Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тухтӑр диссертацийӗн хӳтӗлевӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
eiena 04.01.2012 23:48 | 1894 хут пӑхнӑ

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ студентсене пӗлӳ парас енӗпе ӗҫленисӗр пуҫне ӑслӑлӑхра вӑй хуракан ҫӗнӗ кадрсене туптас енӗпе те тимлет. Ҫак енӗпе университетра ҫулленех Диссертаци Канашӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Акӑ, тӗслӗхрен, В.Г. Родионов профессор, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ертсе пыракан Диссертаци Канашӗ филологсене кандидат тата доктор ӗҫӗсене хӳтӗлетерессине тухӑҫлӑ пурнӑҫласа пырать.

Ҫак кунсенче тухтӑр ӗҫне ӑнӑҫлӑ ҫырса пӗтерсе М.Р. Федотов ячӗпе хисепленекен Тухӑҫ тата чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗ кафедрин докторанчӗ Алена Михайловна Иванова хӳтӗлеве тухрӗ. Унӑн ӗҫӗ «Чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗнчи морфосинтаксис ыйтӑвне танлаштаруллӑ-шайлаштаруллӑ тӗпчесси» (выр. «Сравнительно-сопоставительное исследование проблем морфосинтаксиса в чувашском языкознании») ятлӑ.

Алена Михайловна ку темӑпа чылай ҫул хушши ӗҫлет ӗнтӗ, тӗрлӗ журналсенче вуншар статья пичетлеме ӗлкӗрнӗ. Пултаруллӑ та хастар ҫамрӑк тӗпчевҫе Тутарстан, Пушкӑртстан, Якут республикисенчи ӑслайсем те аван пӗлеҫҫӗ. Акӑлчан, нимӗҫ, тутар, пушкӑрт чӗлхисене ӑнланакан А.М. Ивановӑн диссертацийӗ, Н.И. Ашмарин традицийӗсене аталантарса ҫырнӑскер, питӗ кӑсӑклӑ та пуян тӗпчев ӗҫӗ пулнине палӑртрӗҫ хӳтӗлеври шурсухалсем.

#ӑслӑлӑх, #Чӑваш патшалӑх университечӗ, #диссертаци, #хӳтӗлевсем

 

Комментари:

Евгений Майков // 2075.94.1779
2012.01.05 10:52
Алена Михайловна Ивановăна ăнăçлă хÿтĕлевпе саламлатпăр. Вĕрентекенсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра унăн интереслĕ лекцисене итлени асра.Алена Михайловна маттур!
Унисем // 3314.64.9260
2012.01.09 13:28
Женя, эсир те маттур! Мĕншĕн сирĕн çырмалла мар-ха? Шутласа пăхăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем