
Канаш хула администрацийӗ унти ишӗлекен ҫуртсенчен пӗринче пурӑннӑ ҫынна ҫӗнӗ хваттере куҫарнӑ. Анчах хаваслӑн кӗрсе саркаланса пурӑнас вырӑнне ҫав этемӗн кӑмӑл хуҫмалли тупӑннӑ. Ҫӗн пӳрт ӗҫкипе рехетленмелле тейӗн, анчах хваттере газ кӗртмен пулнӑ.
Хӑйӗн правине пӑснӑ тесе шухӑшланипе ҫӗнӗ хваттер хуҫи вырӑнти прокуратурӑна ҫул тытнӑ. Надзор органӗ этем ахаль пӑшӑрханса ҫӳременнипе килӗшнӗ, Канаш хула администрацийӗн ӗҫе вӗҫне ҫитермеллине палӑртнӑ. Прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ ҫын газ яма укҫа тӳлесе тӑкакланнине хула хыснинчен шыраса илмелле тӑвас тесе судах тавӑҫпа ҫитнӗ. Тӳре ыйтӑва тивӗҫтернӗ — газ кӗртсе тӑкакланнине шыраса илмелле тунӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.

Иртнӗ эрне вӗҫӗнче пӑрачкавсемшӗн хӑйне евӗр паллӑ пулӑм пулнӑ. Ун чух вӑл тӑрӑхра газ участокӗ уҫнӑ. «Газпром газораспределения Чебоксары» акционерсен обществин Ҫӗмӗрлери уйрӑмӗ шутланакан участок унччен те ӗҫленӗ-ха. Анчах халӗ вӑл ҫӗнӗ ҫуртра хӑтлӑх тупнӑ. «Газпром межрегионгаз Чебоксары» тулли мар яваплӑ обществӑн пуҫлӑхӗ Кияметдин Мифтахутдинов Пӑрачкаври ӗҫтешӗсене тӑрӑшулӑхшӑн ырланӑ май ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ. Мероприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Вӑл та газовиксен тӑрӑшулӑхне палӑртнӑ.
Пӑрачкаври газ участокне уҫнӑ кун маларах асӑннӑ «Газпром газораспределения Чебоксары» предприятин сакӑр районти филиалне ҫӑмӑл урапа уҫҫисене тыттарнӑ. Ку вӑл газовиксен ӗҫне тата та ҫӑмӑллатӗ.

Шупашкарта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, халӗ пӗччен пурӑнакан ветерансен хваттерне юсанӑ. Ку тӗлӗшпе пӗтӗмпе ҫур миллион тенкӗ тӑкакланӑ.
Тӗп хулари Ленин районӗнче пӗччен пурӑнакан 11 ветеранӑн хваттерне тата ҫуртне ҫӗнетнӗ. Кашни адреспа юсав тата строительство ӗҫӗсен списокне хатӗрленӗ. Кашни хваттер валли 45 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Ӗҫсене ветерансен кӑмӑлне кура пурнӑҫланӑ. Пӗрисем ҫурт тӑррине улӑштарттарнӑ, теприсем сӑрлаттарнӑ. Хӑш-пӗр хваттерте пластик чӳрече лартнӑ, теприсем линолеум улӑштарма ыйтнӑ. Виҫҫӗмӗшӗсем обой ҫыпӑҫтарттарнӑ, мачча сӑрлаттарнӑ, пӳлӗм алӑкӗсене ларттарнӑ, радиаторсене е ваннӑна улӑштарттарнӑ.

Тӑлӑх ачасене патшалӑх май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать. Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта тӑлӑхсене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтермешкӗн хыснаран 61,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, федераци тата республика хыснинчен уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе ятарлӑ ҫурт фондӗнчен пурӑнмалли 30 кӗтес туяннӑ. Ҫавӑн пекех 48 ҫурт тумашкӑн укҫа уйӑрнӑ.
Кӑҫал пӗтӗмпе ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 127 ачана ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫак тӗлӗшпе 105,2 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Вӗсенчен 44,2 миллион тенки — федераци хыснинчен, тепӗр 61 миллион тенки — республика хыснинчен.

2003 ҫулта хӗрсене общежитире пӗр пӳлӗмре койка-вырӑн панӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн кӳрши качча тухса ҫемье ҫавӑрнӑ, икӗ ача ҫуратнӑ. Вӑл йывӑр чирпе нушаланни ҫиеле тухнӑ.
Кун пек чухне пӗр хваттерте пурӑнма юрамасть. Хӗре тата унӑн ҫемйине пӗр пӳлӗмлӗ хваттер панӑ. Анчах вӑл общежитирен куҫма хирӗҫ. Найм килӗшӗвне пӑрахӑҫланӑ пулсан та вӑл пӳлӗмрен каясшӑн мар.
Кӳрши прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Суд ҫемье ҫавӑрнӑ хӗрарӑма, туберкулезпа чирлӗскере, ҫемйипе пӗрле хваттере куҫарма йышӑннӑ. Анчах пӳлӗм уншӑн хваттертен хаклӑрах пулмалла.

Шупашкарти Кӑкшӑм микрорайонти лару-тӑру пирки эпир маларах ҫырнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, унти засыпушкӑсене тата кермен пек ҫуртсене чылайӑшӗ нимӗнле ирӗк илмесӗрех хӑпартса лартнӑ. Кайран ҫав тӑрӑхра нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр тума тытӑнсан вӑл тӑрӑхри засыпушкӑсене теприсем йӳнӗ хакпа васкаса туянни пирки те калаҫаҫҫӗ. Хваттере тӳлевсӗр кӗрсе ӳкес ӗмӗтлӗ ҫынсем — политика вӑййинче те меллӗ... (шашка ваййинчи кӳлепесенчен пӗрин ячӗпе каласшӑнччӗ те, кӳрентернӗн туйӑнӗ) этемсем.
Нумаях пулмасть ҫавсем Чӑваш Ен парламенчӗн депутачӗ Андрей Кулагин ертсе пынипе Мускавра пулнӑ. Шупашкартан тухса кайма йывӑр пулнӑ теҫҫӗ: автобус та ваннӑ, билет сутакан кассӑсем те хупӑ тӑнӑ имӗш. Ҫапах та ҫынсем Мускава кайнӑ, РФ Президенчӗн йышӑну пӳлӗмӗ умне Шупашкарта пурӑнакан 50 ҫын ҫитсе тӑнӑ. Унта вӗсем Кӑкшӑм микрорайонта нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр хӑпартакан пирки тата вырӑнти тӳре-шара пирки ҫӑхавланӑ.

«Вырӑнти хыснасен пурлӑх пайне тултарма хушма ҫӑлкуҫ шырасси муниципалитетсемшӗн актуаллӑ тӗллев шутланать», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитетӗнче. Ведомство тӗмсӗлнӗ тӑрӑх, укҫа ҫӑлкуҫӗнчен пӗри - вилнӗ ҫынсен куҫман пурлӑхне харпӑрлӑха илни.
Леш тӗнчене ӑсаннисен пурлӑхне вӗсен тӑван-пӗтенӗпе тупӑша-тупӑша илмӗҫ-ха. Эткерлӗхе хӑйсем ҫине ҫыртаракансем тупӑнмасан муниципалитетсем вилнисенчен юлнӑ пуянлӑха — ҫӗре, пӳрте — ял тата хула тӑрӑхӗсем ҫине куҫарма май пур. Хальхи вӑхӑтра республикӑра ун пек пурлӑха 2005 штук шута илнӗ, вӗсенчен 91 объекта муниципалитетсем харпӑрлӑха куҫарнӑ. Ҫӗнӗ хуҫасем вӑл пурлӑха аукционта сутма палӑртаҫҫӗ, кирлӗ пулсан нумай ачаллисене уйӑрса парӗҫ.

Пирӗн республикӑра кирпӗч чи ӑста хуракансем «Тус» предприятире ӗҫлеҫҫӗ.
«Лучший каменщик Чувашии — 2016» (чӑв. Чӑваш Енри кирпӗч чи лайӑх хуракан – 2016) конкурса республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви кирпӗч хуракансен сумне ӳстерес тӗллевпе йӗркеленине пӗлтерет.
Хальхи ӑмӑртӑва 7 организацинчи 10 звено хутшӑннӑ.
Тӳресем кирпӗч хуракансен ӗҫ калӑпӑшне кӑна мар, пахалӑхне те хакланӑ. Ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене епле пӑхӑннине те шута илнӗ.
Пуринчен ытла балл пухнисем — «Тус» обществӑн 124-мӗш строительствӑпа монтаж управленийӗнче тӑрӑшакан Ю.П. Катеровпа Ю.Н. Выросов. «СУ-Инкост» предприятири А.Г. Игнатьев тата Е.В. Линтроп иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. 3-мӗш стройтрестри А.В. Петрянкинпа Е.Л. Иванов Е.Л. — виҫҫӗмӗш.

Ҫитес уйӑхран хваттер укҫи хакланӗ. Ҫапла вара газшӑн та, шывшӑн та, ҫутӑшӑн та ытларах тӳлеме тытӑнӑпӑр.
Шупашкар хулине илес пулсан, ӑшӑшӑн тӳлесси кӗсьене мӗн чухлӗ ҫӳхетме тивесси ҫурта мӗнле компани ӑшӑпа тивӗҫтернинчен килет. «Т Плюс» хака 6,7% хӑпартӗ, «КТ» текенни — 4,4%.
Газ плитиллӗ кил хуҫисен ҫутӑ укҫине ҫитес уйӑхран 6,4% нумайрах тӳлеме тивӗ, электричество плитиллисен — 6,6%. Шывшӑн тата таса мар канализацишӗн хак тепӗр чӗрӗк чухлӗ ӳсмелле.
Тӳре-шара ҫынсене сахал тупӑшлисене субсиди парса пулӑшни пирки аса илтерет. Кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна республикӑн тӗп хулинче коммуналлӑ пулӑшу ҫӑмӑллӑхне кӳме хыснаран 51,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫӑмӑллӑхпа 6,7 пин тыла ҫемье усӑ курнӑ.

Ҫӗршывӑн вице-премьерӗ Игорь Шувалов ҫынсене хӑвӑртрах хваттер туянма сӗннӗ. Хӑйӗн шухӑшне вӑл «Россия 1» телеканалпа пыракан «Воскресный вечер с Владимиром Соловьевым» кӑларӑма хутшӑннӑ чух палӑртса хӑварнӑ.
Игорь Шувалов шучӗпе хальхи вӑхӑт ҫурт-йӗр туянмашкӑн меллӗ.
Эконом-класс шутланакан ҫурт-йӗр хакӗ юлашки вӑхӑтра, чӑн та, пӗр вырӑнта тӑрать. Банксем ипотека кредитне хаваспах параҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах халӑх шухӑшне пухакан Пӗтем Раҫҫейри центр ҫынсен иккӗ-виҫҫӗмӗш пайӗ кулленхи тӑкаксене чакарнине пӗлтерет. 87 проценчӗ вара кредит илме хӑрать иккен. Ҫынсем кивҫен укҫа илме тӑхтаса тӑнине кура кредит учрежденийӗсем халӑха илӗртмелли ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ мелсем шыраҫҫӗ. Ҫурт-йӗр сутӑнманни строительсене те чӑрмав кӳрет.
