
Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ Юрий Виноградов педагог, филологи наукисен кандидачӗ, доцент 75 ҫул тултарнине халалласа «Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнин ӑслӑлӑх никӗсӗ» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттернӗ.
ZOOM хушӑм урлӑ йӗркеленӗ ӑслӑлӑх канашлӑвне Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт республикисенчен, Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсенчен наука ӗҫченӗсем, аслӑ тата ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан преподавательсем, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем, вулавӑш ӗҫтешӗсем, тутар, пушкӑрт, ирҫе чӗлхи вӗрентекенсем, учительсен пӗлӗвне ӳстерекен институт преподавателӗсемпе методисчӗсем, студентсем хастар хутшӑннӑ.
Конференцие Чӑваш Республикин вӗренӱ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев уҫнӑ, вӑл ӑслӑлӑхра тата вӗрентӳре Ю.М. Виноградовӑн тӳпи пӗлтерӗшлӗ пулнине пысӑк хак панӑ, Юрий Михайлович вӗрентекенсен вӗрентекенӗ пулнине палӑртнӑ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин тӗп специалисчӗ Ирина Степанова, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн филологи енӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Алевтина Долгова, Чӑваш наци конгресӗн вӗренӳ комитечӗн ертӳҫи Геронтий Никифоров ӑшшӑн саламланӑ.

Пушкӑртсанри чӑваш, Ирина Саригель (Сухарева), ученӑй-историк, истори наукисен докторӗ, Пушкӑртстанри патшалӑх медицина университечӗн философи, социаллӑ-гуманитарлӑ дисциплинӑсен кафедра профессорӗ ҫеҫ мар, юрлама та ӑста. Вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, нумай ҫул хушши ҫырнӑ хӑйӗн хӑш-пӗр юррисемпе сӑввисемпе Ютубра паллаштарать. Унта вӑл «Ирина Саригель» канал йӗркеленӗ.
«Наука ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ май хӑй вӑхӑтӗнче вӗсене тивӗҫлипе тимлӗх кӳреймерӗм. Вӑхӑчӗ те хӑвӑрт иртет. Хам ҫырнӑ юрӑсемпе сӑвӑсем нумай, юрӑсем ҫеҫ ҫӗр ытла пулса кайрӗҫ... 2019- мӗш ҫулта хам ҫырнӑ юрӑсен "Тӗлпулӑва мухтав" ятлӑ сборникне (унта 50 юрӑ) кӑларма вӑхӑт тупӑнчӗ. Сӑвӑсен пуххине кӑларма ӗмӗтленетӗп ҫеҫ», — тесе ҫырнӑ Ирина Ирина Саригель (Сухарева).

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче филологи енӗпе аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшакан Петр Яковлев (Петӗр Яккусен) «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Петӗр Яккусен 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ӑслӑлӑх ҫынни кӑна мар, поэт та. Унӑн шухӑшлавӗ хӑйне евӗр. «Хыпар» хаҫата вӑл: «Ӗлӗк ҫапларах, капларах пулнӑ», — тесе калани пирки хӑй шухӑшне пӗлтерни асра юлнӑччӗ. «Ӗмӗрсем иртсен те ҫын чун тӗлӗшӗнчен ылмашӑнмасть. Ырӑ ҫын ырах пулать, усалли усалах юлать», — тесе каланӑ поэт.

Алексей Трофимов, Петр Ивантаев,
Станислав Отрыванов тупӑкӗсем ҫине
* * *
Умлӑ-хыҫлӑн черетпе пыратпӑр...
Кайнӑ майӑн чун кӑчӑртатать,
Халӗ тин ыр-усала пуҫ ҫапмӑр,
Ҫул вӗҫне хамӑр чыспах тухатпӑр.
Лӑпланса, ку ӗмӗр татӑлать.
Кайнисем те пур, пур тӑхтаканӗ,
Халӑхран юлма пӗрех май ҫук.
Вӑхӑтран та вӑрӑм юлаканӗн
Шухӑшӗ самант та лӑпкӑ канмӗ,
Туссемпех вӑл пулӗ сывӑ чух.
Каҫарсам тесе эпир ыйтмастпӑр,
Ҫылӑх ҫук пек хӑлӑхсӑр тӗнчен.
Ырлама сире эп вӑтанмастӑп,
Кӗнекӗрсене умран ямастӑп —
Тав сире Чӑвашлӑх умӗнче!
Виталий Станьял
2020, авӑн, 17.

Хӗвел системинче астериод ӳкнипе йӗркеленнӗ чи пысӑк кратера тупнӑ. Тӗрӗссипе каласан, вӑл лаптӑк ҫинчен тахҫанах пӗлнӗ, анчах япун астрономӗсем кратер мӗнле майпа йӗркеленнине тӗпчесе пӗлнӗ.
Тӗпчевҫӗсем Юпитерӑн уҫлӑхташӗнче — Ганимедӑра — вырнаҫнӑ пысӑк айлӑмсене тишкернӗ. Лаптӑк ҫийӗн пӑхсан вӗсен пурин те варри пуррине курма май пур. Астрономсем «Вояджер-1» тата «Вояджер-2» зондсем тунӑ сӑнӳкерчӗксене тӗпченӗ те Ганимед ҫинчи айлӑмсем астероид ҫапӑннипе пулни патне тухнӑ.
Унсӑр пуҫне, Хӗвел системинче ӑна чи пысӑк кратер теме пулать. Ӑсчахсем моделлесе пӑхнӑ та ҫакнашкал вырӑн диаметрӗпе 150 ҫухрӑмран кая мар астероид пырса ҫапӑннипе йӗркеленме пултарнине курнӑ. Ҫӑпӑннӑ самантра унӑн хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 20 ҫухрӑмпа тан пулма пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Ӑсчахсем кратера малалла та тӗпчесшӗн, ҫавна май вӗсем JUICE мисси пуҫланасса кӗтеҫҫӗ.

Ят сӑмахсем (терминсем) пирки халиччен эпӗ ятарласа «Чӑваш сӑмахлӗхӗн вӗрентӳ меслечӗсем» кӗнекере (2006, 51-55 тата 389-396 енсем), уйрӑм хӑтавсенче (тӗслӗхрен, «Кивви-ютти лайӑх-и е ҫӗнни те кирлӗ-и? 2009; «Ӗҫ ҫуртне палӑртакан ятармӑксем», 2012; «Чӗлхе ҫинчен шухӑшласан», 2020) ҫырнӑччӗ.
Ҫавсем ҫумне хушса, халӗ калаҫӑва малалла тӑсас кӑмӑл пур.
Кутемӗн вырӑс чӗлхине те, ытти чӗлхесене те интернет урлӑ виҫесӗр нумай мӑриккан сӑмахӗсем кӗрсе тулчӗҫ. Ни яшши, ни ватти вӗсем мӗне пӗлтернине пӗлмеҫҫӗ. Компьтер умӗнче кун ирттерекен ачасем ӑнланмасӑрах хӑнӑхнине кура вӗсем шкул чӗлхине хӑвӑрт кӗрсе лараҫҫӗ. Вара пуҫланать чӑваш чӗлхин онлайн-уроклӑ ҫӗнӗ тапхӑрӗ: «Zoom платформӑпа усӑ курса ВКСсем ирттересси, кейс-технологисене алла илесси, дистант процессне серверсемпе пуянлатасси («Шӑнкӑрав», 17.04. 2020).
Япалипе пӗрле ячӗ килни ӗмӗрех пулнӑ, малашне те пулӗ. Ҫапах та, ҫав сӑмахсенчен нумайӑшне ним марах хамӑр чӗлхепе ӑнланмалла калама пулать. Вӗсем тӑван чӗлхене чиперех вырнаҫаҫҫӗ те пурне те ӑнланмалла янӑраҫҫӗ: ҫумри инҫесас (сотовый телефон), инҫет вӗренӳ (дистанционное обучение), тӳрӗ кӑларӑм (прямая передача) тата ыт.

Сергей Лукьяшко историк шухӑшӗпе, Азовпа Хура Тинӗс тӑрӑхӗнчи скиф йӑхӗсем кӑйкӑрсене сунара ҫӳреме хӑнӑхтарнӑ, ҫакна вӗсем македони ҫыннисенчен ҫӗр ҫул маларах тунӑ. Ӑсчахсен шутланӑ тӑрӑх, сунара кӑйкӑрпа ҫӳреме пирӗн эрӑчченхи IV ӗмӗрте пуҫланӑ.
Дон вӑрринчи Елизаветовски виле тӑприне тишкернӗ май Сергей Лукьяшко кӗтмен пӗтӗмлетӳ тунӑ. Унта тискер вӗҫен кайӑкпа пӗрле пытарнӑ арҫын виллине тупнӑ. Ҫакӑ вара пытарнӑ ҫынпа кӑйкӑр хушшинче туслӑ ҫыхӑну пулнине кӑтартса парать.
Унсӑр пуҫне скифсем хӑйсен килти савӑт-сапана тата хаклӑ капӑрлӑха кӑйкӑрсен, хурчкасен тата ытти тискер вӗҫен кайӑксен сӑнӗсемпе илемлетнӗ.
Ун пек вӗҫен кайӑксен юлашкийӗсене Азовпа Хура Тинӗс лаптӑкӗнчи ҫӗр чавса тӗпченӗ ытти вырӑнсенче те тупкаланӑ. Вӗсем хушшинче караппӑл, кайӑк хурчки, варакшӑ, хӑлат тата шур кутлӑ тинӗс ӑмӑрткайӑкӗн шӑммисене асӑрханӑ.
«Язык это великое целое, вековое создание творческой мысли народа...»
(Н.И. Ашмарин).

