
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Людмила Соломонова кӗҫех икӗ ачипе, вӗсенчен пӗри — сусӑр, урамра тӑрса юлма пултарать. Хӗрарӑм виҫҫӗмӗш ачине кӗтет.
Людмилӑна хӑй вӑхӑтӗнче хула администрацийӗ хваттер уйӑрса панӑ. Анчах кӗҫех Шупашкарти 3997-мӗш ҫар чаҫӗ кун пирки суда тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл вӗсен имӗш.
Суд пулнӑ ӗнтӗ. Приговорпа килӗшӳллӗн, ҫемьен хваттертен тухса кайма тивет. Хула администрацийӗ сусӑр ачана ҫитӗнтерекен хӗрарӑма япӑх лару-тӑрури хваттер уйӑрса панӑ. Хӗрарӑм унта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ.
Суд администрацие ҫемьене урӑх хваттере куҫарма ыйтнӑ. Анчах Соломонова ахаль тухса каясшӑн мар. Ара, вӑл унта юсав ирттерсе мӗн чухлӗ укҫа тӑкакланӑ-ҫке-ха.
Людмила, ҫитменнине, тепӗр уйӑхра ача ҫуратӗ. Администраци ЧР Аслӑ судне тавӑҫ тӑратма шантарнӑ. Анчах Людмила ӗҫ-пуҫ ун майлӑ вӗҫленессе ӗненмест.

Кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта управляющи компанийӗсем Шупашкар ҫыннисене ҫур миллион тенкӗлӗх улталанӑ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурт-йӗр саккунне пӑснине тупса палӑртмашкӑн 51 мероприяти ирттернӗ.
Кун хыҫҫӑн управляющи компанийӗсем йӗркене пӑснӑ 43 тӗслӗхе пӗтернӗ, ҫынсем коммуналлӑ тӑкаксемшӗн 479,9 пин тенкӗ ытларах тӳлени ҫиеле тухнӑ.
22 материала пӑхса тухма янӑ. Вӗсенчен саккӑрӑшне – Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцине, пӗри – миравай судьяна, иккӗшӗ – Роспотребнадзора, вунпӗрӗшӗ – прокуратурӑна.

Чӑваш Енри нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансенчен хӑшӗсем хӑйсен ҫуртне юсама хирӗҫ. Капла шухӑш патне ҫитнисене 32 ҫурт шутласа кӑларнӑ. Хуҫисем хирӗҫҫине кура вӗсене 2015—2016-мӗш ҫулсенчи республика программинчен кӑларнӑ.
Юсав кирлӗ маррине ҫынсем алӑ пуссах ҫирӗплетнине кура республикӑн Стройминӗ вӗсен кӗмӗлне списокри ытти ҫурта юсама уйӑрма сӗннӗ. Ыйтӑва правительство ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Строительство министерствин пайташӗ каланине Михаил Игнатьев Элтепер ӗненмесӗртерех йышӑннӑ. Тен, пурте килӗшмен-ха. Ҫурт-йӗрӗн патшалӑх инспекцийӗ ертӳҫи те алӑ пуснисене тӗрӗслемен тесе пӗлтернӗ.
Ҫиччӗ виҫ те пӗр кас тенешкел, укҫана ытти ҫурт валли куҫариччен муниципалитетсен пуҫлӑхӗсемпе канашлама йышӑннӑ.

2017 ҫулта тӗплӗ юсавшӑн тӳлемелли укҫа виҫи ӳсет. Кун пирки ЧР Строительство министерствин сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ЧР Правительствинче ку ыйту тавра калаҫнӑ. Ларура тӗплӗ юсавшӑн тӳлемелли укҫана ӳстерме йышӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн саккунпа килӗшӳллӗн пӗр тӑваткал метршӑн 6,08 тенкӗ тӳлемелле.
Аса илтерер: халӗ нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансем пӗр тӑваткал метршӑн 5,8 тенкӗ тӳлеҫҫӗ.

Ҫӗмӗрле хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара пурӑнакан 9 ҫемье ҫӗнӗ хваттер уҫҫине илнӗ. Ҫак кунсенче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.
Унччен ҫак ҫемьесем кивӗ ҫуртсенче пурӑннӑ. Унта условисем япӑх пулнӑ. Ҫӗнӗ ҫуртра вара йӑлтах пур: сантехника, газ плити, пластик чӳрече. Кашни хваттерте ӑшӑ – хӑйсен.
Евгений Макаров кивӗ ҫуртран ҫӗнӗ хваттере куҫнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Унӑн ҫемйи кивӗ ҫуртра чылай ҫул пурӑннӑ, ҫак куна вӗсем тахҫантанпах кӗтнӗ. Халӗ вӗсем ҫӗнӗ вырӑна куҫнӑ ӗнтӗ.

Шупашкарти Петров урамӗнчи ҫурт 9-мӗш ҫурт ишӗлме пуҫлани, ӑна аварриллисен йышне кӗртсе ун вырӑнне ҫӗннине хӑпартни пирки пӗрре мар хыпарланӑччӗ. Ҫак ҫурт пирки каллех калаҫнӑ.
Ҫынсене хальхинче тата мӗн пӑшӑрхантарать? Унта пурӑнма куҫакансене ҫурт ҫывӑхӗнчи территорие мӗнле хӑтлӑлатни канӑҫсӑрлантарать-мӗн. Унта парковка валли вырӑн пулӗ-и?
«ГУКС» АО директорӗ Юрий Агеев каланӑ тӑрӑх, проект патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Вӑл мӗнпур требованипе килӗшсе тӑрать. Ҫав шутра ун ҫывӑхӗнчи лаптӑка хӑтлӑлатас ыйтӑва тата ыттине шута илнӗ.
Ку ҫурта ҫитес ҫулхи 3-мӗш кварталта туса пӗтерме палӑртнӑ. Унта 153 хваттер пулӗ.

«Россия-1» телеканалпа Паташлӑх Думинчи ҫӗнӗ депутатсем мӗнле пурӑннине кӑтартнӑ. Вӗсен йышне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин депатучӗ Олег Николаев та лекнӗ.
Олег Николаев Мускава куҫса килнӗ хыҫҫӑн вӑхӑтлӑх ӑҫта пурӑннине кӑтартнӑ. Хӑйӗн ӗҫ пӳлӗмӗпе те паллаштарнӑ вӑл. Депутат кашни ир ӗҫе ҫуран утса ҫитет, уҫӑ сывлӑшпа сывлать. Ун валли 18 тӑваткал метрлӑ ӗҫ пӳлӗмӗ уйӑрса панӑ. Унта тата икӗ пулӑшуҫине вырнаҫтармалла.
Олег Николаев хӑйӗнпе пӗрле арӑмӗн тата 5 ачин сӑнӳкерчӗкне илсе килнӗ. Ҫемйи хальлӗхе Чӑваш Енре юлнӑ. Ара, хваттер уйӑрса паман вӗт хальлӗхе. Тата арӑмӗ ачисене вӗренӳ ҫулӗ варринче урӑх шкула куҫармалла мар тесе шухӑшлать.
Сӑмах май, Мускава тӗрлӗ регионтан 165 депутат килнӗ. Хальлӗхе вӗсем хӑна ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ. Нумайлӑха мар — ытти депутат ӗҫрен панӑ хваттерсене пушатиччен.

Канаш районӗнче кӗҫех нумай ачаллӑ виҫӗ ҫемье ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫӗ. Районта икӗ ҫулта 7 ҫӗмье ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкинче савӑннӑ ӗнтӗ.
Нумай ачаллӑ Татьяна Николаева ҫӗнӗ ҫурта пӑхса ҫаврӑннӑ. Ку ҫурта ҫу уйӑхӗнчех хӑпартма тытӑннӑ. Пӳртре йӑлтах пур: канализаци, газ, шыв. Ҫӑл та картишрех.
Ҫурта юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче ӑшӑтма тытӑнӗҫ. Ун чухне Николаевсем ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки тума пултарӗҫ. Хальлӗхе ҫемье хунямӑшӗ патӗнче пурӑнать.
Ҫемьере тӑхӑр ҫын: упӑшкипе иккӗшӗн пилӗк ача, хунямӑшӗн тата мӑнук пур. Пысӑках мар ҫуртра, паллах, хӗсӗкрех.
Ҫурт ҫумӗнче пахча та пур. Ҫурта ял хӗрринче мар, варринче хӑпартни те савӑнтарать ҫемьене. Унччен унта ватӑ хӗрарӑм пурӑннӑ. Вӑл вилсен вырӑнти влаҫ ун вырӑнӗнче ҫӗннине хӑпартнӑ. Вӑрӑмпуҫ ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьене пӗрремӗш хут ҫурт туса панӑ тӗслӗх ку.

НТВ-телеканалпа кӑтартакан «Салтыков-Щедрин шоу» сатира программин авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи кӑларӑмӗнче Ҫӗрпӳри Иккӗмӗш Кӗтӗрне палӑкӗнчен тӑрӑхласа кулнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Паллӑ сатириксем, ҫав шутра Михаил Задорнов та, ертсе пыракан кӑларӑмӑн шӑматкунхи куравне пирӗн республика черетлӗ хутчен лекнӗ.
Хальхинче телепередачӑра Сосновкӑра ишӗлекен ҫуртра пурӑннӑ ҫынсене ҫӗнӗ хваттер уҫҫине тыттарнӑ саманта аса илнӗ. Ҫынсене хваттер уҫҫине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрурах валеҫнӗ, анчах кӗме тӑрсан кӗреймен, мӗншӗн тесен ҫурта туса пӗтереймен пулнӑ. НТВ-телеканалпа шӑматкунсерен кӑтартакан хальхи сюжета республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ытти хӑш-пӗр тӳре-шара лекнӗ.

Шупашкарти Мясокомбинат проездне ҫутатма прокуратура хистет. Надзор органне асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакансем пулӑшу ыйтса ҫырнӑ.
Асӑннӑ проездра нумай хваттерлӗ икӗ ҫурт тата 1102 уйрӑм ҫын ҫурчӗ вырнаҫнӑ. Унта пурӑнакансем те этем ретлӗ пурӑнасшӑн, кӗрхи тӗттӗм каҫсенче ҫутӑ урампа утасшӑн.
«Об общих принципах организации местного самоуправления в Российской Федерации» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнче вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ыйтӑвӗсене йӗркелессин пӗтӗмӗшле принципӗсем ҫинчен) саккунӑн 16-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн 25-мӗш пунктӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, урама хӑтлӑх кӗртесси, ҫав шутра ҫутӑпа тивӗҫтересси те, вырӑнти тӳре-шаран тивӗҫӗ шутланать.
Кӑлтӑка пӗтерме хушса прокуратура хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару шӑрҫаланӑ.
