
Хваттер е ҫурт-йӗр туянас текенсем ку хыпаршӑн савӑнасси каламасӑрах паллӑ: кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта Чӑваш Енре ҫурт-йӗр хакӗ йӳнелнӗ.
Чӑвашстат цифрӑсене 2016 ҫулхи пӗрремӗш квартал вӗҫӗнчипе танлаштарса кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ ҫурт-йӗр хакӗ унчченхинчен 2,1 процент йӳнелнӗ, унччен пурӑнни — 4,4 процент.
2016 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталпа танлаштарсан иккӗмӗшле рынок шутланакан ҫурт-йӗр хакӗ 2,1 процент чакнӑ. Ҫапах та ҫӗннине туянма хакланнӑ. Виҫӗ уйӑх каяллахинчен кӑҫалхи кӑрлач–пуш уйӑхӗсенче ҫӗнӗ ҫуртра хваттер туянакансен 2,5 процент ытларах тӳлеме тивнӗ.
Ӑнланмалларах пултӑр тесе тӑваткал метр вӑтамран мӗн хак тӑнине те илсе кӑтартнӑ. Чӑвашстат пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, пӗрремӗш рынокри (тепӗр майлӑ каласан, ҫӗнӗ) ҫурт-йӗрӗн пӗр тӑваткал метрӗ вӑтамран 40 пин те 9 тенкӗ тӑнӑ. Иккӗмӗш рынокришӗн вӑтамран 38 пин те 235 тенкӗ ыйтнӑ.
Ҫӗнӗ ҫурт-йӗре илсен, элитлӑ шутланаканни ҫулталӑк каяллахинчен 9,2 процент йӳнелнӗ. Ӑна туянма кашни тӑваткал метршӑн вӑтамран 45 пин те 205 тенкӗ кӑларса хума тивнӗ. Лайӑхлатнӑ пахалӑхлӑ шутланаканни те йӳнелнӗ. Нумаях мар-ха: 1,6 процент.

Паян иртекен Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Ҫын правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Юрий Кручинин ҫынна хӳтӗлемен тӗслӗхсемпе паллаштарнӑ. Сӑмахӗ тӗрлӗ шайри тӳре-шарана тивнӗ.
Юрий Кручинин ҫынсене кивӗ тата ишӗлекен ҫуртсенчен ҫынсене куҫарас ыйту пирки те чарӑнса тӑнӑ. Вӑл сессире палӑртнӑ тӑрӑх, ку енӗпе кӑлтӑк ҫук мар. Сӑмахран, Вӑрнарта малтан Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен балансӗ ҫинче тӑнӑ ҫуртсем паян та никам балансӗ ҫинче те мар иккен. Кивелсе япӑхса кайнӑ ҫуртсене ишӗлекеннисен списокне те ҫавна пулах кӗртмен. Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ посёлокӗнчи Сӗнтӗрвӑрри урамӗнчи 12 «а» адреспа вырнаҫнӑ ҫуртра пурӑнакансене Ишлея ирӗксӗртен куҫарма хӑтланнине те аса илнӗ. Шупашкарта та пӑтӑрмахлӑ лару-тӑру сахал мар пулнӑ.

ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел районӗн прокуратури тӑлӑхӑн прависене хӳтӗленӗ. Ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 23 ҫулти каччӑна хваттер паман.
Тӑлӑха юлнӑ ачасене патшалӑх хваттерпе тивӗҫтерет. Ҫак каччӑ та хӑйне кӗтес парасса кӗтнӗ. Анчах пӑр вырӑнтан хускалман. Вӑл администрацие кайнӑ, анчах лешсем хваттер пама килӗшмен. Вӗсен укҫа ҫук имӗш. Ҫамрӑкскер прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ.
Прокурор Патӑрьел район администрацине тавӑҫпа тухнӑ. Ку тӗлӗшпе суд пулнӑ. Судра тӑлӑха хваттер памалла тесе йышӑннӑ.

Пӗлтӗрхи раштавӑн 14-мӗшенче Шупашкарти Максим Горький проспектӗнчи ҫуртсенчен пӗринче хӗрарӑм лифт шӑтӑкне кӗрсе ӳкнӗ.
Ҫынсене пӗр хутран теприне турттаракан хатӗр пӗрремӗшпе иккӗмӗш хут хушшинче ванса кайнӑ. Лифтра ҫав самантра пулнӑ 75 ҫулти хӗрарӑм хӑраса ӳкнипе алӑка уҫма хӑтланнӑ. Тӑрӑшни сая кайман. Анчах алӑкран тухнӑ чух вӑл лифт шӑтӑкне персе аннӑ. 2,5 метртан ӳкнӗскер пӗҫӗ шӑммине хуҫса пӑрахнӑ. Ку вӑл сывлӑха йывӑр сиен кӳни шутланать.
Инкеке лекнӗ хӗрарӑмшӑн электромеханика суд тӑвӗҫ. Пуҫиле ӗҫе нумаях пулмасть тӗпчесе пӗтернӗ. Шӑпах рабочи айӑплине палӑртнӑ та ун вӑхӑтӗнче. Лифт юрӑхсӑрри пирки ҫынсем унччен темиҫе хутчен те пӗлтернӗ иккен. Анчах электромонтер ним те туман имӗш.

Патшалӑх тӑлӑхсене хваттер парать. Анчах ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ хӑш-пӗр тӑлӑхӑн ӑна илес тесе самаях чупма тивет. Республикӑри хӑш-пӗр ялта ҫывӑх ҫыннисен ӑшшисӗр тӑрса юлнӑ ҫамрӑксене хӑлтӑр-халтӑр ҫуртра кӗтес панӑ тӗслӗх пӗрре мар пулнӑ.
Нумаях пулмасть Элӗк тӑрӑхӗнче пулма тӳр килчӗ. Сарӑ-хӗрлӗ тӗслӗ панель ҫурт таҫтанах курӑнса ларать. Ҫӗнӗ вӑл. Пӗлтӗр унта 5 тӑлӑх валли кӗтес уйӑрса панӑ. Пӗрне пӗрремӗш хутра лекнӗ. Шӑпах ҫав хваттерте пулса курма тӳр килчӗ те.
Кашни хваттерте ӑшӑтмалли газ колонки пур. Унашкалли лайӑх-ха, халӗ ҫынсем шӑпах ҫавӑн пеккине туянма тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах ку хваттерте ним савӑнмалли те ҫук. Хӗлле шӑнса вилмелле. Ӑшӑ радиаторӗ ҫумне хушма секцисем лартсан та сивӗ. Урайӗнче урана сивӗ ҫапать. Ара, аялта путвал-ҫке-ха. Ҫурта сивӗ шыв ҫеҫ кӗнӗрен унта ӑшӑ пӑрӑхӗсем ҫук. Эппин, путвал нимӗнпе те ӑшӑнмасть. Нӳрӗ пулнӑран вӗр ҫӗнӗ обойсем хӑмпӑланнӑ. Туалетпа ваннӑйне кӗрсен сивӗ пулнипе шӑл шаккама тытӑнатӑн. Унта — урамри пекех, вентиляцирен вӗрет. Ваннӑйра епле ҫӑвӑнмалла капла? Ҫитменнине, ҫак хваттере тивӗҫнӗ тӑлӑх хӗрӗн ачисем пӗчӗк.

Ҫӗрпӳ хулинчи Кӑнтӑр микрорайонта шкул тӑвакан генподрядчика палӑртмалли конкурс документацине вырӑнти тӳре-шара саккуна пӑсса йӗркеленӗ. Хутсем йӗркеллех маррине Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленине тулли мар яваплӑ икӗ общество: «Перспектива» тата «СтройКонсалтинг» — ҫӑхав шӑрҫаланӑ.
Хулара 1000 ача вӗренмелӗх шкул хӑпартма аукцион ирттермелле пулнӑ. Электронлӑ аукционта хатӗрленӗ чух РФ Контракт тытӑмӗ ҫинчен калакан саккунӑн 30-мӗш статйин 5-мӗш тата 6-мӗш пайӗсене пӑснӑ. Подрядчик хӑй те пӗчӗк усламҫӑ пулсан саккун тӑрӑх унӑн пӗчӗк усламҫӑсене е социаллӑ пӗлтерӗшлӗ коммерцилле мар организацисене субподрядчик евӗр явӑҫтармалла мар. Хутра ҫавна кӑтартман пулнӑ.
Пуҫламӑш хакпа килӗшмесӗр ҫырнине казначейсем тӗрӗслӗҫ — монополипе кӗрешекенсем ҫӑхава вӗсене ярса панӑ.

Паян, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче республикӑра пурӑнакансен сывлӑхне сыхлас ыйтусемпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗ иртнӗ. Унта ҫӑлкуҫри шыв пахалӑхӗ пирки те сӑмах пынӑ.
Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари мӗнпур шывран 93,49 проценчӗ нормӑна тивӗҫтерет. Ялта вара апла мар: 47,75 процент ҫеҫ. Чӑн та, хӑш-пӗр ҫӗрте шывран хурт тухать тенине те илтме тивет.
«Ял тӑрӑхӗсенче ҫынсем тӗрлӗ ҫӑлкуҫри шывпа усӑ кураҫҫӗ. Халӑх йышлӑн усӑ куракан вырӑнсене тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫитменлӗхсем пуррине тупса палӑртнӑ. Йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан ыйтупа муниципалитетсен тимлӗрех пулмалла», — асӑрхаттарнӑ Надежда Луговская.

Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнче шыв башни персе аннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсе ӗлкӗрчӗ. Аса илтерер, вӑл нумай хваттерлӗ 8 ҫурта шывпа тивӗҫтернӗ. Башньӑна 35 ҫул каяллах тунӑ. Маларахри хыпарта эпир Вӑрнар район администрацийӗ СУПН-1-17 управляющи компанийӗ 150 пин тенкӗлӗх насос илессине те асӑннӑччӗ.
Башня йӑтӑнса аннӑ хыҫҫӑн ҫынсем 8 ҫӑлкуҫран шыв ӑснӑ. Ирхине тата каҫхине пушар машини шыв кӳрсе килнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухнӑ хыҫҫӑн тӳре-шара васкавлӑн ларӑва пуҫтарӑннӑ. «Хыпар» хаҫат сайчӗ пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер ирпе Нурӑсри ҫынсен шыв нуши пӗтнӗ. Ырӑ хыпара нумай хутлӑ ҫуртсене тытса тӑракан «Март» ертӳлӗх (управляющи) компани директорӗ Геннадий Ильин пӗлтернӗ.

Шупашкарта ЧР тава тивӗҫлӗ архитекторӗпе Анатолий Орешниковпа сывпуллашаҫҫӗ. Вӑл — Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир чиркӗвӗн проекчӗн авторӗ. Анатолий Борисович Шупашкарти шыв управӗн аталану концепцине хатӗрленӗ ҫӗре те хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Анне палӑкне хатӗрленӗ ҫӗрте хӑйӗн тӳпине хывнӑ. Унӑн ӗҫне нумайӑшӗ пӗлет. Шупашкарти ют ҫӗршыв специалисчӗсен ҫурчӗ те унпах ҫыхӑннӑ. Мускав проспектӗнчи, Университет, Талвир, Лебедев урамӗсенчи ҫуртсем тӑрӑх та ӑна пӗлеҫҫӗ.
Анатолий Орешников пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 72 ҫулта пулнӑ. 1992–1995 ҫулсенче вӑл Шупашкарӑн тӗп архитекторӗ пулнӑ. Вӑл хулан генеральнӑй планне, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерессине хатӗрленӗ ҫӗре хутшӑннӑ.
Анатолий Орешниковпа пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра 11–12 сехетсенче сывпуллашаҫҫӗ.

Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурта 2015 ҫулта сӳтнӗччӗ. Япӑхса ишӗлме пуҫланине кура ӑна ватма тивнӗччӗ. Ун вырӑнне халӗ ҫӗннине хӑпартаҫҫӗ.
Ҫурта тӑвакан организаци ӗҫӗнче республикӑн надзор органӗсем нумаях пулмасть кӑлтӑк тупса палӑртнӑ. Тӗрӗслеве Чӑваш Ен прокуратури Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин ӗҫченӗсемпе пӗрле йӗркеленӗ. Надзор органӗн представителӗсем подрядчик строительство материалӗн пахалӑхне тӗрӗслесе тӑманнине асӑрханӑ. Хутсене ӗненсен, юлашки хутчен пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче хакланӑ. Ҫав вӑхӑтрах стройматериала кашни кунах кӳрсе килеҫҫӗ.
Пахалӑха тӗрӗслеме ӳркеннӗшӗн подряд организацийӗн тӗп инженерне асӑрхаттарнӑ.
