Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпар: Уйӑх ҫинче телескоп вырнаҫтарасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.07.2013 23:46 | 1774 хут пӑхнӑ

Хаббл пирки эсир илтнех пулӗ — ҫак телескоп пирӗн Ҫӗр тавра спутник евӗр ҫаврӑнать. Унпа усӑ курса ӑсчахсем тӗнче уҫлӑхӗнче ҫӗннине нумай пӗлчӗҫ. Хаббл та пӗччен мар унта, тӗрлӗ космос агентстви хатӗрленӗ телескопсен йышӗ вуннӑран та иртет: Кеплер, Интеграл, Планк, Радиоастрон, Спитцер, тата ыттисем. Ӗҫлессе те вӗсем тӗрлӗрен тӗпчеҫҫӗ: пӗри кӗске хумсене сӑнать, тепри хӗрлӗ хум айӗнчи пайӑркасене пӑхать, виҫҫӗмӗшӗшӗн рентген пайӑркисем кӑсӑклӑ. Хаблла илес пулсан вӑл курӑнакан пайӑркасене сӑнать. Е тепӗр май каласан вӑл оптикӑллисен йышне кӗрет.

Ӑсчахсем, паллах, телескопсене инҫерех те инҫерех вырнаҫтарасшӑн. Тӗслӗхрен, Хаббл ҫӗр пичӗ ҫинче вырнаҫнӑ пулсанах унӑн пахалӑхӗ 1–10 хут чакнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑнпах пулӗ International Lunar Observatory Association агентство ҫӗнӗ телескопа Уйӑх ҫине лартасшӑн. 2016–2018 ҫулсем тӗлне вӗсем Уйӑхри Малаперт тӑвӗ ҫине икӗ метрлӑ радиоантенна тата оптика хатӗрне вырнаҫтарасшӑн. Ҫак сӑрт Уйӑхӑн кӑнтӑр полюсӗ ҫывӑхӗнче иккен, ҫавӑнпа та унти температура унталла-кунталла сикмест — яланах -50° С патӗнче тӑрать (ытти вырӑнта температура уйӑх ҫийӗнчи кун хушшинче 300 градуса ҫити ылмашӑнма пултарать). Унсӑр пуҫне унта ҫутӑ ҫителӗклӗ иккен, аппарат фотоэлементсемпе тӑранса пурӑнайрать. Малаперт тӑвӗ Ҫӗр ҫинчен те лайӑх курӑнать имӗш (Уйӑхӑн тӳнтерле енӗ пирки илтнех пуль?) — тӳрӗ ҫыхӑну йӗркелеме меллӗ.

Вӑхӑчӗ нумаях мар пулин те ӗҫлемелли вӗсен пайтах — унччен тата вӗсем Уйӑхҫийӗн куҫакана (Лунохода) ӑсталаса Google Lunar X PRIZE конкурсра ҫӗнтересшӗн. Мала тухнӑ ятпа илнӗ укҫана шӑп та ҫак телескопа ӑсталама ярасшӑн та имӗш.

#телескопсем, #тӗпчев, #Уйӑх, #космос, #ӑслӑлӑх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем