Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне, федерацин тата регионсен патшалӑх органӗсен сайтне кӗнишӗн укҫа тӳлеме тивмӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, уншӑн трафик катӑлмӗ. Ҫакӑн пирки ҫыхӑнӑвӑн тӗп операторӗсемпе ҫӗршыв шайӗнче калаҫса татӑлнӑ.
Раҫҫейӗн Цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнӑвӑн тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршыв шайӗнче сайтсен «шурӑ списокне» хатӗрленӗ. Унта Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗ, Раҫҫей Президенчӗн тата Правительствин, РФ Федераци пухӑвӗн икӗ палатин тата федерацин ӗҫ тӑвакан органӗсен тата ҫавӑн пекех 85 регионти правительство сайчӗсем кӗнӗ. Регионсенчи министерствӑсен тата департаменчӗсен сайчӗсене те трафика пӗтермесӗр кӗме май килӗ.
Чӑваш Енӗн Стройминӗ йӑлари хытӑ каяша турттармалли ҫӗнӗ виҫене ҫирӗплетнӗ. Хуласемпе хула йышши поселоксенче пӗр ҫын пуҫне ҫав виҫе 1,97 кубла метрпа танлашӗ, ялсенче — 1,57 кубла метрпа. Маларах вӑл пур ҫулталӑкра 2,02 кубла метрпа танлашнӑ.
Йӑлари хытӑ каяша турттарнӑшӑн кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртен 30-мӗшӗччен Улатӑрта, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Куславккара, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗрпӳре, Етӗрнере, Буинск, Вӑрнарта, Йӗпреҫре, Вӑрмарта, Кӳкеҫре пурӑнакансем кашни ҫын пуҫне уйӑхсерен 63,15 тенкӗ тӳлӗҫ.
Ялсенче пурӑнакансене 47,56 тенкӗшер тӳлеттерӗҫ.
Пӗлтӗр хула ҫыннисем уйӑхсерен кашни ҫын пуҫне 76 тенкӗ те 76 пус тӑкакланнӑ, ял ҫыннисен 61 тенкӗ те 56 пус кӑларса хума тивнӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансен дисконт картти евӗр карттӑ пулӗ. Вӑл епле пулса пӗтессине, карттӑна камсене парассине хальлӗхе тытса калаймӑпӑр. Мускавра, ав, ун пекки лавккасенче, ытти хӑш-пӗр пулӑшупа усӑ курнӑ чух сахалрах тӳлеме май парать.
«Карта жителя Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикинче пурӑнаканӑн картти) проекта пурнӑҫласси ҫинчен калакан хушӑва республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин паян, кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Паянах ведомствӑсем хушшинчи ӗҫ ушкӑнне йӗркеленӗ. Вӑл список самаях пысӑк. Комиссие Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Михаил Анисимов ертсе пырать. Йӗркелӳпе техника ӗҫ-хӗлӗшӗн те асӑннӑ ҫак министерство яваплӑ.
Хастар ҫынсен пӗр ушкӑнӗ чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвне ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑл пулӑшнипе текстсене чӑвашларан вырӑсла, вырӑсларан чӑвашла куҫарма пулать. Сайт http://translate.chv.su адреспа вырнаҫнӑ. Машина куҫарӑвне юлашки вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ нейрон алгоритмӗ ҫине таянса йӗркеленӗ.
Чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвне хатӗрлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, проект хальлӗхе альфа-тест мелпе ӗҫлет. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна хальлӗхе 100 проценчӗпех ӗҫлеттерсе ярайман-ха. Кӑлтӑк тупӑнсан ытлашши хурласа пӗтерме васкар мар. Ӳлӗмрен текстсен пахалӑхӗ те лайӑхланӗ, куҫару хӑвӑртлӑхӗ те. Сайта практика тӗслӗхӗсене пухас тӗллевпе ӗҫлеттерсе янӑ. Машина куҫарӑвӗн авторӗсем куҫарусене хаклама тата тӳрлетнӗ текстне пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвӗн пахалӑхне 24 BLEU шайпа танлаштараҫҫӗ. BLEU — куҫару шайне хакламалли виҫе. Вӑл 0-рен пуҫласа 100 таран пулать. 100 пӗтӗмпех пӗр килекен куҫару тенине пӗлтерет, 70 — профессилле куҫаруҫӑсемпе танлашни. Google тата Яндекс сайтсенче вырӑсларан акӑлчанла куҫарнине 35 BLEU шайӗнче хаклаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвӗ, ав, халех — 24 BLEU.
Республикӑри онкологи диспансерӗн патологоанатоми уйрӑмне хальхи йышши сканер килнӗ. Вӑл гистологие тӗрӗслет.
Хальхи вӑхӑтри цифра сканерне телемедицина консультацийӗсене инҫет пулӑшу мелӗпе кӳнӗ чухне усӑ курӗҫ. Ҫакӑ пациентшӑн меллӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Гистологи материалне илнӗ кантӑксене маларах федерацин онкологи центрӗсене курьер урлӑ ӑсатнӑ иккен. Халӗ ун пек илсе ҫӳреме тивмӗ.
Усал шыҫӑ мӗнрен тӑнине тӗп-тӗрӗс пӗлни онкологи диагнозне тӗрӗс палӑртма май парать иккен. Апла пулсан ҫакӑ чирлӗ ҫынна епле сиплессине витӗм кӳрет. Пульницӑн патологоанатоми уйрӑмӗн заведующийӗ Евгений Москвичев каланӑ тӑрӑх, шыҫӑ мӗнлине кура ҫынна е хими терапийӗпе, е пайӑрка терапийӗпе, е хирурги мелӗпе, е комплекслӑ мелпе сиплеҫҫӗ.
Шупашкар хулинче тарӑнлатнӑ контейнерсем вырнаҫтарнӑ. Пур ҫӗрте те мар. «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта.
«Ҫӗнӗ хула» микрорайона чи технологилле район тесе хаклани ытахальтен мар. Ҫапларах пӗтӗмлетнӗ ҫӗнӗ йышши контейнерсем лартнине Шупашкар хула администрацийӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче.
Ҫӗнӗ йышши контейнер вырнаҫтармалли лаптӑксене «ИСКО-Ч» строительство компанийӗ йӗркеленӗ. «Новый город» (чӑв. Ҫӗнӗ хула) управляющи компанире унчченхи контейнер лапамӗсем илемсӗртерех тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Йӑлари каяш ҫилпе айккинелле сапаланать. Финсен Molok компанийӗн технологийӗ ку енчен вара лайӑх тесе хакланӑ. Ӑна суйличчен управляющи компани ытти ҫӗршыври опыта тишкернӗ.
Контейнерсенчен пӗрине «йӗпе» каяша пӑрахмалла тӑвӗҫ, теприне — типӗ япаласене (хут, кантӑк, пластик тата ытти те).
Чӑваш Енри ҫул ҫинчи пӑра ирӗлтерекен реагента ҫынсӑр-мӗнсӗр сапакан хатӗр вырнаҫтарнӑ. Ун пекки пирӗн республикӑра халиччен пулман. Ятарлӑ комплекс ҫул тӑрӑмне хӑй тӗллӗн палӑртӗ, ҫав шутра — пӑрлак хулӑнӑшне те.
Аса илтерер: Сӑр юханшывӗ патне пыма тунӑ эстакадӑна (вӑл Етӗрне хули ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ) раштавӑн 13-мӗшӗнче уҫассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Шӑпах ҫавӑнта ҫӗнӗ йышши меслете хута янӑ та. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне «Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Лира Нурсаитова пӗлтерчӗ.
Эстакада урлӑ машинӑсене унччен палӑртнинчен чылай маларах ҫӳреттермелле тунӑ. Мӗнпур ӗҫе предприяти 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен туса пӗтерме палӑртнӑччӗ.
Шупашкар хулинче автомашинӑсен хуҫисене хӗллехи йӗрке ҫине куҫарнӑ. Ҫакна эпир республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пресс-служби хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Хӑш-пӗр урамра ҫул-йӗр правилисене ҫӗннисене вырнаҫтарнӑ. Вӗсем автомашинӑсен чарӑнма тата транспорта лартса хума юраманнине кӑтартаҫҫӗ. Эвакуаторсем ӗҫленине асӑрхаттараканнисем те пур. Тепӗр майлӑ каласан, автомобиле ҫул айккине лартма юрамӗ. Юр тасатакан машинӑна кансӗрлекен транспорта штраф стоянкине тиесе кайӗҫ.
Асӑрхаттару паллисене пурӗ 99 вырӑнта вырнаҫтарнӑ. Ятарлӑ парковка ҫук тӗлте машинӑсене ирхи 9 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен лартса хӑварма юрамӗ.
Шупашкарти кӗперсем ҫинче машинӑсен сехетре 40 километр хӑвӑртлӑхпа каҫмалла.
Ҫывӑх вӑхӑтра, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа, Чӑваш Енӗн Наци телекуравне Раҫҫейӗн общество телекуравӗ (ОТР) трансляцилеме тытӑнӗ. Кунӗпех мар тата пӗтӗм передачӑна мар. Ҫапах та аван.
Регионсенчи телеканалсене 21-мӗш кнопка парасси пирки унчченех калаҫатчӗҫ. Чӑваш Енре ҫав кнопкӑна Наци телекуравӗ тивӗҫнӗ. Ӑна цифра эфирӗнче уйрӑммӑн кӑтартмӗҫ. ОТР кӑларӑмсене кунне икӗ хутчен трансляцилӗ. Пӗрре — ирхине: 6 сехетрен пуҫласа 7 сехетчен, тепре — каҫхине: 18 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен.
Чӑваш Енӗн Информполитика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн общество телекуравӗ регионсенчи телеканалсене кунсерен 5 сехет таран уйӑрӗ. Пирӗн республикӑра — 2 сехет. Наци телекуравӗ ОТР эфирӗнче ҫӗнӗ хыпарсемпе информаципе тишкерӳ программисене кӑтартма палӑртать.
Цифра эфирне улшӑну кӗртнӗ май чӳк уйӑхӗн 21 тата 22-мӗшӗсенче специалистсем ятарлӑ ӗҫсем туса ирттерӗҫ. Ҫавна май цифра телекуравне, тен, ҫӗнӗрен йӗркелеме те тивӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8-800-220-20-02.
Чӑваш Енри тӳре-шара патне people@cap.ru электрон адреспа малашне ҫыру яраймӑн. Ҫакна ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ҫынсен ҫырӑвӗсемпе ӗҫлекен пайрисем уйрӑм ҫын пирки пӗлтерме юраманни ҫинчен калакан саккунпа сӑлтавлаҫҫӗ.
Ҫапах та ҫыру ҫырма малашне те май килӗ. Апла пулсан, евитлеме, ыйтса ҫырма, пӑшӑрхантараканнине пӗлтерме чармӗҫ. Электрон ыйтусене интерактивлӑ йышӑну пӳлӗмӗ урлӑ ӑсатмалла. Вӑл ҫак адреспа вырнаҫнӑ.
Электрон ҫырусене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин, мӗнпур министерствӑна ӑсатма май пур.
Маларах эпир кӑтартнӑ каҫӑпа иртсен, сӑмах май каласан, районсемпе хуласен администрацийӗсене те ҫыру яма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |