Шупашкар хулинче тарӑнлатнӑ контейнерсем вырнаҫтарнӑ. Пур ҫӗрте те мар. «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта.
«Ҫӗнӗ хула» микрорайона чи технологилле район тесе хаклани ытахальтен мар. Ҫапларах пӗтӗмлетнӗ ҫӗнӗ йышши контейнерсем лартнине Шупашкар хула администрацийӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче.
Ҫӗнӗ йышши контейнер вырнаҫтармалли лаптӑксене «ИСКО-Ч» строительство компанийӗ йӗркеленӗ. «Новый город» (чӑв. Ҫӗнӗ хула) управляющи компанире унчченхи контейнер лапамӗсем илемсӗртерех тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Йӑлари каяш ҫилпе айккинелле сапаланать. Финсен Molok компанийӗн технологийӗ ку енчен вара лайӑх тесе хакланӑ. Ӑна суйличчен управляющи компани ытти ҫӗршыври опыта тишкернӗ.
Контейнерсенчен пӗрине «йӗпе» каяша пӑрахмалла тӑвӗҫ, теприне — типӗ япаласене (хут, кантӑк, пластик тата ытти те).