Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫӳп-ҫап

Республикӑра
stroidomsait.ru сайтри сӑн
stroidomsait.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрле округӗнче йӗрке хуралҫисем тӗрӗслев ирттернӗ те саккуна пӑсса йӗркеленӗ свалкӑсем пуррине асӑрханӑ.

Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле ялӗнчи Хыр, Чапаев тата ытти урамра, Ҫӗмӗрле хулинчи Пролетари урамӗнче йӑлари ҫӳп-ҫап, строительство ҫӳп-ҫапӗ, туратсем, курӑк купаланса выртнӑ. Кунсӑр пуҫне хӑш-пӗр ялта ҫӳп-ҫап контейнерӗ лартнӑ вырӑна тивӗҫлипе пӑхса тӑманнине палӑртнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр хулинче ҫӳп-ҫапа вӑхӑтра турттарман. Ӗҫе пурнӑҫлассишӗн «Экополис» организаци яваплӑ пулнӑ.

Вырӑнти прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫуртсен умӗнчи ҫӳп-ҫап контейнерӗсем тулса кайсан та вӗсене вӑхӑтра илсе кайса пушатман.

Улатӑрти йӑлари хытӑ каяша турттарма «Ситиматик Чувашия» организаци «Экополис» обществӑпа килӗшӳ тунӑ. Прокуратура ҫӗртме уйӑхӗн 8 тата 10-мӗшӗсенче тӗрӗслев ирттернӗ те хулари Киров урамӗнчи контейнерсене вӑхӑтра пушатманнине асӑрханӑ.

Яваплӑ организаци пуҫлӑхӗн тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
rsn-rb.ru сайтри сӑн
rsn-rb.ru сайтри сӑн

Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Пупӑлькасси ялӗ ҫывӑхӗнче ҫул хӗрринчи йывӑҫсем патӗнче ҫӳп-ҫап йӑваланнӑ. Санкциллӗ мар свалка, йӑлари каяшсем, 25 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче пулнӑ. Кун пирки прокуратурӑна пӗлтернӗ.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе прокуратура представлени ҫырнӑ. Ҫӳп-ҫап купине мӗнле тӗп тунине район прокуратури тӗрӗслесе тӑрӗ.

 

Республикӑра
Россельхознадзор тунӑ сӑн
Россельхознадзор тунӑ сӑн

Россельхознадзорӑн регионти управленийӗн ӗҫченӗсем Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ҫатракасси ҫывӑхӗнче свалка тупнӑ. Унта бетон, шифер, бетон люкӑн ункисем, машина покрышкисем, йывӑҫ-тӗм турачӗсем йӑванса выртаҫҫӗ. Пӗтӗмпе – 50 тӑваткал метр ҫинче.

Ведомство ҫак ҫӗр лаптӑкӗ хуҫи тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, ҫӳп-ҫап купине пӗтерме ыйтнӑ. Вӑл ҫунма пуҫлас тӑк ял умӗнче те хӑрушлӑх тухса тӑрать.

Ҫӗре тара илнӗ ҫын ведомствӑна ҫӳп-ҫапа ҫӗр шӑннӑ хыҫҫӑн 30 кунра тасатса пӗтерме шантарнӑ.

 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнче Виҫпӳрт ялӗ ҫывӑхӗнче строительство ҫӳп-ҫап купине тупнӑ. Унта тимӗр бетон конструкцийӗсем, кивӗ асфальт катӑкӗсем выртнӑ. Пӗтӗмпе - 1260 тӑваткал метр ҫинче.

Свалка ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем ҫинче. Россельхознадзор ҫӗр хуҫине асӑрхаттару панӑ, ӑна рекультиваци тума сӗннӗ.

Ҫӗр хуҫи строительство ҫӳп-ҫапне илсе тухнӑ, рекультиваци тумалли проект хатӗрлеме заявка хӑварнӑ.

 

Хулара
"Ситиматик" архивӗнчи сӑн
"Ситиматик" архивӗнчи сӑн

Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӳп-ҫап йышӑнакан комплексӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалӗнче граната тупнӑ. РГД-5 ятлӑскере тупсан комплекса ӗҫлеме чарнӑ, ӗҫлекенсене урама кӑларнӑ та ятарлӑ службӑсене чӗнсе илнӗ.

Специалистсем тӗрӗсленӗ те граната вӗренмелли пулманнине, унӑн детонаторӗ ҫуккине палӑртнӑ. Ӑна тата тӗплӗнрех тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Кун хыҫҫӑн ҫӳп-ҫап йышӑнакан комплекс ӗҫлесе пуҫланӑ.

 

Республикӑра
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Ӗнер кӑнтӑрла хыҫҫӑн Тӑвай районӗнче Вырӑс Нарвашӗнчен инҫех мар ҫӳп-ҫап купи ҫунма тытӑннӑ. Кун пирки ҫынсем васкавлӑ службӑна 16 сехет те 16 минутра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.

Пушарнӑйсем тӳрех ҫитнӗ. Вырӑна район прокурорӗн ҫумӗ Артур Белов та пынӑ. 18 сехет ҫурӑ тӗлне полигонра унта-кунта ҫунакан вырӑнсем кӑна юлнӑ. Вӗсене тӑпрапа, шывпа сапнӑ.

Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерсе ҫӳп-ҫап купи мӗншӗн ҫунма тытӑннине палӑртать.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти "Байконур" микрорайонти Кӑкшӑм пӗви ҫывӑхӗнче хӑйне евӗр ӑмӑрту иртӗ. Унта хутшӑнакансем ҫӳп-ҫап пуҫтарса уншӑн балл илӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене парнесемпе хавхалантарӗҫ.

Конкурс "Таса вӑйӑ" ятлӑ. Унта хутшӑнас тесен 1-2 ҫынран тӑракан командӑна регистрацилемелле. Кӑкшӑм пӗвинчи ятарлӑ конкурса та хутшӑнма май пулӗ. "Крокодилсене тытни" ятлӑскерте пӗвере шинӑсем тытмалла.

Юлашкинчен вӗри апатпа хӑналӗҫ.

 

Республикӑра

Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхӗнче ҫӳп-ҫап купи пулнине кӑҫал ҫу уйӑхӗнче асӑрханӑ. Унта строительство ҫӳп-ҫапӗ купаланса выртнӑ.

Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 120 тӑваткал метр лаптӑка йышӑннӑ. Ҫӗрӗ вара ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ.

Ведомство Шупашкар район администрацине кун тӗлӗшпе асӑрхаттарнӑ. Авӑн уйӑхӗнче свалкӑна тасатнӑ, ҫӗр лаптӑкне усӑ курма юрӑхлӑ тунӑ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

«Таса вӑйӑсем» квест-вӑййа Шупашкарти 60 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем «Солнечный», «Ясная поляна» микрорайонсем ҫывӑхӗнчи вӑрманта ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ.

Унта хутшӑнакансем артефактсен конкурсӗнче тупӑшнӑ, куншӑн балсене тивӗҫнӗ. 60 ытла ҫын 78 михӗ уйӑрнӑ ҫӳп-ҫап, 103 михӗ хутӑш ҫӳп-ҫап, 13 покрышка, 6 батарейка, пысӑк ҫӳп-ҫап пухнӑ. Пӗтӗмпе – 1,3 ытла тонна.

«ЭКО-ЛЕВИКИ» команда ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ, иккӗмӗш вырӑнта – «Шупашкар замесӗ», виҫҫӗмӗш вырӑна «Химик-энтузиастсем» тивӗҫнӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне тухӑҫлӑ пулӗ. Йышӑнусем хӑвӑрт тӑватӑр, кӑткӑс лару-тӑруран та тухатӑр, уйрӑмах — харпӑр пурнӑҫра. Хӑюлӑха, иккӗленӳсӗр ӗҫлеме пӗлнине кӑтартатӑр. Эрне пуҫламӑшӗнче сывлӑха тимлӗх уйӑрмалла, ытлашши ӗҫлемелле мар.

Ҫу, 14

1880
146
Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ.
1919
107
Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ.
1938
88
Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
49
Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та