Тӑван чӗлхемӗрӗн хальхи лару-тӑрӑвӗ те, пуласлӑхӗ те куллен калаҫтарни темскерле кичем шухӑшсене те сирме пулӑшать. Нумаях пулмасть тӑван чӗлхесен эрнинче чӑвашсем те Фейсбукра ӑна тӑтӑш аса илни таҫти шӑплӑха юлмарӗ пулас. Чӑвашлӑхӑн янкӑр тӳпинчи сӳнсех пӗтеймен шевлине чӗртсе тӑратма тӑрӑшакансене чунтанах Тав сӑмахӗ калас килет. Эсир каланисем, палӑртнисем таҫта аякра пулсассӑн та ҫав-ҫавах маншӑн та янӑравлӑ саспах илтӗнеҫҫӗ.
Манӑн малаллахи сӑмахӑм чи паллӑ чӗлхе ӑраскалҫи пирки пулӗ. Пултаруллӑ чӑвашсен ретӗнче унӑн кӳлепи чи малти вырӑнта тӑрать. Ҫак асамҫӑ чӗлхе тӗпчевҫи-сыхлавҫи ҫуралнӑранпа кӑҫал кӗр кунне 150 ҫул ҫитнине хамӑр тӑрӑхра палӑртма пуҫланӑ та ӗнтӗ.
Тӗнчипех паллӑ финн чӗлхеҫи Г.И. Рамстедт (1873-1950) тепӗр пирӗншӗн пушшех паллӑ чӗлхеҫӗ пирки тӑтӑш ҫапларах аса илтернӗ: «So sagt der ausgezeichnete Erforscher und Kenner des Tschuwassischen Aschmarin». Ялан вӑл: «Н.И. Ашмарин кун пирки ҫапла калать», — тенӗ.

Сӗтпе ӳстерекен чӗрчунсен (вӗсен шутне этем те кӗрет) амисем ялан тенӗ пекех аҫисенчен ытларах пурӑнаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах, кайӑк-кӗшӗк амисем пурнӑҫ вӑрӑмӑшӗпе мухтанаймаҫҫӗ, ҫапла май ҫунатлисен ку тӗлӗшпе пач урӑхла. Сӗтпе ӳстерекен амасемпе кайӑксен аҫисен те пӗрешкел арлӑх хромосоми пуррине асӑрханӑ хыҫҫӑн ӑсчахсем ҫакӑ пурнӑҫ вӑрӑмӑшне витӗм кӳме пултарни пирки шухӑшласа илнӗ.
Вӗҫен кайӑксен, сӗтпе ӳстерекенсемпе танлаштарас пулсан, пӗрешкел арлӑх хромосомӗсем аҫисенче пулни пирки сахалӑшӗ пӗлет — сӑмах кунта аҫисенче ҫеҫ тӗл пулакан икӗ Z-хромосома пирки пырать. Кайӑк амисен арлӑх хромосомисем вара Z-хромосомӑпа тата W-хромосомӑран тӑраҫҫӗ.
Пӗрешкел арлӑх хромосомӑсемпе пурнӑҫ вӑрӑмӑшӗ хушшинче ҫыхӑну пурри пирки тавҫӑрса илне хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Кӑнтӑр Уэльс университечӗн (Австрали) ӑсчахӗсем 229 чӗрӗ чун тӗсӗсен — хурт-кӑпшанкӑран пуҫласа пулӑ таранах — даннӑйӗсене тишкернӗ. Тӗпчевре гермафродитсемпе, ҫавӑн пекех эмбрионӑн арлӑх палли ӳснӗ вӑхӑтри тавралӑх температурине пула палӑракан тӗссемпе усӑ курман.
Тӗпчев кӑтартса панӑ тӑрӑх, мӑшӑрлӑ арлӑх хромосомсем пурнӑҫ вӑрӑмӑшне вӑтамран вунҫичӗ процент ҫурӑ ӳстереҫҫӗ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче ӗнерпе паян ӑслӑлӑх сессийӗ ӗҫленӗ. Ӑна Раҫҫей наукин кунне тата искусствоведени докторӗ тата профессорӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлекен Алексей Трофимов ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ӑҫлӑлӑх сессийӗн малтанхи кунӗнче 8 доклад итленӗ. Официаллӑ пая уҫма РФ Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков таранах хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне республикӑри икӗ министр: вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Кудряшов, культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Роза Лизакова пулнӑ.
Тӗрлӗ шайри тӳре-шара, ӗҫтешӗсем Алексей Трофимова юбилейпа саламланӑ. Ӑслӑлӑх сессийӗнче чӑваш ӳнерӗпе тата сӑмахлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.
