Сӗнтӗрвӑрри районӗчи Карапаш ялӗнче ҫӳп-ҫап тиесе кайма килнӗ ятарлӑ техника кюветра чӑмнӑ. Водитель кун пирки «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ.
Ялта ҫула юртан лайӑх тасатман, вӑл шуҫлак, хӑйӑр та сапман. Ҫавна май машина кювета чӑмнӑ. Водитель тепӗр ик сехетрен кӑна тухайнӑ. Ӑна вырӑнти халӑх пулӑшнӑ. Вӑл малтан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ патне шӑнкӑравласа трактор яма ыйтнӑ. Анчах хурав пулман, трактор ҫитмен.
Водитель кунашкал пӑтӑрмаха пӗрре мар лекнӗ-мӗн. Юр вӑйлӑ ҫунӑ чухне вӑл Хуракасси ялӗнче те кӗрсе ларнӑ. Ун чухне ӑна полицейскисем пулӑшнӑ.
Нумаях пулмасть республикӑра ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн ялсенче пурӑнакансем те, хулара тӗпленнисем те пӗр хак тӳлеме пуҫларӗҫ. Ҫӗнӗлӗх сахал мар калаҫтарать, уйрӑмах – ял ҫыннисене. Унта квитанцисем килеҫҫӗ, ҫӳп-ҫап пӑрахмалли вырӑн вара халӗ те ҫук. Чылай ҫӗрте ҫӳп-ҫапа тиесе те каймаҫҫӗ. Мӗншӗн ял ҫыннин хулари ҫынпа пӗр тан тӳлемелле? Ялта пурӑнакансем хут таврашне ҫунтараҫҫӗ, ҫимӗҫ юлашкисене тислӗк купи ҫине пӑрахаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа, кашни кун тухса пемешкӗн ҫӳп-ҫап та ҫук.
ЧР Элтеперӗ Михаи Игнатьев та ҫак ҫитменлӗхе асӑрханӑ: чылай ял «ҫӳп-ҫап реформине» кӗтсе илме хатӗр мар, чылай ҫӗрте контейнерсем ҫук. Элтепер район пуҫлӑхӗсене ҫулталӑк вӗҫӗччен ҫак ыйтӑва татса пама хушнӑ.
ЧР Строитесльвто министерствине вара ялсенче пурӑнакан ҫынсем валли тӳлеве пӑхса тухма ыйтнӑ. Элтепер шухӑшӗпе, халӑхран мӗн чухлӗ ҫӳп-ҫап илсе тухнине шута илмелле.
«Ҫӳп-ҫап реформи» пурнӑҫа кӗнӗ-ха, анчах ҫӳп-ҫапа ялсенчен илсе тухас ӗҫ пур ҫӗрте те йӗркеленсе ҫитеймен. «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Кавал – манӑн пӗчӗк Тӑван ҫӗршыв» ушкӑнра ялта ҫӳп-ҫап сапаланса выртнине сӑн ӳкерсе лартнӑ. Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗнче ӑпӑр-тапӑра пухма контейнер ҫук.
Вырӑнти администраци ҫӳп-ҫап пухмалли вырӑна палӑртнӑ, анчах контейнер лартман. Ҫынсем ӑпӑр-тапӑра ҫав вырӑна ҫӗр ҫине купаласа хунӑ. Анчах ҫиллӗ ҫанталӑкра ял тӑрӑх ҫӳп-ҫап вӗҫет.
Етӗрне хулинче вара урӑхла лару-тӑру – администраци контейнерсем илсе килнӗ, анчах вӗсене кутӑн май лартнӑ.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗнчен пуҫласа «Экоцентр» ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн ҫын пуҫне 74,44 пус тӳлемелле. Кӑҫалтан ку хак ӳснӗ: 75 тенкӗ те 70 пус.
Юпа уйӑхӗнчен пуҫласа пурте ҫӳп-ҫап тиесе кайнӑшӑн уйӑхсерен ҫын пуҫне 74,44 тенкӗ тӳлени пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫитес ҫултан Чӑваш Енре ку хак ӳсессе пӗлтереҫҫӗ.
Ку ыйтӑва правительство ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. 2019 ҫулта НДС ставки ӳснӗрен ҫӳп-ҫап ыйтӑвне те пӑхса тухнӑ. Ҫитес ҫултан Чӑваш Енре пурӑнакансен уйӑхсерен 75,70 тенкӗ тӳлеме тивӗ.
Аса илтерер: ҫӳп-ҫап тӑкнӑшӑн ялта пурӑнакансем те халӗ укҫа кӑларса хураҫҫӗ. Михаил Игнатьев ял ҫыннисем валли хака тепӗр хутчен пӑхса тухмалли пирки пӗлтернӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫӳп-ҫапӑн чылай пайне ҫунтараҫҫӗ, ҫӗртеҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫӳп-ҫапшӑн килнӗ квитанцисене халӑхӑн 40 проценчӗ кӑна тӳленӗ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑра пурӑнакансем ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн укҫа тӳлеме пуҫларӗҫ. Аса илтерер: ку тӳлев 1 ҫын пуҫне 74,44 тенкӗпе танлашать. Ку ҫӗнӗлӗх чылай ҫынна тавлаштарнӑ. Ара, чылай ялта ҫӳп-ҫапа пӗмешкӗн контейнер та ҫук-ҫке.
Контейнер лартман пулсан укҫа тӳлемелле мар, кун пек чухне ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн акт тумалла та ӑна регионти оператора памалла. Лешӗ куншӑн перерасчет тӑвать. Кун пирки «Экоцентр» МВК» тулли мар яваплӑ общество пӗлтерет.
Тӗрӗссипе, ку реформа пирки чылай маларах калаҫма пуҫланӑ. Апла пулин те пур ял тӑрӑхӗ те хатӗрленсе ҫитеймен, ялсенче контейнерсем лартман. Вырӑнти пуҫлӑхсен халӑхпа пуху ирттермелле, унта контейнер лартса ҫӳп-ҫапа хӑш вырӑна пӑрахассине татса памалла пулнӑ.
Регионти оператор пӗлтернӗ тӑрӑх, 291 ял тӑрӑхӗнчен 171-шӗ кӑна кун пирки сведени панӑ. Етӗрне, Ҫӗрпӳ, Канаш, Вӑрмар, Муркаш, Куславкка районӗсем васкамаҫҫӗ-мӗн.
«Килти ҫӳп-ҫапа та пӗлсе пуҫтарма пулать. Елчӗксем вара ку ӗҫе йӗркелесе ҫитереймен-ха. Пуҫтаракан организаципе килӗшӳ тунӑ ҫынсем тул ҫутӑлсанах ҫӳп-ҫап витрисене, хутаҫӗсене, миххисене урама кӑларса хураҫҫӗ, мӗншӗн тесен ятарлӑ урнӑсем, контейнерсем ҫук. Вӗсем вара ҫынсем пурӑнакан ҫуртсем, лавккасем умӗнче темиҫе сехет выртаҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра унта йытӑсем, чӑхсем чакаланаҫҫӗ, хутаҫсене тустараҫҫӗ, сапалаҫҫӗ, ҫӳп-ҫап урам тӑрӑх вӗҫет. Хӑш чух машина килменни те пулать. Ун чухне урамра хутаҫсемпе михӗсем 1-2 кун та выртаҫҫӗ», — пӗлтерчӗҫ паян Чӑваш халӑх сайтне вӑл тӑрӑхрисем.
«Ҫӳп-ҫап пуҫтаракан организаципе килӗшӳ туманнисенчен те укҫа сӑптӑрас тесе шутланӑ. Ҫак сӑлтавпа ял тӑрӑхӗнче список тунӑ: ҫуртра миҫе ҫын пропискӑра тӑрать, ҫавсенчен кашнинчен укҫа пуҫтармалла», — тенӗ ҫырура. Юлашкинчен калани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ҫакна уҫӑмлатмаллах тесе шухӑшлать. Ҫӳп-ҫапшӑн ҫын шутне кура укҫа пухасси ҫӗршывӗпех йӑлана кӗчӗ. Ку вӑл Елчӗкри йышӑну мар.
Ҫӳп-ҫап контейнерӗсем пулсан аванни каламасӑрах паллӑ. Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче те контейнерсем ҫук.
Етӗрне районӗнче тасатмалли сооруженисем ҫывӑхӗнче санкцилемен свалка ҫуннине «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» депутачӗ Игорь Молюков видео ӳкернӗ. Ҫулӑм самаях алхаснӑ, унта МЧС ӗҫченӗсене те чӗннӗ.
Тасатмалли сооруженисем ҫывӑхӗнче щит ҫакӑнса тӑрать, унта ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳп-ҫап тӑкма юрамасть». Куншӑн штраф тӳлеттереҫҫӗ. Анчах щит ҫине ҫырни ҫӳп-ҫап килсе тӑкма чӑрмантарман пулмалла – ӑпӑр-тапӑр купипех.
Свалка патӗнче ятарлӑ техника, икӗ трактор пулнӑ. Вӗсем ҫӳп-ҫап лайӑхрах ҫунтӑр тесе ӑна купаланӑ. Етӗрне район администрацийӗ «Про Город» хаҫата ку лару-тӑру пирки комментари пама хирӗҫленӗ.
Ҫӗмӗрле хулинче Мичурин урамӗнчи 3-мӗш тата 5-мӗш ҫуртсен умӗнче, Уруков урамӗнчи 24-мӗш ҫурт патӗнче, Крупская тата Хмельницкий урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта, Пролетари урамӗнчи 5-мӗш ҫуртпа «Асамат кӗперӗ» ача пахчи хушшинче ҫӳп-ҫап аплипех купаланса выртать. Хула пасарӗ те таса мар. Кун пирки «Чебоксары24» (чӑв. «Шупашкар24») тетел хыпарлать.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн хастарӗ Асхат Махмутов палӑртнӑ тӑрӑх, вырӑнти тӳре-шаран паянах ҫирӗп мерӑсем йышӑнмалла. Чи малтанах вӗсен ӑпӑр-тапӑра тиесе кӑларттармалла, йӗркене малашне кам пӑснине палӑртмашкӑн сӑн фиксацийӗн хатӗрӗсене вырнаҫтармалла, халӑхпа тӗл пулса ҫавӑн пирки калаҫмалла.
Кунсӑр пуҫне унччен ЯХПК пулнӑ лаптӑкра та купи-купипех ҫӳп-ҫап йӑваланса выртать. Халӑх фрончӗн хастарӗсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫак ӗҫе хуларан ӑпӑр-тапӑр турттарса тухакан компани саккуна пӑсса тунӑ.
«Тӗплӗ тасату» проект авторӗ Владимир Михайлов фирма ӑптӑр-каптӑра ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр ҫине тӑкни пирки каланӑ. Куншӑн вӗсене штрафланӑ, апла пулин те ҫӗре ҫӗрекен ӑпӑр-тапӑртан тасатса пӗтермен-ха.
Шупашкар районӗнчи Ӑстакасси ҫывӑхӗнчи вӑрманта срокран тухнӑ эмелсен купине тухни пирки чылай калаҫрӗҫ. Телее, ҫав купана тӗп тунӑ ӗнтӗ.
Анчах халӗ халӑха урӑххи пӑшӑрхантарать: эмел купи хыҫҫӑн юлнӑ ҫӳп-ҫапа мӗншӗн пуҫтарман? Ара, юнашарах юханшыв пур, ялти ачасем унта килсе выляма та пултараҫҫӗ.
Ҫав ҫӳп-ҫап темиҫе уйӑх ӗнтӗ выртать. Инҫех мар ӗнесене ҫитереҫҫӗ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ҫӳп-ҫапа тӗп тума палӑртнӑ иккен. Анчах ӗҫе тума кансӗрлекен сӑлтав пур. Ҫумӑр пӗрмай ҫунӑран вӑрман патне машинӑпа пыма ҫук-мӗн.
Шупашкарта уҫҫӑнах ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ. Пластик, йывӑҫ, хутаҫ тата ытти япала мӑкӑрланнӑ.
Ку Атӑл леш енче, Сосновкӑра, пулнӑ. Палӑртмалла: вӑл Шупашкар хула территорине кӗрет. Унта легаллӑ полигон ҫук. Унта ҫӳп-ҫапа лицензисӗр ҫунтараҫҫӗ. Тӗп хулара та санкцилемен свалкӑсене тупса палӑртнине асӑнса хӑвармалла.
Тӗслӗхрен, пӗлтӗр коммунальщиксем Автозаправка проездӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ. Ун чухне ку лару-тӑрӑва полици, прокуратура тӗпченӗ. Халӗ ӗҫе суд пӑхса тухать.
Сосновкӑра ҫӳп-ҫапа лицензисӗр ҫунтаракансене мӗн кӗтни хальлӗхе паллӑ мар. Халӑх вара Экологи ҫулталӑкӗнче поселокри ҫак ҫивӗч ыйту татӑласса, влаҫ пӑрӑнмасса шанать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |