Шупашкар хула администрацийӗ ӗнер Шупашкарти Питуккасси ҫӳп-ҫапне пӗтермешкӗн старт панӑ. Ӑна тӗп тумашкӑн 354,5 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап купине икӗ тапхӑрпа пӗтерӗҫ. Ку ҫӳп-ҫап купи хула ҫыннисемшӗн 50 ҫул ытла ӗҫленӗ. Малтан рельеф, дренаж сапас планировка тӗлӗшпе техника ыйтӑвӗсене татса парӗҫ.
Иккӗмӗш тапхӑрта полигона тӑмпа, тӑпрапа витӗҫ, нумай ҫул ӳсекен курӑк акӗҫ.
Сӑмах май, ҫӳп-ҫап купине 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хупнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗнӗ полигон ӗҫлеме пуҫланӑ. Ку Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансене витӗм кӳнӗ: ҫӳп-ҫапа илсе тухнӑшӑн укҫа ытларах тӳлеттерме тытӑннӑ. Нарӑс уйӑхӗнче те ку тӳлев ӳсӗ.
Шупашкар районӗнче каллех ҫӳп-ҫап купи ҫунать. Кун пирки Ирина ятлӑ ҫын «Про Город» редакцине пӗлтернӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чантӑр ялӗ патӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнӗ мӑкӑрланма тытӑннӑ. Ирина ҫав вӑхӑтра Шупашкарти Чапаев савучӗ патӗнчен Чантӑр еннелле ҫул тытнӑ. Тӗтӗм курсан сисчӗвленнӗ вӑл. Малтанах уй ҫунать е пушар тухнӑ тесе шухӑшланӑ. Каяш купи мӑкӑрланнине курсан пушарнӑйсене шӑнкӑравланӑ. Инҫех мар вырнаҫнӑ пӗвере ҫынсем ним пулман пекех шыва кӗнӗ.
Пушарнӑйсем патне ҫӳп-ҫап ҫунни пирки 20 сехет те 53 минутра хыпар ҫитнӗ. Вӗсем тӳрех вырӑна тухнӑ. Пушара вӗсем нумай алхасма паман — тӳрех сӳнтернӗ.
Комсомольски районӗнче пурӑнакансем «Халӑх ревизорне» Григорий Данилова ҫӑхав янӑ. Ҫынсене экологи ыйтӑвӗ пӑшӑрхантарать. Вӗсем ҫуртсен ҫывӑхӗнче купаланнӑ свалкӑна пуҫтарма ыйтаҫҫӗ. Унта ҫӳп-ҫап кӑна мар, чӗрчун виллисем те выртаҫҫӗ-мӗн.
Свалка ҫывӑхӗнче шӑршӑ тӑрать. Ҫитменнине, ӑпӑр-тапӑр ҫывӑхри юханшыва кӗрет.
Шупашкарта пурӑнакан Виталий Жернаков каланӑ тӑрӑх, Комсомольски ялне кӗнӗ ҫӗрте ирӗк ыйтмасӑр йӗркеленӗ ҫуп-ҫап купи тӳрех куҫа тӑрӑнать. Унта темӗн те пӗр тӑкаҫҫӗ. «2014 ҫулта республика ку свалкӑна пӗтермешкӗн укҫа-тенкӗ уйӑрмаллаччӗ. Анчах икӗ ҫул иртрӗ — нимӗн те улшӑнмарӗ», — тенӗ Виталий.
«Халӑх фрончӗ» Григорий Данилов вырӑна тухнӑ. Вӑл ҫынсемпе курнӑҫнӑ, район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе калаҫма хӑтланнӑ. Анчах Алексей Самаркин калаҫас темен, ыйтусене хуравламан. Пуҫлӑх видеокамерӑна илме каланӑ, полицие чӗннӗ те ӗҫ пӳлӗмӗнчен тухса тарнӑ.
Мускава йӗкехӳресем «тапӑнаҫҫӗ». Кун пирки Роспотребнадзорӑн Мускаври управленийӗ пӗлтерет. Тӗп хулари тӗп санитар тухтӑр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа йӗкехӳре ҫынна тапӑннӑ 179 тӗслӗхе шута илнӗ. Сӑмах — ҫыртни пирки.
Тӳре-шара ҫулталӑк вӗҫлениччен хулана йӗкехӳресенчен хӑтарма палӑртнӑ. Малтан Мускавра кашни ҫын пуҫне пӗрер йӗкехӳре пулнӑ тӑк — халӗ, ахӑртнех, нумайрах. Хулара 12–15 миллион кӑшлакан ҫак чӗрчун пулнине палӑртаҫҫӗ. Анчах вӗсене пурте кураймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем путвалсенче, коммуникацисенче тата ытти ҫӗрте пурӑнаҫҫӗ.
