21 ҫула ҫитсе те хӑйне ятӑн кӗтессӗр тенинчен вулакан, тен, тӗлӗнет те пулӗ. Ҫамрӑк пуҫпах ҫурт-йӗр ҫавӑраймассине ӑнланатӑп-ха. Анчах сӑмахӗ кунта тӑлӑх пирки. Ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисене патшалӑх ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермеллине саккунта пӑхса хӑварнӑ. Анчах Пӑрачкав районӗнчи 21 ҫулти икӗ ача амӑшӗ ниепле те хӑйне ятӑн кӗтеслӗ пулайман. Аптӑранипе тӑлӑх прокуратурӑна кайнӑ. Унтисем тӑлӑха ӑнланнӑ.
Патшалӑх шучӗпе пурӑнма кӗтес уйӑрса пама ыйтса Шупашкарти Ленин район судне ҫитнӗ. Тӳре те тӑлӑха майлӑ пулнӑ. Икӗ ача амӑшне, ҫын патӗнче хӗсӗнсе пурӑнаканскере, ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелле йышӑну кӑларнӑ. Республика прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, пӗрремӗш инстанцири суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.