Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: «Таса сывлӑш» экотехнопарк хута ярасшӑн

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Софья Савнеш 20.05.2020 17:16 | 494 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш Енре «Таса сывлӑш» экотехнопарк тӑвасшӑн. Кластер йышши экотехнопарк пирки, чӑннипе, 2018 ҫултах калаҫма тытӑннӑ. Халӗ ку тӗллевпе федераци хыснинчен укҫа уйӑрӗҫ.

Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти промышленноҫ зонинче тата Шупашкар агломерацийӗнче вырнаҫӗ. Унӑн йышне халӗ ӗҫлекен «Управление отходами» АУ /ҫӳп-ҫап уйӑрать/ кӗрӗ. Проектпа килӗшӳллӗн, резин, полиэтилен япаласене, пленкӑна, йывӑҫ каяшӗсене, Tetra Pak упаковкӑсене тепӗр хутчен хута ярасшӑн. Вӗсенчен тротуар тата мачча плиткисем, ӑшӑ тытакан хатӗрсем, полимер тарӑсем тата ытти япала туса кӑларасшӑн.

Ку проект 2020-2024 ҫулсенче Чӑваш Енри социаллӑ экономикӑна аталантармалли проекта кӗнӗ. Раҫҫей правительстви кун вали ака уйӑхӗнче 5 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ, ҫак укҫан пӗр пайӗ шӑпах экотехнопарк тунӑ ҫӗре кайӗ.

#укҫа-тенкӗ, #ҫӳп-ҫап, #проектсем, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

100-мӗш троллейбус тӑкак нумай кӳнӗ
2020, 02, 17
Юр ирӗлтерекен станци проектне тӑвасшӑн
2020, 02, 27
Спорта аталантарма тата 414 млн тенкӗ уйӑрӗҫ
2020, 02, 27
Тата тепӗр стройорганизаци панкрута тухнӑ
2020, 03, 24
Ултавҫӑсене миллионшар ытла тенкӗ куҫарса панӑ
2020, 05, 02

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org