
Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче ҫӗнӗ шупашкарсем выҫӑ тытма шухӑшланӑ. Эрне ытла каннӑ вӑхӑтра ытла самӑрӑлса каясран шикленнипе мар, «Алза» строительство компанине тарӑхнипе вӗсен ҫилли тулса ҫитнӗ.
Выҫӑ тытасси пирки Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Ольга Чепрасовӑна хут ҫырса систернинчен 10 ҫынтан пуҫласа 40 ҫын таран ҫак акцие хутшӑнасси паллӑ. Апатсӑр ларма вӗсем раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тытӑнасшӑн та кӑрлачӑн 1-мӗшӗ таран ҫимесӗр чӑтасшӑн.
Выҫӑ тытма шухӑшланисем «Алза» тулли мар яваплӑ обществӑна хваттер тума тӳпене кӗрсе укҫа хывнӑ. Анчах ҫӑраҫҫи уҫҫине паян та алла илеймен.
Предприятие панкрута кӑларас ӗҫе Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ ҫитес ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пӑхса тухмалла. Строительство компанийӗ панкрут ӗҫне юридици сӑпачӗллӗ тата уйрӑм 7 ҫын кӗнӗ.

Канашра пурӑнакансем РФ Президентӗнчен пулӑшу ыйтасшӑн. Вӗсем хӑйсен чун ыратӑвне видео ӳкерсе Владимир Путина ярса панӑ.
Канашсем вырӑнти влаҫа шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ пайҫӑсемпе кӗрешменшӗн айӑплаҫҫӗ. Хӗвелтухӑҫ микрорайонӗнчи 26-мӗш ҫуртра пурӑнакансем йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ. 2014 ҫулта усламҫӑ вӗсене авариллӗ ҫуртра юсав ирттерме шантарнӑ. Вӑл ҫынсенчен 20 миллион тенкӗ пухнӑ. Халӗ усламҫӑ ӑҫта иккенне те пӗлмеҫҫӗ. Ҫынсем прокуратурӑна ҫитнӗ – усси ҫук. Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ пулин те ыйтса тӗпчемен, унӑн пурлӑхне арестлемен.
Ҫав ҫурт унччен общежити пулнӑ. Ӑна авариллисен йышне кӗртнӗ. Каярахпа ӑна усламҫа 16 миллион тенкӗпе сутса янӑ. Ку укҫана вӑл хуҫине паман, ҫынсенчен юсав валли тесе 20 миллион тенкӗ пухнӑ.

Иртнӗ эрнере, раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви административлӑ харӑсах икӗ объект хута янине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсе ӗлкӗрнӗччӗ-ха. Ҫӗнӗскерсене уҫнӑ ятпа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннӑ журналистсем унта ӗҫлеме те, спорт занятийӗсем валли те условисем пӑхса хӑварнине хыпарланӑччӗ.
Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ ҫӗре республикӑри тӗрлӗ тӳре-шара, ҫав шутра Чӑваш Ен Элтеперӗ те, хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев журналистсемпе сӑмах вакласа илнӗ чух «Правда ПФО» интернет-хаҫат журналисчӗ Александр Белов Федерацин хӑрушсӑрлӑх службине ҫӗнӗ ҫурт тума республика пулӑшмӗ-ши тесе кӑсӑкланнӑ.
«Ку ыйтӑва эпир сӳтсе явнӑ. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин управленийӗ валли ҫӗр уйӑрассине тишкереҫҫӗ. Вӗсен (ФХС — авт. асӑрхаттарӑвӗ) кивӗ ҫурт, вӗсене (хӑрушсӑрлӑх службинче ӗслекенсене — авт. асӑрхаттарӑвӗ) ҫӗнӗ услови кирлӗ», — хуравланӑ республика ертӳҫи Михаил Игнатьев.

Паян Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви административлӑ харӑсах икӗ объект хута янӑ. Пакунлисемшӗн савӑнӑҫлӑ уява ШӖМ ветеранӗсен канашне ертсе пыракан Михаил Киселев, республика Элтеперӗ Михаитл Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.
Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи кантурӗ ҫумӗнче 11 хутлӑ ҫӗнӗ ҫурт хута янӑ. Ку ӗҫе пурнӑҫласси вӑраха кайнӑ тесен те юрать: проектне вуна ҫула яхӑн маларахах хатӗрленӗ, строительствине 2014 ҫулта ҫеҫ пуҫарнӑ.
Тепӗр объект Шупашкарти Дзержинский урамӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна вӑхӑтӗнче наркотӗрӗслевҫӗсем валли хӑпартас шухӑш пулнӑ. Пилӗк хутлӑскер 427,6 миллион тенкӗ ытла ларнӑ. Унта йӗрке хуралҫисен темиҫе подразделенийӗ вырӑн тупӗ.

ЧР строительство министрӗ Владимир Михайлов Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Рудольф Селивановпа 5 тӑлӑха тата нумай ачаллӑ пӗр ҫемьене ҫӗнӗ хваттер уҫҫине панӑ. Ку – Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи парне тейӗн. Тӑлӑхсемпе ҫемье уява ҫӗнӗ хваттерте кӗтсе илӗҫ.
Викторовсем 5 ачана кун ҫути парнеленӗ. Вӗсем Ҫӑл Атӑк ялӗнче пурӑннӑ, халӗ Патӑрьеле ҫӗнӗ хваттере куҫӗҫ. Вӗсене патшалӑх виҫӗ пӳлӗмлӗ кӗтеспе тивӗҫтернӗ. Ҫемье пуҫӗ Сергей Викторов савӑнӑҫне палӑртнӑ: «Ачасем хӑйсем валли пӳлӗм, сӗтел-пукан суйларӗҫ. Хваттер панӑшӑн питӗ савӑнатпӑр».
Кӑҫал Патӑрьел районӗнче ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 11 тӑлӑх хваттер уҫҫине илнӗ. Ку тӗлӗшпе республика хыснинчен 10,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫитес ҫул 8,1 миллион тенкӗ парӗҫ, ку нумай ачаллӑ икӗ ҫемьене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерме кайӗ.
Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енре 145 тӑлӑх тата нумай ачаллӑ 13 ҫемье пурӑнмалли кӗтеслӗ пулнӑ.

Чӑваш Енре коммерцилле ҫурт-йӗре тара илме хакланӑ. Кунта сӑмахӑмӑр Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттер пирки пырать.
Аса илтерер, ҫӗршыв Президенчӗ 2002 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫынсене хаклӑ мар хӑтлӑ ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу пахалӑхне лайӑхлатасси ҫинчен указ кӑларнӑччӗ.
Ҫӗршыв ертӳҫин хушӑвне пурнӑҫласа 2008 ҫулта Чӑваш Енре Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондне йӗркеленӗччӗ. Ҫапла вара 2014 ҫулччен 2 пине яхӑн (тӗрӗсрех каласан, 1986) хваттер хута янӑччӗ. Унта коммерци мелӗпе тара кӗрӗшсе пурӑнакансем пӗр тӑваткал метршӑн 55 тенкӗ тӳлеҫҫӗ тата, паллах, коммуналлӑ пулӑшу тӑкакне саплаштараҫҫӗ.
Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра коммерци мелӗпе тара памалли тепӗр ҫурт хӑпартасшӑн. Анчах тара илекенсене пӗр тӑваткал метршӑн 200 тенкӗ тӳлеттересшӗн. Кунсӑр пуҫне унччен кӗрӗшсе пурӑнма пуҫланисен хакне те хӑпартасшӑн. Ҫитес ҫулхи плансемпе ӗнер иртнӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева паллаштарнӑ.
Сӑмах май, капла тӗллевӗллӗ хваттерте ҫулталӑкран кая мар пурӑнакансене хваттере туянма та ирӗк параҫҫӗ.

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри Шоссе урамӗнче пурӑнакансем хӑтсӑр хваттерте пурӑнса ывӑннипе «Правда ПФО» интернет-хаҫата ҫырнӑ.
Кӳкеҫӗн «элита районӗнче» пурӑнса та Шоссе урамӗнчи темиҫе ҫуртра тӗпленнӗ ҫынсем кӑмӑлсӑр. Элита район тесе вӗсем хӑйсем палӑртнӑ.
Ҫырура асӑннӑ ҫуртсем М-7 федераци трасси хӗррипе вырнаҫнӑ. Халӑха кӑмӑлсӑрлантаракан пӳртсенче газ, шыв, канализаци тата санузел ҫук. Ҫав ҫуртсенче пурӑнакансем апата газ баллонӗпе пӗҫереҫҫӗ.
Ҫуртсене ятарлӑ комисси темиҫе хут та хакланӑ, ҫапах пурӑнма юрӑхсӑр тесе йышӑнман.
Шоссе урамӗнчи 4-мӗш тата 14-мӗш ҫуртра пурӑнакансен правине хӳтӗлесе кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ иккен. Ведомствӑсем хушшинчи комисси йышӑнӑвне суд пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн тата тепре экспертиза ирттернӗ, ҫуртсене пурӑнма юрӑхсӑр тесе пӗрех йышӑнман-мӗн.

Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче хӑпартнӑ ҫуртра тӑлӑх ачасене хваттер уҫҫи панӑ. Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче юсанмалли колонирен тухнӑ каччӑ та унта пурӑнма тытӑнӗ. Ӑна та, тӑлӑха, хваттер уҫҫи панӑ.
Ҫамрӑк ҫынна колони ӗҫченӗсем хваттер илме пулӑшнӑ. Унӑн ашшӗ те, амашӗ те вилнӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн, каччӑна хваттер памалла пулнӑ. Йӗпле пралук леш енче ларнӑ чухне ӑна ку ыйтӑва татса пама 4-мӗш юсанмалли колони ӗҫченӗсем пулӑшнӑ.
«4-мӗш юсанмалли колони ӗҫченне Оксана Анатольевна Киселевӑна тав тӑвас килет. Вӑл мана хваттер илме пулӑшрӗ. Эпӗ пурӑнмалли кӗтес уҫҫине алла иличченех манпа пӗрле пулчӗ», - тенӗ нумаях пулмасть йӗплӗ пралук леш енчен тухнӑ С.

Сыктывкар хулинчи сройкӑра инкек пулнӑ. Унта Чӑваш Енри арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки «Про Город Сыктывкар» хаҫат хыпарлать.
Арҫын питӗ ҫамрӑк пулнӑ: 27 ҫулта ҫеҫ. Вӑл строитель пулнӑ-и е ҫук-и — хальлӗхе палӑртман.
Ку инкек раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхи 3 сехет те 45 минутра пулнӑ. Сыктывкарти «Орбита» микрорайонти стройкӑра чӑваш арҫынни 12-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӑл тӳрех пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Сыктывкарти васкавлӑ медпулӑшу станцийӗ ҫав арҫын Чӑваш Республикинчен пулнине пӗлтернӗ. Халӗ стройкӑра мӗн пулса иртнине тӗпӗ-йӗрӗпе уҫӑмлатаҫҫӗ.

Ӗнер пирӗн республикӑра тинех юр ҫуса кайрӗ. Кӑнтӑрла ӳкме пуҫланӑччӗ те паянхи ир тӗлне ун хулӑнӑшӗ вунӑ сантиметр таран ҫитнӗ теме пулать. Пӗрремӗш пысӑк юр хулари коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсемшӗн йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Ҫутҫанталӑк пулӑмӗ уйрӑмах канмалли кунсене лексен юра тасатасси тивӗҫлӗ шайра иртмест.
Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкар хулинчи лару-тӑрӑва сӑнаса тухнӑ хыҫҫӑн ҫапларах хак пама пултарать — ҫул тасалӑхӗшӗн яваплисем тӗпрен илсен хатӗр пулнӑ. Тӗп ҫулсене юртан тасатсах тӑраҫҫӗ, хуларан тухаканнисем кӑна тап-тасах мар. Вӑрнар ҫулӗн айӑккине, сӑмахран, тасатни курӑнмарӗ. Шупашкарта вара тротуарсене та тракторпа хырса тухнӑ. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫеҫ юр ашса ҫӳреме тивет. Канмалли кунсем пулин те чылай тирепейҫӗсем (дворниксем) хӑйсене шанса панӑ лаптӑксене юртан тасатнӑ.
RP5 портал тӑрӑх юр эрнипех ҫӑвӗ. Ырансене каҫхинелле ҫил вӑйланӗ, кассӑн-кассӑн ҫил хӑвӑртлӑхӗ 13 м/ҫ ҫитме пултарӗ. Ҫанталӑк ытларах пӗлӗтлӗ пулӗ, юнкун кӑна кӑшт уяртса илӗ.