Йӗкехӳре ҫыншӑн тата чӗрчуншӑн сиенлӗ чир-чӗре сарма пултарать. Чи тӗлӗнмелли — йӗкехӳрен аталанмалли майсене ҫын хӑйех туса парать. Ҫӳп-ҫап, ӑна пӑрахмалли вырӑнсем — йӑлтах вӗсемшӗн меллӗ. Йӗкехӳре тӑранса пурӑнмалли вырӑнсене сахаллатсан ҫак чӗрчун йышӗ те чакать.
Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен тытӑнса Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ял тӑрӑхӗнче тавралӑха тасатассипе уйӑхлӑх ирттерессине пӗлтернӗ. «Кӗркунне пуҫтарса хӑварсан ҫуркунне ҫӑмӑлтарах пулӗ», — теҫҫӗ вӑл тӑрӑхрисем.
Ӗнер аслӑ елчӗксем тавралӑха тирпейлеме тухнӑ. Унта вырӑнти ял тӑрӑхӗнче ӗҫлекенсем, культурӑра тӑрӑшакансем хутшӑннӑ. Вӗсем ҫӑва территорине пуҫтарнӑ. Шалтине кӑна мар, тулаш енчен те. Йӗри-тавралли ҫӳп-ҫапа пухса вӗсем тиесе кайнӑ. Ляпун вӑрманне такамсем йӑлари хытӑ каяша пырса тӑкнине пуҫтарса тасатнӑ.
Сӑнсем (6)
Экологи хӑрушсӑрлӑхне хирӗҫле тӗллевпе республикӑн ҫутҫанталӑк министерстви акци ирттернӗ. Ют чӗлхерен кӗнӗ селфи сӑмах фотоавтопортрет тенине пӗлтерет.
Ҫӳп-ҫапа хирӗҫ акцие йӗркелекенсем пӗр-пӗр ҫӗрте ҫӳп-ҫап купаланса выртнине курсан ӑна ӳкерсе илсе министерствӑн электрон адресӗпе ярса пама ыйтнӑччӗ. Акци пӗр уйӑх тӑсӑлнӑ вӑхӑтра ҫынсем пурӗ 120 ытла сӑнӳкерчӗк ҫитернӗ. Фотосем саккуна пӑсса йӗркеленӗ 51 ҫӳп-ҫап вырӑнне тупса палӑртма пулӑшнӑ. Вӗсенчен ҫуррине халех пӗтернӗ ӗнтӗ. Ыттисене тавралӑха тирпейлемелли кӗрхи шӑматкунлӑх вӑхӑтӗнче пуҫтарма палӑртаҫҫӗ.
Акцие шкул ачисемпе студенстем уйрӑмах хастар хутшӑннӑ. Районсенче вара пуҫару ушкӑнӗсем те йӗркеленӗ. Вӗсем экологи тӗпчевӗсене тухса ҫӳренӗ.
Акцие хутшӑннисене пурне те «Сӑрҫум» заповедникӑн ҫутҫанталӑк музейне экскурсие илсе кайма палӑртнӑ.
Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗ ҫумӗнче Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗн (хула шутне кӗрет) гараж кооперативӗ пур. Ялпа гаражсем хушшинче вара Петёк ҫырми ятлӑ тарӑн ҫырма вырнаҫнӑ. Хулапа Шупашкар районӗн чикки шӑп та лӑп ҫав ҫырма варрипе иртет — гаражсем енчи Шупашкарӑн шутланать, тепӗр енчи — ялӑн.
Ялти халӑх тарӑн ҫырмана ҫуп-ҫап пӑрахасси — тахҫанхи йӑла. Ку вӗсен шухӑшӗпе пӗрре ҫырмана ҫурасран сыхлать, тепре ӑна тултарать. Ҫавӑнпа та пӗр-пӗр ялӑн ҫырминче ҫӳп-ҫап купине асӑрхамасан тӗрӗнмелли кӑна юлать. Анчах хальхи вӑхӑтра йӑла каяшӗ самай нумайланса кайнӑран унашкал купасем ял сӑнне пӗрре те илем кӳмеҫҫӗ (хӑш-пӗр ялта эп вӗсене урам варринчех асӑрхаса), ҫавӑнпах ӗнтӗ пуҫлӑхсем вӗсене ҫӗрпе хуплаттараҫҫӗ, ял халӑхне ҫӳп-ҫап контейнерӗсемпе усӑ курма вӗрентеҫҫӗ.
Хайхи Лапсар ялӗ ҫумӗнчи Петёк ҫырми те ҫӳп-ҫап пӑрахмалли вырӑн пулса тӑнӑ. Ӗлӗкех вӑл самай тарӑн пулнӑ теҫҫӗ. Петёксем ял хӗррине куҫса лариччен ячӗ те урӑхла пулнӑ — Чӑркаш ҫырми (ун урлӑ ҫуммӑн вырнаҫнӑ Чӑркаш ялне каҫнӑ). 1980-мӗш ҫулсенче ял хӗрринче гаражсем ӳсме тытӑннӑ.
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗччен Раҫҫейре Экологи харушсӑрлӑхӗнчен хӳтӗленмелли кунсем иртеҫҫӗ. Ҫак акципе килӗшӳллӗн Чӑваш Енри тӳре-шара «Селфи ҫӳп-ҫапа хирӗҫ» акци пуҫарнӑ.
Тӳре-шара ҫак мероприятие чылай ҫын хутшанасса шанать. Ара, сӑн ӳкрӗнме кӑмӑллакан нумай-ҫке. Акцие хутшӑнмашкӑн вара йывӑр мар. Хӑвна кӗсье телефонӗ е фотоаппарат ҫине ҫӳп-ҫап купи патӗнче ӳкермелле. Сӑнӳкерчӗке ЧР Ҫутҫанталӑк министерствинче кӑтартнӑ e-mail ҫине ямалла. Ҫырура телефон номерне, сӑна ӑҫта ӳкернине палӑртмалла.
Акци йӗркелӳҫисем каланӑ тӑрӑх, чи хастаррисем «Сӑрҫи» заповедникӑн ҫутҫанталӑк музейне экскурсие кайса курӗҫ.
Сӑмах май, селфи — хӑвна хӑв фотоаппарат е кӗсье телефонӗ ҫине сӑн ӳкерни.
Камӑн мӗн шухӑш пулӗ те, Шупашкарти ломбардсенчен пӗрин директорӗ вара ҫӳп-ҫап контейнерӗ ҫуккишӗн пӑшӑрханнӑ. Хӑй укҫасӑр ҫын мар пулсан та туянма хытнӑ курӑнать — пӗҫертме шут тытнӑ. Хайхискер авӑнӑн 23-мӗшӗнчен Шупашкар районӗнчи Юртукассине тухса вӗҫтерет. Контейнера ҫурӑм хыҫне ҫакса килейместӗн-ҫке — 1 000 тенкӗ тӳлесе машина тытать. Тара тытнӑ машина хуҫипе, вӑл та яваплӑ должноҫре тар тӑкаканскер пулнӑ, контейнера тиесе килеҫҫӗ те вӑрра кайма шут тытнӑ ҫыннӑн суту-илӳ павильонӗ умне лартса хураҫҫӗ.
Уй куҫлӑ та вӑрман хӑлхаллӑ тесе ахальтен каламан пуль ҫав чӑваш. Ҫӳп-ҫап контейнерӗ ҫӗтнине ял халӑхӗ часах асӑрхать. Унтан та ытларах — тиесе кайнине асӑрхакан та тупӑннӑ.
Контейнер вӑрланӑ 28-ти арҫыннӑн халь суд тенкелӗ ҫине ларма тивӗ. Ют пурлӑха, ӑна Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ял тӑрӑхӗ 4950 тенкӗ парса илнӗ, вӑрланӑ пирки айӑплава ҫирӗплетсе Шупашкар район прокуратури ӗҫе суда ярса панӑ.
Мӗнпур уяв пӗр вӗҫӗмсӗр тӑсӑлма пултараймасть. Ҫавӑнпа та Шупашкар хула кунӗн уявне паллӑ тума килекенсем ир еннелле ирексӗрех килсем тӑрӑх саланма тытӑнчӗҫ. Уяв вӗҫленни вӗсен кӑмӑлӗсенче палӑрми салху хӑварчӗ. Хула кӳлмекӗ таврашӗнче тасалӑх кӳрекенсем валли вара уяв вӗҫӗ 750 кубометр ҫӳп-ҫап хӑварнӑ.
Официаллӑ кӑтартусемпе килешӳллӗн хула кунне паллӑ тума пурӗ 71 750 ҫын пуҫтарӑннӑ. Ятарлӑ ӗҫченсем вара хула кӳлмекӗнче тасалӑх кӳрессипе ирчченех, тӑхтавсӑрах ӗҫленӗ. Талӑк хушшинче уяв хыҫҫӑн хула урамӗсенчен 750 кубометр хытӑ каяша тиесе кайнӑ. Ирхи 4 сехетсем тӗлнелле хулан пысӑк пайӗ ҫӳп-ҫапран тасалса ҫитнӗ.
Коммуналлӑ хуҫалӑх службисем тирпей илем кӳрессипе хастар ӗҫленӗшӗн Шупашкар хула администрацийӗ вӗсене тав тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |