Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнче Виҫпӳрт ялӗ ҫывӑхӗнче строительство ҫӳп-ҫап купине тупнӑ. Унта тимӗр бетон конструкцийӗсем, кивӗ асфальт катӑкӗсем выртнӑ. Пӗтӗмпе - 1260 тӑваткал метр ҫинче.
Свалка ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем ҫинче. Россельхознадзор ҫӗр хуҫине асӑрхаттару панӑ, ӑна рекультиваци тума сӗннӗ.
Ҫӗр хуҫи строительство ҫӳп-ҫапне илсе тухнӑ, рекультиваци тумалли проект хатӗрлеме заявка хӑварнӑ.