Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Пысӑк ҫухату — пирӗнтен Михаил Иванович Скворцов уйрӑлса кайнӑ

Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Аçтахар Плотников 01.12.2016 12:05 | 1288 хут пӑхнӑ
Персона
Михаил Скворцов Юрий Ефимова халалланӑ анлӑ ларура
Михаил Скворцов Юрий Ефимова халалланӑ анлӑ ларура

Чӑваш чӗлхи ӑслӑлӑхӗ паян пысӑк ҫухату тӳсрӗ — пирӗнтен паллӑ чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, сӑмах пуххисен ӑсти Михаил Иванович Скворцов уйрӑлса кайнӑ.

Юлашки ҫулсенче вӑл сахал мар ӗҫ турӗ, туса ҫитермен ӗҫӗсем те чылайччӗ унӑн. Сӑмахран, «Бхагавад-Гита» (индуизм тӗнӗн тӗп кӗнекисенчен пӗри) кӗнекене чӑвашла куҫарса халӑх патне ҫитересшӗнччӗ. Ҫавӑн пекех медицина терминӗсен словарьне хатӗрлетчӗ, ҫӗнӗ пысӑк чӑвашла-вырӑсла словарь кӑларас ӗҫпе ӗҫлетчӗ.

Скворцов Михаил Иванович 1933 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Иккӗмӗш Хурамалта ҫуралнӑ. Хусан университечӗн филологи уйрӑмӗнче (1954), Мускаври университет ҫумӗнчи Хӗвел тухӑҫ чӗлхисен институтӑн араб чӗлхисен уйрӑмӗнче (1964), аспирантурӑра (1971) пӗлӳ пухнӑ. Михаил Иванович ытларах енӗпе словарьсем хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл калаҫу кӗнекисем те пичетлесе кӑларнӑ.

Сывпуллашу вӑхӑчӗпе вырӑнӗ пирки: сывпуллашу шӑматкун, раштавӑн 3-мӗшӗнче 11 сехетре Шупашкар, Граждан урамӗ, 19 адреспа («Ритуаллӑ пулӑшу» («Ритуальные услуги») МУП) пулӗ. Михаил Ивановича Явӑш патӗнчи ҫӑвари Мухтав аллейинче пытарма шутлаҫҫӗ.

Хушса калани: ку сӑнӳкерчӗке Михаил Иванович хӑйне валли пичетлесе пама ыйтнӑччӗ, шел те, вӑхӑтра пурнӑҫлаймарӑм.

#Канаш районӗ, #ҫухатусем, #ӑслӑлӑх, #чӑваш чӗлхи, #Иккӗмӗш Хурамал, #ЧПГӐИ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org