
Паян Шупашкарти темиҫе организаци-учреждение бомба хунӑ сӑмахпа ура ҫине тӑратнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсе ӗлкӗрнӗччӗ. Маларах вӑл хыпара автор шанмасӑртарах йышӑнни сисӗнетчӗ пулсан, халӗ сӑмах-юмах чӑн пулни тӳрре килнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Бомба хунӑ тесе 10 сехет те 50 минутран пуҫласа 12 сехет те 10 минутчен «Звездный», «Восточный», «Рябинка», «Эльбрус», «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗсене, «Атӑл», «Ибис», «Раҫҫей», «Чӑваш Ен» хӑна ҫурчӗсене, «Центральный» универмага, Шупашкар хула администрацине, республикӑн тӗп хулин Мускав район судне шӑнкӑравланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн оперативлӑ мӗнпур тытӑм ура ҫине тӑнӑ. Турра шӗкӗр, бомба тупӑнман. Маларах асӑннӑ ҫуртсен таврашне халӗ те тимлӗн сӑнаҫҫӗ.

Етӗрне районӗнчи прокуратура вӑл тӑрӑхра нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре епле тытса тӑнине тӗрӗсленӗ.
Ҫурт-йӗр пурӑнакансемшӗн хӑрушсӑр, меллӗ пулмалли каламасӑрах паллӑ тейӗн. Яваплисем пӗрех мӗнпур ҫак условие пӑхӑнса кайманни унта та кунта тӗл пулать. Етӗрне районӗнчи «Ядринжилремсервис» предприяти те тивӗҫе кирлӗ пек пурнӑҫласа ҫитерейменни палӑрнӑ. Сӑмахран, алӑксем ыррӑн хупӑнман, ытти кӑлтӑк та ҫиеле хухнӑ.
Нумай хваттерлӗ 92 ҫурта тытса тӑракан тулли мар яваплӑ обществӑна ӗҫлесе ҫитерейменшӗн прокуратура административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Хута вӑл Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцине ярса панӑ. Унтисем прокуратурӑпа килӗшнӗ, предприятие 4 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Республика прокуратури общество кӑлтӑка пӗтернине те хыпарлать.

Вӑрмар район администрацийӗн специалистӗнче ӗҫлекен ҫамрӑк хӗрарӑма улталанӑшӑн айӑпласшӑн. 28 ҫулта ҫеҫ пулин те ҫакскер кукӑр-макӑр та пӑрӑнӑҫ ҫулпа кайма шут тытнӑ. Ют ҫыншӑн мар, асламӑшӗшӗн (тен, кукамӑшӗшӗн-ши... Чӑваш Енӗн пресс-служби «бабушка» тенӗ те).
Ҫамрӑкки ваттине юхӑнакан ҫуртра пурӑннӑ пек туса хваттер ыйтӑвне лайӑхлатма пулӑшнӑ. Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫывӑх ҫынни ҫапла майпа кӗҫех виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерлӗ пулнӑ. Ҫапла хӑтланса Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ял тӑрӑхне 1 миллион та 300 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Килшӗн тӑрӑшакан специалист тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратура пӑхса тухса суда ярса панӑ. Кунпах ҫырлахасшӑн мар-ха пакунлисем: хваттере муниципалитета партарасшӑн.

Паян Улатӑр, Пӑрачкав, Канаш, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел тата Комсомольски районӗсенчи 224 ялта пурӑнакансем ҫутӑсӑр юлнӑ. Электроэнерги нушине Тутарстанри 7 районта та туйса илнӗ. Тавар турттаракан пуйӑс пӗр вырӑнта 11 минутлӑха чарӑнса ларни те паллӑ.
Анчах, Турра шӗкӗр, инкеклӗ лару-тӑру ҫынсене вӑрах вӑхӑт канӑҫсӑрлантарман. Кӗске вӑхӑтлӑх пӑтӑрмах Шупашкарти гидроэлектростанцире пӑсӑлнипе ҫыхӑннӑ. Яваплисем кӑлтӑка ҫийӗнчех сирнӗ. Ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 52 минутра ҫутӑ пама тытӑннӑ.
Пӑтӑрмахлӑ лару-тӑру самантлӑх сиксе тухнине Чӑваш Ен Элтеперне те пӗлтернӗ. Михаил Игнатьев паян Мускавра ӗҫлӗ командировкӑра пулин те телефонпа ку ыйтӑва яваплисемпе сӳтсе явнӑ. Кун пирки Элтеперӗн пресс-служби республикӑри влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтерет.

«Кӗркунне хӑй вӑхӑчӗпе ҫитрӗ. Урамра сивӗ те нӳрӗ. Капла ҫанталӑк урамра пурӑнакансемшӗн уйрӑмах сисӗмлӗ», — тесе ҫырать Фейсбукра Олеся Руссакова, Шупашкарта пурӑнакан виҫӗ ача амӑшӗ тата журналист. Унтан вӑл Шупашкарти Калинин урамӗнчи 91-мӗш ҫурт патӗнчи нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртсе ӑшӑнакан килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсен пурнӑҫне сӑнлакан ӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ.
Ҫапла, вӗсен те пурӑнмалла. Анчах юнашарах ача пахчи, кафе, лавккасем иккен. Тата ҫав ҫуртра пурӑнакансене ҫӗнӗ кӳршӗсемпе ҫума-ҫумӑн пурӑнма еплерех-ши? Шӑпах ҫакӑн пирки пуҫ ватать хӗрарӑм.
Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑррисем никама та кирлӗ мар тенипе килӗшме йывӑр. Мӗншӗн тесен вӗсем валли ятарлӑ приют пур. Унта пыракансене ҫӗр каҫма ирӗк параҫҫӗ. Ҫухалнӑ хутсене туса парсан ӗҫе вырнаҫма пулӑшаҫҫӗ. Анчах, мӗн тӑвас, теприсем ҫӗр тӗрлӗ сӑлтав тупса урам тӑрӑх ҫапӑнса ҫӳреме кӑмӑллаҫҫӗ. Килсӗррисем хушшинче тӗрмере пӗрре кӑна мар ларнисем те пур. Ӗҫе вырнаҫма вӗсене ҫӑмӑл мар. Вӑт ҫапла кун кунласа ҫӗр каҫаҫҫӗ мӗскӗнсем...

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Отделфинстрой» предприяти пуҫлӑхӗпе Алексей Мурыгинпа тӗл пулнӑ. Унта Шупашкарти микрорайонсене илемлетессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тишкернӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев асӑннӑ компание тивӗҫлӗ объектсем хута янӑшӑн ырланӑ. «Радужный», «Премьер» тата «Олимп» проектсем Шупашкарта чи пысӑккисем шутланаҫҫӗ. Вӗсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 670 пин тӑваткал метр йышӑнать. Ҫурт-йӗре халӑх хапӑл тусах туянать тесе каланӑ Элтепер.
Алексей Мурыгин вӗсен организацийӗ кӑҫал 25 пин тӑваткал метр ҫур-йӗр хута янине пӗлтернӗ. 2017 ҫулта планпа 35 пин тӑваткал метр ҫурт хӑпартма палӑртнӑ. 2018 ҫул валли предприятире тата та ытларах тӗллев лартаҫҫӗ.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ калаҫҫӗ, кам мӗнле ҫырас тет — ҫапла ҫырать: чӳрече те, кантӑк та; вырӑсла ҫак сӑмах — окно. Хӑшӗ тӗрӗсрех-ши? Xӑшӗ мӗне пӗлтерет-ши?
Ӗлӗк-авал, кӗленче таврашӗ ҫукрах чухне, чӑвашсем хайсен пӳрчӗсене ҫутӑ кӗтӗр тесе, касса тунӑ вырӑна вӑкӑр хӑмпи карнӑ. Ӑна карӑнтӑк тенӗ. Кайран, кӗленче кирлӗ таран тупӑнсан, карӑнтӑк вырӑнне кӗленче касса лартма тытӑннӑ та ӑна кантӑк тенӗ. Кантӑк лартнӑ ҫутӑ кӗмелли вырӑна чӳрече тенӗ. Эппин, чӳрече ятарласа пӗренене е хӑмана тепӗр чухне ҫӗрпӳртри хӑпартнӑ вырӑна ҫутӑ кӗме касса туни, вырӑсла — окно. Кантӑк — чӳречене лартма касса хатӗрленӗ кӗленче.

Питӗрти Шупашкар такӑрлӑкӗнче вырнаҫнӑ «Придворно-конюшенный госпиталь» (чӑв. Дворпа лаша витиллӗ госпиталь) культура эткерлӗхӗн объекчӗсен реестрне кӗнӗ.
Госпитале Роман Кузьмин архитектор проекчӗпе Пӗчӗк Лаша витин урамӗпе Грибоедов каналӗн ҫыран ҫумӗпе 1846–1857 ҫулсенче хӑпартнӑ.
Ҫак госпитальте Император картишӗн министерствин учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем сипленме пултарнӑ. 1917 ҫул хыҫҫӑн ҫак ҫуртра пульница уҫӑлнӑ. Халӗ вара кунта медицина центрӗ вырнаҫнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗри хваттерте парикмахерски уҫнӑ. Нумай хваттерлӗ ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче вырнаҫнӑ хваттере вӑл халӑха йӑлари пулӑшу кӳрекен заведение ҫавӑрнӑ. Апла тума, тӗрӗссипе, саккун чармасть-ха. Анчах ҫӑпатан кантри пур, япалан — йӗрки. Пурӑнмалли хваттере урӑх тӗллевпе усӑ курас тесен ятарлӑ хутсем хатӗрлемелле, тивӗҫлӗ органсене систермелле.
Ҫӗнӗ Шупашкарти хваттерте парикмахерски уҫнине унтисем республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине пӗлтернӗ. Тӳре-шара нумаях пулмасть тӗрӗслеме персе ҫитнӗ. Чӑн та, суя сӑмах е элек пулман ҫӑхав. 10-мӗш пиллӗкҫуллӑх урамӗнчи 66-мӗш ҫуртри пӗрремӗш хутри хваттере урамран тӳрех кӗмелле алӑк кассах парикмахерски туса хунӑ.
Пурӑнмалли ҫурта пурӑнмалла маррине куҫарнӑ пурлӑха кадастр учетне тӑратманнине пула ун хуҫи налукран пӑрӑннине палӑртнӑ. Кӑлтӑка пӗтерессипе тӳре-шара мера йышӑнма палӑртнӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарти стройкӑра 17-ри каччӑ вилнӗ. Ӗҫе вӑл вӑхӑтлӑх килӗшӳпе вырнаҫнӑ. Каччӑ балконти эвакуаци шӑтӑкне персе аннӑ. 9 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗскер ҫавӑнтах вилсе кайнӑ.
2000 ҫулта ҫуралнӑ яш Шупашкарти Хӗвелтухӑҫ районӗнчи стройкӑра ӗҫленӗ. 16 хутлӑ пурӑнмалли ҫурта хӑпартнӑ ҫӗрте вӑл пулӑшакан рабочи пулса тӑрӑшнӑ.
Производствдӑри инкек сӑлтавне халӗ тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсем ҫамрӑк рабочин ҫӳллӗ хутра ӗҫлеме ирӗк пулнипе пулманнине, ӗҫ вырӑнӗ хӑрушсӑрлӑх нормине тивӗҫтернине шута илӗҫ. Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцийӗн специалисчӗсем те стройкӑри тӑрӑма хак парӗҫ.
Строкӑри ӗҫ вилӗмпе вӗҫленнӗ инкек пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, халӗ тӗпчев малалла пырать.
