Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи валли машшин куҫарӑвне ӗҫлеттерсе янӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 24.12.2019 12:57 | 1591 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Хастар ҫынсен пӗр ушкӑнӗ чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвне ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑл пулӑшнипе текстсене чӑвашларан вырӑсла, вырӑсларан чӑвашла куҫарма пулать. Сайт http://translate.chv.su адреспа вырнаҫнӑ. Машина куҫарӑвне юлашки вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ нейрон алгоритмӗ ҫине таянса йӗркеленӗ.

Чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвне хатӗрлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, проект хальлӗхе альфа-тест мелпе ӗҫлет. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна хальлӗхе 100 проценчӗпех ӗҫлеттерсе ярайман-ха. Кӑлтӑк тупӑнсан ытлашши хурласа пӗтерме васкар мар. Ӳлӗмрен текстсен пахалӑхӗ те лайӑхланӗ, куҫару хӑвӑртлӑхӗ те. Сайта практика тӗслӗхӗсене пухас тӗллевпе ӗҫлеттерсе янӑ. Машина куҫарӑвӗн авторӗсем куҫарусене хаклама тата тӳрлетнӗ текстне пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

Чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвӗн пахалӑхне 24 BLEU шайпа танлаштараҫҫӗ. BLEU — куҫару шайне хакламалли виҫе. Вӑл 0-рен пуҫласа 100 таран пулать. 100 пӗтӗмпех пӗр килекен куҫару тенине пӗлтерет, 70 — профессилле куҫаруҫӑсемпе танлашни. Google тата Яндекс сайтсенче вырӑсларан акӑлчанла куҫарнине 35 BLEU шайӗнче хаклаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвӗ, ав, халех — 24 BLEU.

Чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвне ӗҫлеттерсе янӑ хастарсен йышӗнче — Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Николай Плотников (вӑл — проект ертӳҫи, сайта йӗркелекенӗ, сервера администрацилекенни, текстсене сканерлаканни); «Яндекс» тытӑмӑн шырав пайӗн ӗҫченӗ, Чӑваш Енре ҫуралнӑ Александр Антонов (чӑвашла-вырӑсла тата вырӑсла-чӑвашла куҫарӑва нейрон алгоритмне тӗпе хурса вӗрентекенӗ, чӑвашла тата вырӑсла текстсен мӑшӑрӗсене хатӗрлекенӗ); чӑваш тексчӗсене сканерланӑ хыҫҫӑн корректура йӑнӑшӗсене тӳрлетекенӗсем: Светлана Трофимова, Алина Иванова, Эрбина Портнова, Оксана Антонова тата ыттисем. Хӑш-пӗр текста авторсем хӑйсем панӑ, вӗсен хушшинче — Владислав Николаев, Галина Матвеева.

#ҫӗнӗлӗх, #тӗнче тетелӗ, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://translate.chv.su
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Микулай Павловски // 5326.5.3484
2019.12.25 16:56
Маттурсем, паттӑрсем!
Анонимла // 3916.24.8788
2019.12.26 11:12
Маттурсем-ха. Тӳрлетнӗ хыҫҫӑн та ҫав сӑмах ҫӗнӗрен йӑнӑшпах тухать. Тӳрлетнине мӗнле ҫирӗплетмелле?
пӗр ҫынни // 9368.2.4748
2019.12.27 00:52
Чӑваш чӗлхине куҫару кирлӗ-и?
Çавсӑрӑн лайӑхрăх. Пирӗн чӗлхе никам та ӑнланаймасть, ҫавӑнпа ӗнтӗ пирӗн калаҫÿсем ют халӑхнӗ шифр пек пулаҫҫӗ.
Вара каласан унта пӗтӗм куҫарусем питӗ начар куҫараҫҫӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем