Тӗнчере
![]() Орбита шутлавӗсем тӑрӑх, эрнекун Уйӑх ҫине, Ҫӗр спутникӗн ҫийӗ ҫинче ҫӗнӗ кратер туса, паллӑ мар ракета ӳкнӗ. Ҫакна космос аппарачӗ Уйӑхпа ӑнсӑртран ҫапӑннӑ историре пӗрремӗш хут пулса иртнӗ паллӑ пулӑм теме пулать. Ҫапӑну пирки Билл Грей астроном унчченех каланӑччӗ, вӑл Уйӑхӑн тепӗр енче Гринвичпа 12:25 вӑхӑтра пулса иртмелле пулнӑ. Тӑватӑ тонна таякан объектӑн хӑвӑртлӑхӗ сехетре 9300 км таран танлашнӑ, ҫавӑнпа унӑн кратерӗн диаметрӗ 10-20 метр пулӗ. Унӑн хӑвӑртлӑхне, траекторине тата ҫапӑну вӑхӑтне ҫӗр ҫинчи телескоппа усӑ курса шутласа кӑларнӑ. Грей чи малтанах объекта SpaceX ракети пулӗ тесе шутланӑччӗ, анчах та каярахпа, вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапӑнакан ракета Китай космос агенстви Уйӑх тӗпчевӗн программи тӑрӑх 2014 ҫулта вӗҫтерсе янӑскер пулма пултарать. Кратера каярахпа NASA-ӑн Уйӑх тавра вӗҫекен аппарачӗ тата Уйӑх тавра ҫаврӑнакан инди аппарачӗ ҫеҫ ӳкерсе илме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |