Шупашкарти пӗр колледжра стенасем кавакӑшнӑ. Кунашкал лару-тӑру педагогика колледжӗнче ҫапла.
Студентсем, паллах, кӑмӑлсӑр — общежитирен апатланӑша илсе ҫитерекен вырӑнта хура кӑвакӑш тупӑннӑ. Мачча ҫинче те, стена ҫине те пур вӑл. Ҫакна пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчех асӑрханӑ. Ара, унта яланах нӳрӗ, сивӗ теҫҫӗ. Паллах, кӑвакӑш сарӑлать.
Пӗлтӗр общежитире тӗп юсав ирттернӗ. Колледж ертӳлӗхӗ каланӑ тӑрӑх, апатланӑшпа общежитие ҫыхӑнтаракан вырӑнта ӑна хута янӑ чухнех строительсем йӑнӑшнӑ. Халӗ сивӗ ҫанталӑкра унта кӑвакӑш тухать, ҫавӑнпа кӑритура яланах пӑхса тӑма тивет.
Роспотребнадзор каланӑ тӑрӑх, колледжра кӑвакӑш пулмалла мар. Вӗсем студентсене управление ҫӑхав ҫырма сӗнеҫҫӗ.
«Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммуналлӑ сетьсем» мунициаплитетӑн унитарлӑ предприятийӗ яхта туянасшӑн. Хӑйӗн ӗмӗчӗ пирки вӑл Ҫӗнӗ ҫул умӗн пӗлтернӗ.
Яхта илесси ҫинчен калакан хыпара муниципалитет предприятийӗ иртнӗ ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче Ростендер сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Яхта 12 ҫын лармалӑх пултӑр тесе ӗмӗтленеҫҫӗ-мӗн асӑннӑ предприятире ӗҫлекенсем. Ӑна 5,9 миллион тенкӗ парса туянасшӑн.
Конкурс материалӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, яхтӑн 14−15-метр тӑршшӗ пулмалла (12 ҫын пӗчӗкреххи ҫине вырнаҫаймасть-тӗр ҫав), мотор хӑвачӗ 140 лаша вӑйӗпе танлашмалла. Двигатель Volvo Penta ятли пулмалла. Яхтӑн пӗр сехетре 20 километр ытла кайма пултармалла. Коммуналлӑ хуҫалӑх предприятине 12 ҫынран кая мар вырнаҫмалӑх яхта шыв пахалӑхне тӗрӗслеме кирлӗ-мӗн.
Халӗ ку шухӑша улӑштарнӑ — яхта туянмӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри нумай хваттерлӗ ҫуртсем паян ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Хӗл варринчи ку инкек вӗсене ӑшӑтакан 3-мӗш номерлӗ котельнӑй ванса кайнипе сиксе тухнӑ. Вӑл ӗнер каҫхи 20 сехет тӗлӗнче ҫӗмӗрӗлнӗ.
Юсав ӗҫӗсем епле пынипе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров тата Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Вершинин паллашнӑ. Юсав ӗҫне паян вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ-мӗн.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра инкексем ытти ҫӗрте те пулса иртеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче Шупашкарти Пролетари урамӗнче ӑшӑ трасси шӑтса кайнипе ҫуртсем ӑшӑсӑр юлнӑччӗ.
Ӗнер республикӑн тӗп хулинче тата тепӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ӑшӑ трасси шӑтса кайнине пула Шупашкарти клиника пульници тата Президент пепкелӗх центрӗ ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ.

2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти Петров урамӗнчи ҫурт ҫурӑлма пуҫланӑран унта пурӑнаканнисене вӑхӑтлӑха тенӗ пек хулан кӑнтӑр-анӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ лицее вырнаҫтарчӗҫ. Унччен юрӑхсӑр тенӗ Лебедев ячӗллӗ наци лицейӗн общежитийӗ хваттерсемсӗр тӑрса юлнисем валли пурӑнма каять тесе йышӑннӑччӗ.
Кӑҫал вара шар курнисем валли ҫӗнӗ ҫурт туса лартма планлаҫҫӗ. 16 хутлӑскерне 2016 ҫул вӗҫнелле хӑпартса ҫитермелле. Ҫурт 2 подъездлӑ пулмалла, пӗтӗмӗшле унта 12500 тӑваткал метр пулӗ. Ӑна тума пурӗ 25 миллион тенкӗ тӑкаклама тивӗ. Ҫурта хӑпартаканӗ — «ГУКС» МУП.
Петров урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра пурӑннисем ҫӗннинче хваттерсене тӳлевсӗр илӗҫ. Вӗсене 18–22 тӑваткал метрлӑ пӗр пӳлӗмлисене парасшӑн. Ытларах тӑваткал метрлине куҫас тесен ытларахӑшне вӗсем йӳнӗ хакпа илме пултараҫҫӗ.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ отрасльте тӳлевпе ҫыхӑннӑ улшӑнусем пулса иртмелле. Кӑҫалтан. Кӑрлач уйӑхӗнчен.
Пӗрремӗшӗнчен, хваттер укҫине вӑхӑтра тӳлеменнисене пысӑк пени тӳллетерӗҫ. Иккӗмӗшӗнчен, шыв счетчикӗ лартманнисене те пуҫран шӑлмӗҫ. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӗсене валли норматива 3 хут ӳстерсе парасси пирки пӗлтереҫҫӗ, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен — 5 хут. Счетчик лартма техника сӑлтавне пула май ҫуккисене кӑна ун пек норматив пырса тивмӗ.
Счетчика хваттер хуҫисен хӑйсен шучӗпе ларттармалла. Мускавпа Питӗр хулинче 3–6 пине ларӗ, пӗчӗкрех хуласенче, сантехника компанийӗсем йышлӑ маррине кура тӑкак пысӑкрах пулма пултарать теҫҫӗ.
Кунсӑр пусе ӳлӗмрен ҫӳп-ҫап турттарнишӗн хваттер лаптӑкне кура мар, унта миҫен пурӑннине кура тӳлеме тивӗ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансене юлашки ҫулсенче тата тепӗр тӳлев хушса пачӗҫ: халӗ вӗсен ҫурта тӗплӗн юсассишӗн укҫа тӳлемелле. Капюсавшӑн укҫа тӳлеттерме тытӑнсан халӑх самаях кӑмӑлсӑрланнине нумайӑшӗ астӑвать ӗнтӗ. Ара пулмасӑр. Ахаль те ҫити-ҫитми укҫана тенкӗн-тенкӗн сыпӑнтарса пыракансемшӗн кашни тӑваткал метршӑн хушма укҫа тӳлесси пӗртте ҫӑмӑл мар. Ҫынсем тӳлеме тытӑнса тӑнине кура иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче пени хушма тытӑнчӗҫ.
Ҫынсен хӑш-пӗр категорине капюсавшӑн тӳлеттерес марри пирки ҫӗршывра саккун проекчӗ хатӗрленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ҫапла вара чӑн та, ун пек саккун тухрӗ. РФ Президенчӗ регионсене 80 ҫултан аслӑраххисене тӳлеттермелле мар тума ирӗк панӑ. I тата II ушкӑн инваличӗсен, сусӑр ачаллӑ ҫемьесен тата 70 ҫултан аслӑраххисене капюсавшӑн йӳнӗрех тӳлеттермелле тумалли пирки те каланӑ.
Капюсав хакӗ кӑҫалтан пӗр тӑваткал метршӑн 5 тенкӗ те 80 пуса ҫитрӗ.
Кранри лӗкӗллӗ шывшӑн, пуҫтарман ҫӳп-ҫапшӑн тата квитанцири ытлашши нульсемшӗн управляющи компанисене кӑҫалтан штраф тӳлеттерме тытӑнӗҫ тесе пӗлтерет «Российская газета» хаҫат.
Хӑйӗн тивӗҫне йӗркеллӗ пурнӑҫламан компанин хваттер харпӑрлӑхҫисене пахалӑхсӑр пулӑшушӑн ҫав тӳлевӗн 30 процентне, квитанцире тӗрӗс мар цифра кӑтартсан ҫав суммӑран ҫуррине штраф тӳлемелле. Кунсӑр пуҫне ҫӗнӗрен шутласа памалли сӑмахсӑрах паллӑ.
Управляющи компани шульӑкланнине ҫирӗплетсе парас тесен суда ҫитме тивӗ. Сӑмаха ҫирӗплетсе пама кӗнтелем ертсе каймалла. Вӗсем, сӑмахран, ҫутӑ е шыв чарса лартнине ҫирӗплетсе парайӗҫ.
Пахалӑхсӑр пулӑшу пирки Республикӑн патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцине ҫӑхавламалла. Унтисем йӗркеллӗ пулӑшӑва кама пула илейменнине палӑртӗҫ. Ҫавӑнти пӗтӗмлетӗве суда ярса парӗҫ.
Компенсацие ҫынсене алӑран тыттармӗҫ. штраф шучӗпе управляющи компани куҫарса панӑ укҫа коммуналлӑ пулӑшушӑн тепӗр уйӑхра тӳленӗ чух усӑ курма кайӗ.
Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче йӗпреҫсемшӗн ку Ҫӗнӗ ҫул парни пулнӑ. Шӑрттан ялӗнче нумай хваттерлӗ ҫурта хута янӑ.
Кунта нумаях пулмасть уй пулнӑ, курӑк ешернӗ. Ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса ҫурта кӗске вӑхӑтрах туса пӗтернӗ. Ӑна республика программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ, ҫӗнӗ ҫурта авариллӗ пӳртрисене куҫарӗҫ.
Ҫурта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре ЧР строительство министрӗ Олег Марков хутшӑннӑ. Вӑл ҫӗнӗ ҫурта куҫакансене Ҫӗнӗ ҫула савӑк кӑмӑлпа кӗтсе илме суннӑ. Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов та вӗсене ҫак ятпа саламласа ӑшӑ сӑмахсем каланӑ.
Йӗпреҫ хула тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Фадеев строительсене грамотӑсемпе чысланӑ. Ҫӗнӗ ҫурта 36 ҫемье куҫнӑ. Вӗсене уҫӑсем панӑ, хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ.
Шупашкар районӗнчи ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ ачасем Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ хваттерте кӗтсе илӗҫ. Тӗрӗсрех, хваттер уҫҫипе.
Кӳкеҫри Совет урамри нумай хваттерлӗ ҫӗнӗ ҫуртра кил ӑшшине тупӗҫ вӗсем. Ахаль туянакансемпе танлаштарсан, социаллӑ программӑпа паракан хваттерсене пурӑнма хатӗрлесе ҫитернӗ: урайне сарнӑ, стенисемпе маччисене те йӗркене кӗртнӗ. Хваттерте шыв, газ тата ҫутӑ счетчикӗсем, газ плити вырнаҫтарнӑ. Хваттерлӗ пулнисен халӗ сӗтел-пукан, кил-тӗрӗшре кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗр туянса лартасси тата ҫӗнӗ ҫӗре пурӑнма куҫасси кӑна юлать.
Хваттер уҫҫине Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — градостроительство пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Елимов тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Ефимов тыттарнӑ.
Сӑнсем (6)
Раҫҫейре тара паракан хваттерсен хакне шута илсе рейтинг ирттернӗ. Шупашкар хули списокра чи йӳннисен йышне кӗнӗ. Кун пирки journal.mirkvartir.ru портал пӗлтерет.
Раҫҫейри 58 хулана тишкернӗ. Чи хаклисен йышне Мускав кӗнӗ. Унта пӗр пӳлӗмлӗ хваттере тара илмешкӗн уйӑхне 31677 тенкӗ тӳлемелле. Икӗ пӳлӗмлишӗн — 42589, виҫӗ пӳлӗмлишӗн 76822 тенкӗ кӑларса хумалла.
Иккӗмӗш вырӑнта — Питӗр, виҫҫӗмӗшӗнче — Сочи.
Шупашкарта вара пӗр пӳлӗмлӗ хваттере 6263 тенкӗпе тара илме пулать тесе пӗлтернӗ танлаштарӑмра. Икӗ пӳлӗмлишӗн — 8972, виҫӗ пӳлӗмлишӗн 11332 тенкӗ тӳлемелле. Чӑнах та ҫапла-ши? Тара паракан хваттерсен хакне тишкерес тӗк ҫакна калама пулать: пӗр пӳлӗмлишӗн вӑтамран 9–10 пин тенкӗ тӳлемелле.
Раҫҫейӗпе илес тӗк, хваттерсене тара илмешкӗн хак йӳнелнӗ.
