Чӑваш Енре «Таса сывлӑш» экотехнопарк тӑвасшӑн. Кластер йышши экотехнопарк пирки, чӑннипе, 2018 ҫултах калаҫма тытӑннӑ. Халӗ ку тӗллевпе федераци хыснинчен укҫа уйӑрӗҫ.
Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти промышленноҫ зонинче тата Шупашкар агломерацийӗнче вырнаҫӗ. Унӑн йышне халӗ ӗҫлекен «Управление отходами» АУ /ҫӳп-ҫап уйӑрать/ кӗрӗ. Проектпа килӗшӳллӗн, резин, полиэтилен япаласене, пленкӑна, йывӑҫ каяшӗсене, Tetra Pak упаковкӑсене тепӗр хутчен хута ярасшӑн. Вӗсенчен тротуар тата мачча плиткисем, ӑшӑ тытакан хатӗрсем, полимер тарӑсем тата ытти япала туса кӑларасшӑн.
Ку проект 2020-2024 ҫулсенче Чӑваш Енри социаллӑ экономикӑна аталантармалли проекта кӗнӗ. Раҫҫей правительстви кун вали ака уйӑхӗнче 5 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ, ҫак укҫан пӗр пайӗ шӑпах экотехнопарк тунӑ ҫӗре кайӗ.
Хӑшӗ-пӗри ҫутҫанталӑк лапамне канма каять те хӑйӗн хыҫҫӑн юлнӑ ҫӳп-ҫапа пуҫтармасть. Шӑпах ҫак ыйтӑва ЧР Правительствинче пӑхса тухнӑ.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртнӗ тӗлпулура районсен пуҫлӑхӗсем республикӑри санкцилемен ҫӳп-ҫап куписем пирки калаҫнӑ. Хӑш-пӗр ҫӗрте пачах йӗрке ҫук-мӗн. Ҫынсен шухӑшӗпе, вӑрманта канма пӗлменни, культура ҫукки ҫӳп-ҫап пухӑннин, йӑваланнине сӑлтавӗ.
Тӳре-шара ку ыйтӑва вырӑнти влаҫӑн тӗрӗслесех тӑмаллине каланӑ. Йӗркене пӑсакансене вара явап тыттармалла.
Чӑваш Енре пурӑнакансенчен чылайӑшӗ ҫӳп-ҫап турттарса тухнӑшӑн регионти оператора укҫа тӳлемест-мӗн. Парӑм самай пухӑннӑ: 239 миллион тенкӗ. Хальлӗхе халӑхӑн 84 проценчӗ кӑна регоператора укҫа тӳлет.
Патӑрьел районӗнче пурӑнакансен 49 проценчӗ ҫеҫ ҫӳп-ҫап турттарса тухнӑшӑн килекен квитанцисене тӳлет. Ҫӗмӗрле районӗнче ку кӑтарту- 51 процент. Ҫак районсем ку енӗпе кая юлса пыракансем.
Сӑмах май, «Экоцентр» республикӑри 1704 ял-саларан ҫӳп-ҫап илсе тухать. Ку ялсен 98,8 проценчӗ. Ыттисене, 21 яла, ҫӳп-ҫап турттаракан машина кӗреймест, унта ҫулсем ҫук.
«Экоцентр» компание штрафлама йышӑннӑ. Вӑл ҫӳп-ҫап турттаракансемпе саккуна пӑсса килӗшӳсем тунӑ-мӗн. Штраф виҫи 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнчи тупӑшран 2 процент нумай мар.
«Экоцентр» ҫӳп-ҫап турттаракан 16 перевозчикпа аукционӑн малтанхи чи пысӑк хакӗпе килӗшӳ тунӑ. Тӗрӗссипе вара малтанхи хака пӗчӗклетме торг тумалла пулнӑ.
Саккуна пӑснӑшӑн «Экоцентрӑн» 731 280 тенкӗ тӳлемелле.
Елчӗк районӗн прокуратурине ҫӑхав ҫитнӗ: пӗр вырӑнта производство каяшӗсен санкцилемен свалки пур-мӗн. Ведомство тӗрӗслев ирттернӗ – чӑнах та ҫапла иккен.
Прокуратура акӑ мӗн тупса палӑртнӑ: 0,08 гектар ҫинче ҫӗрулми юлашкисем, ҫеткӑллӑ михӗсем купаланса выртнӑ. Пӗтӗмпе – 25 кубла метра яхӑн. Свалка 6-7 уйӑх каяллах пулнӑ. Ҫакна кам тунине палӑртайман-ха.
Ҫӗрулми каяшӗн купи - Курнавӑш ял тӑрӑхӗнче. Ведомство Елчӗк район администрацине каяша пуҫтарма хушнӑ, мӗншӗн тесен вӑл тавралӑха сиен кӳрет, ҫынсен правине пӑсать.
Чӑваш Ене ҫӳп-ҫап пухмалли ҫӗнӗ контейнерсем илсе килме тытӑннӑ. Хальлӗхе республикӑна 2964 контейнер илсе ҫитернӗ. Ку пӗтӗмпе 37 процент кӑна-ха. Кун пирки ЧР Строительство министерстви пӗлтерет.
Кунашкал евроконтейнерсем икӗ тӗслӗ. Малашне вӗсене ҫӳп-ҫапа уйӑрас тӗллевпе усӑ курма тытӑнасшӑн. Вӗсене хальлӗхе республикӑри 14 района илсе ҫитернӗ.
Палӑртмалла: пӗтӗмпе 7 пин ытла контейнер туяннӑ. Унпа «РГ-ЭКОТЕК» тулли мар яваплӑ общество тивӗҫтерет. Тепӗр 4258 контейнера авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен илсе килмелле.
Сӑмах май, ҫӳп-ҫапа уйӑрса пуҫтармалли контейнерсем Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула», «Университет» микрорайонсенче, Николаев паркӗнче пур.
Чӑваш Енре айӑпланнӑ ҫынене ҫӳп-ҫап полигонӗсене ӗҫе вырнаҫтарма шутлаҫҫӗ. Ку ыйтӑва Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн, ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин, «Управление отходами» тулли мар яваплӑ обществӑн элчисем тӗлпулура сӳтсе явнӑ.
Палӑртмалла: республикӑра ҫӳп-ҫапа уйӑрмалли сӑнав проекчӗ пурнӑҫланма тытӑннӑ. Унта «Управление отходами» тулли мар яваплӑ общество хутшӑнать. Шӑпах унӑн объекчӗсенче ҫӳп-ҫапа уйӑрӗҫ, ӑна тепӗр хутчен туса кӑларма ӑсатӗҫ.
Айӑпланнисене полигонсене ӗҫе вырнаҫтарас ыйтӑва ҫитес тӗлпулусенче те сӳтсе явӗҫ.
Малашне республикӑра пурӑнакан хӑш-пӗр ҫын ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн укҫа тӳлемӗ. Вӗсене «ҫӳп-ҫап реформи» пуҫланнӑ кунран, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, перерасчет туса парӗҫ.
Республика влаҫӗ акӑ мӗнле йышӑну тунӑ: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, «блокадниксем», концлагерьте пулнӑ ҫынсем ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн укҫа тӳлемӗҫ. Пирӗн республикӑра пӗтӗмпе ҫакнашкал 620 ҫын пурӑнать.
Ҫак категорири ҫынсем патне юлашки квитанци ака уйӑхӗшӗн килӗ, кун хыҫҫӑн вара урӑх ярса памаҫҫӗ. Ку ҫӑмӑллӑхпа усӑ курас тесен вӗсен нимӗн те тумалла мар, вӑл хӑйех пурнӑҫланса пырӗ.
Ҫӳп-ҫап тиесе тухнӑшӑн укҫа тӳлеме чӑрмавлӑччӗ: комисси те илетчӗҫ. Халӗ Чӑваш Енре кашни районта ку тӳлеве йышӑнмалли пунктсем уҫӑлнӑ. Вӗсенчен комисси илмеҫҫӗ. Офиссем ҫак адрессмпе вырнаҫнӑ:
Шупашкар, Мускав проспекчӗ 19-мӗш ҫурт, 11-мӗш корпус;
Ҫӗнӗ Шупашкар, Винокуров урамӗ, 10-мӗш ҫурт;
Улатӑр, Комсомол урамӗ, 17-мӗш ҫурт;
Элӗк, Совет урамӗ, 25-мӗш «А» ҫурт;
Патӑрьел, Ленин проспекчӗ, 16-мӗш ҫурт;
Вӑрнар, Чукунҫул урамӗ, 20-мӗш ҫурт;
Йӗпреҫ, Кооператив урамӗ, 5-мӗш ҫурт;
Канаш, Пушкин урамӗ, 14-мӗш ҫурт;
Куславкка, Ленин урамӗ, 55-мӗш ҫурт;
Комсомольски, Куйбышев урамӗ, 15-мӗш ҫурт;
Красноармейски, Ленин урамӗ, 26\1-мӗш ҫурт;
Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗнтерӳ лапамӗ, 9-мӗш ҫурт;
Сӗнтӗрвӑрри, Июль урамӗ, 27-мӗш ҫурт;
Муркаш, Гагарин урамӗ, 2-мӗш ҫурт;
Пӑрачкав, Колхоз урамӗ, 11-мӗш ҫурт;
Вӑрмар, Ленин урамӗ, 6-мӗш «А» ҫурт;
Ҫӗрпӳ, Куйбышев урамӗ, 41-мӗш ҫурт;
Шӑмӑршӑ, Карл Маркс урамӗ, 54-мӗш «А» ҫурт;
Ҫӗмӗрле, Октябрь урамӗ, 25-мӗш ҫурт;
Етӗрне, Октябрь: 50 ҫул урамӗ, 71-мӗш «А» ҫурт;
Елчӗк, Иванов урамӗ, 9-мӗш ҫурт;
Тӑвай, Ленин проспекчӗ, 40-мӗш ҫурт.
ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн тӳлемелли хака пӗчӗклетме пултараҫҫӗ. Кун пирки Патшалӑх Думин экологи тата тавралӑха сыхлас енӗпе ӗҫлекен комитетӑн Председателӗ Владимир Бурматов каланӑ.
Депутатсем Тӗп прокуратурӑна тарифсене тӗрӗслеме сӗннӗ. Шӑпах ҫакӑн хыҫҫӑн хӑш-пӗр регионта ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн тӳлемелли хака пӗчӗклетме пултарӗҫ.
«Протокол порученине пурнӑҫланипе килӗшӳллӗн эпир тӗп прокуратурӑна ыйтупа тухрӑмӑр. Вӑл питӗ лайӑх ӗҫлерӗ, тӗрӗслевсем ирттерчӗ, хӑш-пӗр регионта йӗркене пӑсни тупӑннӑ», - пӗлтернӗ Владимир Бурматов. Тарифсене йӗркеленӗ чухне йӗркене пӑсни ҫак регионсенче палӑрнӑ: Чӑваш Ен, Мӑкшӑ Республики, Якути, Тутарстан, Алтай, Перьм, Приморье крайӗсем, Иркутск, Пенза тата Сарӑту облаҫӗсем.
Тарифсене вӑтамран 14,5 процент чакарма шантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |