
Белгород облаҫӗнчи 10 ҫулти ача пилӗк шӑпӑрлана ҫӑлнӑ. Вӗсене пӗчӗкскер ҫунакан пӳртрен илсе тухнӑ. Вунӑ ҫулти хӗрача хӑтарнисем — унӑн виҫӗ шӑллӗпе икӗ йӑмӑкӗ.
Пушар тухнӑ пӳртре ҫемье ултӑ ачапа пурӑннӑ. Ҫурта газ кӗртмен пирки ӑна вутӑ хутса ӑшӑтнӑ. Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче ачасен амӑшӗ вӑрман касма кайнӑ. Ҫемьери аслӑ ачана, 10 ҫулти хӗр пӗрчӗке, кӗҫӗннисене пӑхма хушса хӑварнӑ. Кухньӑра пушар тухсан хӗрача ҫулӑма шыв сапса сӳнтерме пӑхнӑ. Ӗҫ тухманнине ӑнлансан вӑл шӑллӗ-йӑмӑкне ҫӑлма шут тытнӑ. Вӗсене вӑл чӳречерен, пӗрин хыҫҫӑн теприне, кӑларнӑ. Кантӑка вӑл аллипе ҫапса ватнӑ. Пурне те кӑларса пӗтернӗ вӑхӑтра ун патне кӳршисем чупса пынине асӑрханӑ. Ҫав самантра ача тӑн ҫухатнӑ.
Шел пулин те, ҫулӑмра пӳрт, сӗтел-пукан, япаласемпе хутсем кӗлленнӗ. Пушар электропӑралукран тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Ҫурт-йӗре регистрацилеменнисене ӳлӗмрен налук нумайрах тӳлеттерме тытӑнӗҫ. «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, налук виҫине кӑҫалтан ӳстерӗҫ. Унччен, калӑпӑр, ҫӗршӗн 4 пин налук тӳленисем (кунти тӗслӗх Мускав облаҫӗ пирки пырать) малашне 8 пин кӑларса хурӗҫ.
Паян Раҫҫейре уйрӑм ҫурт-йӗр валли 16 миллиона яхӑн гектар ҫӗр уйӑрнӑ иккен. Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫинче пӳрт хӑпартса лартнӑ, анчах ӑна регистрацилементен пурлӑх налукӗ хураймаҫҫӗ. Хыт-хура кашласа ларакан участоксем 5 миллиона яхӑн-мӗн.
Мускав облаҫӗн Пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви РФ Налук кодексне улшӑну кӗртме сӗнесшӗн: регистрацилемен пӳрт хуҫисене ҫӗр налукне пысӑклатнӑ коэффициентпа тӳлеттерме пуҫласшӑн. Кунта пахча тата дача ҫурчӗсене те кӗртме пултарӗҫ.

Вӑрнар тӑрӑхӗнчи тӳре-шарана Михаил Игнатьев Элтепер нумай ачаллисенчен тӑрӑхлатӑр тесе ятланӑ. Шӑмат кун хула тата район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоканашлу мелӗпе канашлу ирттернӗ. Унта ытти ыйтупа пӗрлех Тӗрӗслевпе шутлав палати Вӑрнар районӗнче тӳре-шара хысна укҫипе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ чух палӑртнӑ кӑлтӑка та сӳтсе явнӑ.
Ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре тӑракан пилӗк е ытларах ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх шучӗпе ҫурт лартса е хваттер туянса памалла. Вӑрнар тӑрӑхӗнче те ун пеккисем пур. Вӗсенчен пӗри валли район администрацийӗ хӑтсӑр ҫурт туяннӑ. Тӳре-шара чӗлхипе каласан, ҫав ҫурт муниципалитет контрактӗнче пӑхса хӑварнӑ требование тивӗҫтермен.
«Вӗсен пилӗк ача, эсир нумай ачаллӑ ҫемьерен тӑрӑхлас терӗр-им? Вӗсем ачасене воспитани параҫҫӗ. Сирӗн шутпа вӗсен стройкӑпа аппаланмалла-и? Нумай ачаллисене пур енлӗн пулӑшмалла, хушма йывӑрлӑх туса памалла мар! Ун пек лару-тӑру тек пулмалла мар» — хытах асӑрхаттарнӑ Элтепер район администрацийӗн пуҫлӑхне.

Патшалӑх ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерет. Ҫак кунсенче Шупашкарти темиҫе тӑлӑх хваттерлӗ пулӗ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗнче Шупашкарта 49 тӑлӑха хваттер уйӑрса парӗҫ. Мускав районӗнче 17 тӑлӑх ҫӗнӗ хваттер уҫҫине тивӗҫӗ. Вӗсем хитре, ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнма пуҫлӗҫ.
Алексей те кӗҫех ҫӗнӗ вырӑнта пурӑнма пуҫлӗ. Вӑл ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Амӑшӗ вилнӗ. Ашшӗне ашшӗн правинчен хӑтарнӑ. Алексее тата унӑн шӑллӗне тӑванӗсем ҫемьене илме килӗшмен, ҫавӑнпа вӗсем интернатра пурӑннӑ.
Алексей халӗ аслӑ пӗлӳ илет. Вӑл хваттер уйӑрса пани пирки пӗлсен питӗ савӑннӑ, хӗпӗртенипе куҫҫульленнӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Людмила Соломонова икӗ ачипе, вӗсенчен пӗри — сусӑр, урамра тӑрса юлма пултарнине, вӑл виҫҫӗмӗш ачине кӗтнине хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер, Людмилӑна хӑй вӑхӑтӗнче хула администрацийӗ хваттер панӑ. Анчах вӑл хваттер хӑйӗн балансӗ ҫинче тесе Шупашкарти 3997-мӗш ҫар чаҫӗ суда тавӑҫпа тухнӑ. Малтанхи инстанцири суд йышӑннӑ тӑрӑх, ҫемьен хваттертен тухса каймаллаччӗ. Суд администрацие ҫемьене урӑх ҫӗре куҫарма ыйтнӑ. Анчах Людмила Соломонова юсав ирттерме укҫа хывнӑ тесе турткалашма тытӑннӑ.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗн хваттер ыйтӑвне Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ пӑхса тухнӑ, сусӑр ача амӑшне кӑларса ямалла мар йышӑну кӑларнӑ.

Шупашкарти Граждан урамӗнчи ҫурт ишӗлсе анни пирки сайтра унчченех пӗлтернӗччӗ. Экспертсем вӑл мӗншӗн йӑтӑнса аннине палӑртнӑ. Кун пирки ЧР прокуратури хыпарлать.
Аса илтерер: хӑлха илтменнисен Пӗтӗм Раҫҫейри обществин пулнӑ ҫурт 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче йӑтӑнса аннӑ. Кун пирки тӗнче тетелӗнче хыпар тухсан прокуратура ҫакна тӗрӗслеме шухашланӑ.
Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ хутлӑ ҫурт никӗсе ҫирӗплетнӗ чухне проектировани тата производство ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне йӗркене пӑснине пула ишелнӗ. Ҫурта юсамашкӑн 2,8 миллион тенкӗ кирлӗ.
Тӗрӗслев материалӗсене следстви органне ярса панӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Шупашкарта ӑшӑ трасси ҫинче авари пулнӑ. Юсав ӗҫӗсем темиҫе сехет пыраҫҫӗ ӗнтӗ.
Паян Мичман урамӗпе Кривов урамӗ хӗресленекен вырӑнта ӑшӑ трасси ҫинче авари пулнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна пула 9,5 пин ҫын ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Хваттерсене пӑрӑхсем сивӗ. Ҫулпа вара машинӑсем иртсе ҫӳреймен.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков аварие пӗтерес тӗллевпе ӗҫлӗ комисси йӗркеленӗ. 17 сехетре вырӑна Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева тата Алексей Ладыков ҫитнӗ.
Ӑшӑ пӑрӑхӗсене ҫур ҫӗрччен йӗркене кӗртме шантарнӑ.

Малтанах 20 ҫулти хӗре Шупашкар хула администрацийӗ ҫурт-йӗр илмешкӗн документсене хатӗрлемелли пирки пӗлтернӗ. Анчах кайран тӑрук ку ӗҫе каярах хӑвармаллине каланӑ.
Анна Федорова, тӑлӑхскер, черетре 2013 ҫултанпа тӑрать. Хваттере кӗҫех куҫасси пирки ӑна кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Тепӗр эрнеренех халех ҫӗнӗ хваттер пулмассине пӗлтернӗ. Темӗнле постановленипе килӗшӳллӗн пурӑнмалли кӗтесӗн пӗр пайӗ администрацие куҫнине кӗскен ӑнлантарнӑ та телефона сӳнтернӗ.
Тепӗр тӑлӑхсем тавӑҫ ҫырса суда выляса илнӗ-мӗн. Ҫавӑнпа вӗсене хваттер памах тивнӗ. Пӗлтӗр ҫеҫ черете тӑнисем кӗтеслӗ пулса юлнӑ. Анна Федоровӑн вара хальлӗхе асламӑшӗпе тата унӑн икӗ мӑнукӗпе пурӑнма тивӗ. Хӗр хваттере кӑҫалах тивӗҫессе шантарнӑ-ха та…

2016 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталта Чӑваш Енре ҫурт-йӗр самаях йӳнелнӗ. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш тата иккӗмӗш рынокри хваттерсен хакӗсем чакнӑ.
Пӗлтӗрхи виҫҫӗмӗш кварталпа танлаштарсан, пӗр тӑваткалшӑн хак 300 тенкӗ йӳнелнӗ. Пӗрремӗш рынокра пӗр тӑваткал вӑтамран 38021 тенкӗ тӑрать. Иккӗмӗш рынокра вара — 39051 тенкӗ.
Ҫӗнӗ хваттерсен хакӗ 0,8 процент чакнӑ. Ыттисен вара 1,8 процент йӳнелнӗ. Халӗ тин хута янӑ ҫӗнӗ ҫуртра 37 тӑваткал метрлӑ хваттере вӑтамран 1 400 000 тенкӗпе илме пулать. Иккӗмӗш рынокри хваттер вара вӑтамран 1 500 000 тенкӗ тӑрать.

Канаш хули инкеке пула шывсӑр юлнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, пӑтӑрмахӗ кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Вӑл «Вӑтаел—Канаш» трасса ҫинче пӑрӑх шӑтнипе ҫыхӑннӑ. Хула администрацийӗн сайтӗнче йывӑр лару-тӑрӑва ӑнланма ыйтса ҫырнине те вырнаҫтарнӑччӗ. Хула шыва икӗ ҫӗртен илсе тӑрать иккен: «Высоковка – Канаш» тата «Вӑтаел – Канаш» пӑрӑхсемпе.
Хулари тӳре-шара паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ирхи 4 сехет те 10 минутра юсав ӗҫне вӗҫленӗ, 5 сехет те 30 минутра хулана шыв пама тытӑннӑ. Резервуарсенче шыв ҫителӗклӗ пухӑнсан ҫынсене шывпа тивӗҫтерме тытӑнмаллине каланӑ. Канаш хулинчи тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, кӑнтӑрлахи 12 сехетре халӑха шыв панӑ, апла пулсан лару-тӑру йӗркеленсе каймалла.
