Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара тухса кайнӑ тӗлте ҫӗкленекен ҫӗнӗ микрорайонта поликлиника тума йышӑннӑ. Маларах унта ача пахчи тӑвасси пирки калаҫнӑ, тӗмсӗлнӗ пулсан, унта пурӑнакансем хула влаҫӗсемпе нумаях пулмасть курнӑҫнӑ чух ача пахчи мар-тӑк халӑх усӑ курмалли епле те пулин урӑх ҫурт пирки ӗмӗтленнине пӗлтернӗ-мӗн.
Чирлемесӗр-мӗнсӗр, пульницӑна хутламсӑр никам та пурӑнмасть, тухтӑр ҫурчӗ ҫывӑхра пулнине мӗн ҫиттӗр.
Хулан тӗп архитекторӗ Вениамин Мамуткин яваплисемпе канашлу ирттернӗ, унта Ҫӗнӗ хулан пӗрремӗш микрорайонӗнче тума йышӑннӑ. Ҫав вырӑнта тӗпленнисем калама ҫук хӗпӗртенӗ, пульница тума йышӑннӑшӑн хула влаҫӗсене чунтан тав тунӑ тесе республикӑн тӗп хулин администрацийӗ пӗлтерет.

Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ ҫынсен ыйтӑвӗсене скайппа йышӑнассине пӗлтерет.
Онлайн-меслетпе пулӑшу илес текенсемпе Управлени пуҫлӑхӗ Екатерина Карпеева хӑй калаҫӗ.
Видеоконференцие хутшӑнас тесен 21_upr@rosreestr.ru электрон адреспа заявка ямалла, унта хӑвӑр пирки пӗлтермелле тата ыйтӑва ҫырмалла. Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен Екатерина Карпеева сирӗнпе ҫыхӑнӗ.
Онлайн-меслетпе консультаци кӳресси пирӗн республикӑшӑн ҫӗнӗлӗх пулин те ку меслетпе усӑ куракансем йышлӑн пуласса шанаҫҫӗ Росреестрӑн управленийӗнче. Видеошӑнкӑрав мелӗпе специалистпа ҫыхӑнма ахаль ҫынсем те, ҫурт-йӗр тата куҫман пурлӑх рынокӗнче профессилле майпа ӗҫлекенсем те хӑюллӑнах пултараҫҫӗ.

Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхрисен ӗҫӗ ал тупанӗ ҫинчи пек те, вӗсен кӑлтӑкӗ те, чуна парса тӑрӑшни те ҫынсен куҫӗ умӗнче. Паян вӗсем хӑйсен професси уявне палӑртаҫҫӗ.
Календарьпе вырсарни куна лекнӗрен пулӗ, уява Шупашкар районӗнче эрнекунах палӑртнӑ. Асӑннӑ тытӑмра ӗҫлекенсене чыслама-саламлама республика шайӗнчи пуҫлӑхсем иккӗн тан: Тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службин пуҫлӑхӗ Альбина Егорова тата пичет министрӗ Александр Иванов килсе ҫитнӗ. Республика шайӗнчисем терӗм те, ҫапли-ҫаплах-ха, анчах иккӗшӗ те вӗсем Шупашкар районӗнчи ҫынсемех. Иккӗшӗ те Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче чылай ҫул тӑрӑшнӑскерсем.
Тӗрлӗ шайри чыслава ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшакан ҫын тивӗҫнӗ. Вӑл шутра ку отрасльте нумай ҫул ӗҫлекенсем те пур. Ҫавсен йышӗнче, тӗслӗхрен, «Теплоэнергосети» тулли мар яваплӑ общество пуҫлӑхӗ Николай Елагин та пур.
Шупашкар хулинчи тӳре-шара хваттер тара паракансене шырать. Анчах тара илсе пурӑнас шухӑшпа мар. Хваттер тара парса пурӑнакансене тупса палӑртса вӗсене налук тӳлеттерес шутпа.
Нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче кӑна сумлӑ комисси пуҫтарсах хваттерсем тӑрӑх ҫӳренӗ. Ун вӑхӑтӗнче Социализм, Энтузиастсен, Афанасьев, Красин, К. Иванов, Кошевой, Кривов, Гузовский, Элкер, С. Михайлов урамӗсенчи тата М. Горький проспектӗнчи ҫуртсене ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтра специалистсем хваттере тара ярса пурӑнакан 76 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Халӗ ҫав хваттерсен хуҫисен налук историне налук инспекторӗсем тӗрӗслеҫҫӗ-мӗн.
Сумлӑ комисси терӗм те, йыша Шупашкарти Мускав район администрацийӗнчи тӳре-шара, Федерацин налук службин инспекцийӗнче тата РФ Пенси фончӗн республикӑри управленийӗнче, республикӑн Ӗҫлӗх службинче тӑрӑшакансемпе полицин участкори уполномоченнӑйӗсем кӗнӗ.
Шупашкарта тӗслӗхлӗ ҫуртсене суйланӑ. Кӑҫал конкурса 10 ҫурт хутшӑннӑ.
Конкурсра ҫӗнтерӳҫӗсене номинаципе палӑртнӑ. Комисси ҫуртсем техника тӗлӗшӗнчен мӗнле пулнине, ҫывӑхри территорие епле пӑхса тӑнине хакланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫапла палӑртнӑ.
5 ҫултан «ҫамрӑкрах» нумай хваттерлӗ ҫуртсен хушшинче Тукташ урамӗнчи 5/12-мӗш ҫурт мала тухнӑ. 6–15 ҫултисен йышӗнче Дементьев урамӗнчи 22-мӗш ҫурта палӑртнӑ.
16 ҫултан аслӑрах ҫуртсен йышӗнче Кадыков урамӗнчи 28-мӗш ҫурт мала тухнӑ. Пушӑн 18-мӗшӗнче управляющи компанийӗсен ертӳҫисене диплом, укҫан преми парӗҫ.

Чӑваш Енре нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗ юсама ватӑсенчен суд урлӑ шыраса илме тытӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, шавлӑ суд ӗҫӗ Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакан 83 ҫулти Евгения Ерофеева тӗлӗшпе пулнӑччӗ. Тӗплӗ юсавшӑн кинемей иртнӗ ҫул укҫа тӳлемен. Ҫакна кура ватта «Капиталлӑ юсав фончӗ» коммерцилле мар республика организацийӗ суда панӑ. Карчӑкран капюсавшӑн укҫа шыраса илессипе ҫыхӑннӑ судра укҫа шыраса илмелле тунӑччӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура асӑннӑ фонд тыткаларӑшӗпе кӑмӑлсӑрланнине пӗлтернӗ. Ҫитменнине, федераци шайӗнче ватӑсене ку енпе ҫӑмӑллӑх кӳресси ҫинчен саккун йышӑннӑ. Фонд пуҫлӑхӗ Олимпиада Епифанова ватӑсенчен укҫа шыраса илме суда тухнӑ тавӑҫсене каялла илнине ӗнентернӗ.
Чӑваш Республики РФ Строительство министерстви ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ведомство Раҫҫейри субъектсене кӑҫал «Ҫамрӑк ҫемьесене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси» хушма программӑна хутшӑнмашкӑн суйланӑ.
Конкурсра Чӑваш Ен ҫӗнтерме пултарнӑ. Ҫапла республикӑри ҫамрӑк ҫемьесене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермешкӗн федераци хыснинчен 135 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Сӑмах май, ку программӑна «Ҫурт-йӗр» тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — федераци хыснинчен Раҫҫейри субъектсене субсиди уйӑрмашкӑн палӑртасси.

Ӗнер республикӑн тӗп хулинче Шупашкарӑн иртнӗ ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ. Унта пулнӑ Андрей Иванов журналист пӗлтернӗ тарӑх, республикӑн Правительство ҫуртӗнчен ҫитнӗ десант ӳпкевне ытти муниципалитетра район пуҫлӑхӗсем пуҫ пӗксе ларса йышӑннӑ пулсан, шупашкарсем хӑйсене хӑюллӑн тытнӑ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов та, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та хулана хурланипе килӗшме васкаман. Унтан та ытларах: хӑйсене, тӗрӗсрех, Шупашкарти социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑри йывӑрлӑхсене вара вӗсем хӑюллӑн асӑнса хӑварнӑ. Пӗтӗмлетӗве пухӑннӑ хула тӳре-шари те Шупашкар пуҫлӑхӗсемпе килӗшнине палӑртнӑ.
Цифрӑсем пирки финанс министрӗпе Светлана Енилинӑпа килӗшменнине пӗлтернӗ. Канашлури тавлашу хулари хастарсене наградӑланипе вӗҫленнӗ-ха. Анчах хула пуҫлӑхӗсемшӗн тавлашу мӗнле ҫаврӑнса тухассине пӗр ҫӳлти Турӑ кӑна пӗлет пулӗ.
Чӑваш Енре нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗ юсама ватӑсенчен суд урлӑ шыраса илме тытӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, шавлӑ суд ӗҫӗ Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакан 83 ҫулти Евгения Ерофеева тӗлӗшпе пуҫланнӑччӗ. Тӗплӗ юсавшӑн кинемей иртнӗ ҫул укҫа тӳлемен. Ҫакна кура ватта «Капиталлӑ юсав фончӗ» коммерцилле мар республика организацийӗ суда панӑ. 83 ҫулти кинемее судра «Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен пӗрлешӗвӗ» общество организацийӗн ертӳҫи Тамара Манаева хӳтӗлеме хӑтланнӑ. 83 ҫулти карчӑкран капюсавшӑн укҫа шыраса илессипе ҫыхӑннӑ черетлӗ суд ларӑвӗ ҫак уйӑхӑн 18-мӗшӗнче иртнӗ. Халӗ ку ӗҫпе Шупашкарти Ленин районӗнчи мировой суд пӑнчӑ лартнӑ — карчӑкран укҫа шыраса илмелле тунӑ.

Раҫҫейре кризис хуҫаланни пирки таҫта та калаҫаҫҫӗ. Вӑл Чӑваш Енре те палӑрать. Республикӑра ҫурт-йӗр туянакансен йышӗ сахалланӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ку кӑтарту 18 процент чакнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра куҫман пурлӑх тӗлӗшпе 14 пин ытла суту-илӳ тунӑ. Пӗлтӗр вара пирвайхи уйӑхсенче хваттер тара паракансен, туянакансен йышӗ 18 пин ытла пулнӑ.
Иртнӗ ҫул юридици сӑпачӗсен хастарлӑхӗ пӗчӗк пулнӑ. Кӑҫал ҫурт-йӗр ҫине ипотека илекен те сахалланнӑ — 10 процент.
