҫҫӗ — OLEV система хайхи транспорт хатӗрне электричествӑпа провадасӑр тивӗҫтерет иккен. Нумай пулмасть ҫак ҫӗнӗлӗх ӗҫлеме те пуҫланӑ — Куми хулинче ҫул ҫине икӗ электробус тухнӑ. Вӗсен ӗҫне хакланӑ хыҫҫӑн ҫак системӑна малашне кӗртесси е ӑна пӑрахаҫласси пирки пӗтӗмлетӗҫ.
Электричествӑпа ҫӳрекен ахаль автобусӑн пӗр ҫитменлӗхӗ унӑн аккумуляторӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл пӗрре йывӑр, тепре — хаклӑ. OLEV системӑпа усӑ курсан вара электричество ҫул лаптӑкӗнчен килет. Тӗрӗссипе ҫул хыттине вырнаҫтарнӑ индукци катушкисем урлӑ. Авӑрланма машин тӗпӗпе хушши 17–20 см. ҫеҫ кирлӗ иккен. Тепӗр лайӑх ен — ҫак хатӗрсене ҫӳрев тӑршшӗпе лартса тухас тесен ҫулӑн 5–15 процентне ҫеҫ ҫӗнетмелле иккен. Авӑрлану чарӑнусенче тата парковкӑсенче иртет, ҫулпа пынӑ май та электричество хӑвачӗпе тивӗҫтерме пулать имӗш.
Икӗ электробус Куми хулинче 24 ҫухрӑмлӑ мартшутпа ҫӳрет иккен. Вӗсен ӗҫӗ кӑмӑла кайсан 2015 ҫул тӗлне тата 10 машин ҫул ҫине кӑларасшӑн.
Хаббл пирки эсир илтнех пулӗ — ҫак телескоп пирӗн Ҫӗр тавра спутник евӗр ҫаврӑнать. Унпа усӑ курса ӑсчахсем тӗнче уҫлӑхӗнче ҫӗннине нумай пӗлчӗҫ. Хаббл та пӗччен мар унта, тӗрлӗ космос агентстви хатӗрленӗ телескопсен йышӗ вуннӑран та иртет: Кеплер, Интеграл, Планк, Радиоастрон, Спитцер, тата ыттисем. Ӗҫлессе те вӗсем тӗрлӗрен тӗпчеҫҫӗ: пӗри кӗске хумсене сӑнать, тепри хӗрлӗ хум айӗнчи пайӑркасене пӑхать, виҫҫӗмӗшӗшӗн рентген пайӑркисем кӑсӑклӑ. Хаблла илес пулсан вӑл курӑнакан пайӑркасене сӑнать. Е тепӗр май каласан вӑл оптикӑллисен йышне кӗрет.
Ӑсчахсем, паллах, телескопсене инҫерех те инҫерех вырнаҫтарасшӑн. Тӗслӗхрен, Хаббл ҫӗр пичӗ ҫинче вырнаҫнӑ пулсанах унӑн пахалӑхӗ 1–10 хут чакнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑнпах пулӗ International Lunar Observatory Association агентство ҫӗнӗ телескопа Уйӑх ҫине лартасшӑн. 2016–2018 ҫулсем тӗлне вӗсем Уйӑхри Малаперт тӑвӗ ҫине икӗ метрлӑ радиоантенна тата оптика хатӗрне вырнаҫтарасшӑн. Ҫак сӑрт Уйӑхӑн кӑнтӑр полюсӗ ҫывӑхӗнче иккен, ҫавӑнпа та унти температура унталла-кунталла сикмест — яланах -50° С патӗнче тӑрать (ытти вырӑнта температура уйӑх ҫийӗнчи кун хушшинче 300 градуса ҫити ылмашӑнма пултарать).
Хальхи вӑхӑтра — тӗнче тетелӗ, нанотехнологисем, компьютер таврашӗ вӑйлӑ аталаннӑ май — ҫынсем алӑпа сахалтарах та сахалтарах ҫыраҫҫӗ. Алла кӑранташ е калем тытни кулленхи пурнӑҫра сахал тӗл пулать.
Оклендри (Ҫӗнӗ Зеланди) ӑсчахсен тӗпчевӗ вара ҫак йӑла сиенлӗ пулнине палӑртнӑ — хут ҫине алӑпа ҫырни ҫыннӑн хавшанӑ ӑс-хакӑлне те, кӗлеткине те хӑвӑртрах сыватма пулӑшать иккен. Чи кирли — кӑмӑл- туйӑма кӑранташпа е ручкӑпа хут ҫинче ҫырса хурасси.
Ӑсчахсен тӗпчевне 50 ҫын хутшӑннӑ пулать, вӗсен кашнин мӗнле те пулин суран пулнӑ. Пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн, ҫын хӑйӗн кӑмӑлне, чунри туйӑмне хут ҫине ҫырса пыни сыватӑва икӗ хут хӑвӑртлатнине кӑтартнӑ иккен. Эксперимента хутшӑннӑ пӗр ушкӑнра — хайхисем туйӑм-кӑмӑла ҫырса пынӑ — чирлӗ ҫынсен 76% вунпӗр кун хушшинче сывалма пултарнӑ. Тепӗр ушкӑнӗ ҫырса пыман, ҫавӑнпа та 11 кунран вӗсен йышри 42% ҫеҫ сывалса ҫитнӗ.
Ҫавӑнпа та, ал айӗнче компьютерӑн пускӑч хӑмийӗ е карас телефонӗ ҫеҫ пулсан та хӑвӑрпа пӗрле хутпа кӑранташ илсе ҫӳреме ан манӑр. Пӑсӑк кӑмӑл та вара сире нихҫан хуҫмӗ.

Нарӑс уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх гумантари ӑслӑлахӗсен институтӗнче Раҫҫейри ӑслӑлӑх кунне халалланӑ пӗтемлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессийӗ иртрӗ. Ҫулталӑк хушшинче пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ май чи малтан институт ертӳҫи Ю.Н. Исаев сӑмах илчӗ. Икӗ куна тӑсӑлнӑӑ сессире институтӑн ӑслӑлӑх сотрудникӗсем кӑсӑк докладсемпе тухса калаҫрӗҫ. Паллах, кашни доклад теми паянхи кун актуаллӑ проблемӑпа ҫыхӑннӑ. Чылайӑшне этнологипе антропологи пайӗн тӗп ӑслӑлӑх сотрудникӗ В.П. Иванов «Чувашский этнос в зеркале данных переписи 2010г.» (чӑв. Чӑваш халӑхӗ 2010 ҫулхи ҫырав даннӑйӗсен тӗкӗрӗ витӗр) темӑпа тухса калаҫни тавлаштарчӗ. Тӗпчевҫӗ палӑртнӑ тӑрӑх, 2002 ҫултан тытӑнса 2010 ҫулсем хушшинче пирӗн халӑх ҫуллен 25 пине яхӑн чакса пынӑ-мӗн. Ӗҫ-пуҫ малалла та каплах пырсан ҫак кӑтартусем татах ӳсес хӑрушлӑх пур. Паллах, ҫак лару-тӑру кашни чӑваша шухӑшлаттармалла.
Сессире хутшӑннӑ Испани ҫӗршывӗн тӗпчевҫи Эктор Алос и Фонт та интереслӗ доклад тунине палӑртмалла.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ студентсене пӗлӳ парас енӗпе ӗҫленисӗр пуҫне ӑслӑлӑхра вӑй хуракан ҫӗнӗ кадрсене туптас енӗпе те тимлет. Ҫак енӗпе университетра ҫулленех Диссертаци Канашӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Акӑ, тӗслӗхрен, В.Г. Родионов профессор, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ертсе пыракан Диссертаци Канашӗ филологсене кандидат тата доктор ӗҫӗсене хӳтӗлетерессине тухӑҫлӑ пурнӑҫласа пырать.
Ҫак кунсенче тухтӑр ӗҫне ӑнӑҫлӑ ҫырса пӗтерсе М.Р. Федотов ячӗпе хисепленекен Тухӑҫ тата чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗ кафедрин докторанчӗ Алена Михайловна Иванова хӳтӗлеве тухрӗ. Унӑн ӗҫӗ «Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗнчи морфосинтаксис ыйтӑвне танлаштаруллӑ-шайлаштаруллӑ тӗпчесси» (выр. «Сравнительно-сопоставительное исследование проблем морфосинтаксиса в чувашском языкознании») ятлӑ.
Алена Михайловна ку темӑпа чылай ҫул хушши ӗҫлет ӗнтӗ, тӗрлӗ журналсенче вуншар статья пичетлеме ӗлкӗрнӗ. Пултаруллӑ та хастар ҫамрӑк тӗпчевҫе Тутарстан, Пушкӑртстан, Якут республикисенчи ӑслайсем те аван пӗлеҫҫӗ.
