Персона
![]() chuv-krarm.3dn.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче филологи енӗпе аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшакан Петр Яковлев (Петӗр Яккусен) «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Петӗр Яккусен 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ӑслӑлӑх ҫынни кӑна мар, поэт та. Унӑн шухӑшлавӗ хӑйне евӗр. «Хыпар» хаҫата вӑл: «Ӗлӗк ҫапларах, капларах пулнӑ», — тесе калани пирки хӑй шухӑшне пӗлтерни асра юлнӑччӗ. «Ӗмӗрсем иртсен те ҫын чун тӗлӗшӗнчен ылмашӑнмасть. Ырӑ ҫын ырах пулать, усалли усалах юлать», — тесе каланӑ поэт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
1) Ăслăлăх ĕçченне "культура ĕçченĕ" мар, "ăслăлăх ĕçченĕ" е çавăн йышши урăх хисеплĕ ят памалла.
2) Якусен-поэта вара "халăх поэчĕ" ята памалла, вăл ăна тахçанах тивĕç