
Шупашкарти Энгельс урамӗнчи пӗр ҫуртра тӗплӗ юсав ирттернӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, юсав хыҫҫӑн унӑн стени ҫурӑлса кайнӑ.
Стена ҫурӑлнӑ кӑна мар, штукатурка та тӑкӑнать. «Перемычка ҫурӑлни дефектсем пуррине кӑтартать. Эппин, ку инкек тахҫанах пуҫланнӑ, пӗр-икӗ ҫул кӑна каялла мар. Ӑна тупса палӑртса юсав планне кӗртсе ҫак вырӑнтах реконструкцилеме май пулнӑ», - тенӗ проектпа смета бюровӗн директорӗ Валерий Михайлов.
Халӗ специалистсем типӗ те ӑшӑ ҫанталӑка кӗтеҫҫӗ. Ун чухне вӗсем облицовкӑн кирпӗч сийне илӗҫ те экспертизӑна ярӗҫ.
Ҫав вӑхӑтра ҫынсен унта мӗнле пурӑнмалла? Хӑраса кӑна ҫӗркаҫмалла ӗнтӗ. Ара, Петров урамӗнчи ҫурт пек ишӗлме тытӑнсан мӗн тумалла?

Хальхи вӑхӑтра иртнӗ ҫулхи тупӑшсене кӑтартакан декларацисене йышӑнасси малалла пырать. Чӑваш парламентне суйланнӑ депутатсем те мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни, тӑкаклани тата харпӑрлӑхри ҫурчӗ-хваттерӗ пирки деклараци тӑратнӑ. Аса илтерер, «халӑх тарҫисенчен» чи пуянни Андрей Углов, чи сахал ӗҫлесе илекенни — Вячеслав Соловьев.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн, «ТУС» строииельство организацийӗн пуҫлӑхӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Николай Угаслов иртнӗ ҫул 16,9 млн тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче — 3 пӳрт, 5 ҫӗр лаптӑкӗ, 4 гараж, пурӑнмалли мар 46 ҫурт, 53 машина вырӑнӗ. Депутатӑн хваттерӗсенчен пӗри, 128,92 тӑваткал метр калӑпӑшли, — Испанире. Николай Угаслов мӑшӑрӗ пысӑк укҫа ҫинче ӗҫлемест: унӑн ҫулталӑкри тупӑшӗ 135 пин тенкӗпе танлашнӑ.

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем иртнӗ ҫулта мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни, тӑкаклани тата харпӑрлӑхри ҫурчӗ-хваттерӗ пирки деклараци панӑ. «Халӑх тарҫисенчен» чи пуянни Андрей Углов пулса тӑнӑ, чи сахал ӗҫлесе илекенни вара — Вячеслав Соловьев. Кун пирки «Правда ПФО» (чӑв. «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Тӗрӗслӗх») интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи «Элара» пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗн Андрей Угловӑн тупӑшӗ пӗлтӗр 38,7 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Унсӑр пуҫне депутатӑн харпӑрлӑхӗнче «Porshe Panamera» ҫӑмӑл машина тата икӗ хваттер пур.
2016 ҫул пӗтӗмлетӗвӗпе республикӑри чи пуян депутат пулнӑ Олег Мешков вара ку хутӗнче унчченхинчен виҫӗ хут сахалрах тупӑш кӑтартнӑ. Ҫапла майпа Шупашкарти эрехпе ликер савучӗн тата «Агро-Инвест» пӗрлӗхӗн ертӳҫи 6 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ пек курӑнать. Унӑн харпӑрлӑхӗнче — 28 пин тӑваткал метр ҫӗр, 811,7 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ пурӑнмалли ҫурт, тӑватӑ хваттер, вунӑ хуралтӑ, чукун ҫул, йывӑр тиевлӗ тӑхӑр машина, автовышка, автобус, икӗ автофургон тата тӑватӑ прицеп. Арӑмӗн енчӗкне вара иртнӗ ҫул 41,4 миллион тенкӗ кӗнӗ. Унӑн 27 транспорт хатӗрӗ пур.
Депутатсенчен чи сахал укҫа ӗҫлесе илнӗ Вячеслав Соловьев вара «Песок» пӗрлешӳре юрист пулса ӗҫлет, унӑн тупӑшӗ — 140 пин тенкӗ.

«Ҫурт-йӗр» программӑпа кӑҫалхи виҫӗ уйӑхра Чӑваш Енри 39 ҫамрӑк ҫемьене укҫа панӑ. Свидетельство илнисенчен ҫуррине яхӑн пайӗ ҫурт-йӗр хӑпартнӑ та унта тӗпленсе пурӑнма тытӑннӑ. Анчах тем сӑлтава пула вӗсем ҫурта регистрацилемен иккен. Ҫак цифрӑна ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура асӑнса хӑварнӑ.
Кӑсӑклӑ тепӗр самант — патшалӑх укҫине тивӗҫнӗ кашни пиллӗкмӗш ҫемье ҫурт туман.
Хысна укҫине илсе те ҫурт-йӗр тума пуҫламаннине республика ертӳҫи Михаил Игнатьев хурласа калаҫнӑ. Кӗмӗле ӑҫта янине тӗрӗслеме сӗннӗ май Элтепер республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствине яваплӑ пулмалли пирки хытах асӑрхаттарнӑ.

Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗнче кӑҫалхи пӗрремӗш кварталти ӗҫ-хӗле тишкернӗ. Асӑннӑ тытӑмӑн пресс-службинче ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, куҫман пурлӑхпа ҫыхӑннӑ правасене кӑҫалхи виҫӗ уйӑхра пирӗн республикӑра 53 пин ытла регистрациленӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 5 процент нумайрах.
Пайҫӑ пулса хваттер илес кӑмӑллисен шучӗ кӑҫалхи виҫӗ уйӑхра пӗлтӗрхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенчинчен 55 процент нумайланнӑ. Ипотекӑпа туяннӑ ҫурт-йӗр шучӗ 57 процент хушӑннӑ.
Ҫав вӑхӑтрах дача амнистийӗ текен саккунпа (ку вӑл ҫурт-йӗре ҫӑмӑллатнӑ йӗркепе регистрацилессине пӗлтерет) усӑ курма хыпӑнакансен йышӗ сахалланнӑ. Ҫӗр илекенсен хисепӗ пӗлтӗрхи пӗрремӗш кварталтинчен 22 процент чакнӑ.

«Шорккари ҫак ҫурт тавралли тирпейсӗрлӗх иртен-ҫӳрен кӑмӑлне те хуҫать. Сӑмахпа ҫеҫ мар, сӑн ӳкерчӗксемпе ҫирӗплетнӗ материалпа кунта паллашма пулать», — хыпарланӑ паян «Хыпар» издательство ҫурчӗн халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче.
Унта сӑмах Шупашкар районӗнчи Шорккари 27 хваттерлӗ, виҫӗ хутлӑ ҫурт пирки пырать.
Ҫав ялта пурӑнакансем патӗнчи ҫӳп-ҫап контейнерӗсене кӗркуннеренпех пушатманнине хыпарланӑ. Унсӑр пуҫне таса мар шыва йышӑнакан ҫӑл йӗркеллӗн ӗҫлеменнипе унтан урамалла юхса тухать иккен.
Вырӑнти Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Павел Амурцев асӑннӑ ҫурта унта пурӑнакансем хӑйсем тытса тӑма йышӑннине пӗлтернӗ. Апла пулсан, ҫӳп-ҫапа илсе тухассишӗн те вӗсемех яваплӑ.
Таса мар шыв юхса тухнине вара вӑл вырӑна ҫитсе тӗрӗсленине шантарнӑ, юр шывӗ ҫеҫ юхнине ӗнентернӗ.

Ҫӗрпӳ хулинче стена йӑтӑнса аннӑ. Пурӑнмалли ҫуртӑн мар-ха. Котельнӑйӑн.
Хулари котельнӑйӗн ишӗлнӗ стенаи пирки Ҫӗрпӳ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн дппутачӗ Сергей Беккер Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ.
«Ҫӗрпӳри чи пысӑк микрорайона тивӗҫтерекен котельнӑй стени йӑтӑнса аннӑ. Хулари пӗлтӗрхи ҫулла юсанӑ ҫулсем вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи евӗр. Ҫакӑн сӑлтавӗ — хулана тата района ӑнӑҫсӑр ертсе пынинчӗ», — тесе шухӑшлать Сергей Беккер.
Унтан депутат кадр политикишӗн пӑшӑрханнине систерсе республика ертӳҫисем тата мӗн пулса иртессе кӗтеҫҫӗ-ши тесе пуҫ ватать. «Районсемпе ял тӑрӑхӗсене халӑхпа суйлас йӑлана вӑраха хӑвармасӑр тавӑрмалла!!!» — предложение Сергей Беккер виҫӗ кӑшкӑру паллипех вӗҫленӗ.

Халӑх тула тухмалли вырӑнтан Лондонра хӑтлӑ хваттер хатӗрленӗ. Кун пирки нумай пулмасть Чӗрӗ журналти пӗр блогер пӗлтернӗ. Лора Джейн Кларк архитектор ҫӗр айӗнче вырнаҫнӑ ишӗлчӗк туалета туяннӑ та ӑна хӑт кӗртнӗ — унччен сӑнсӑр пулнӑскер халь ӑмсанмалла хитре.
Хваттерте ҫывӑрмалли пӳлӗм те хӑнасене йышӑнмалли те илемлӗ. Ваннӑй та пур. Ҫӗр айӗнче вырнаҫнӑран чӳречисем мачча тӑрринче.
Livejournal сайтҫисем ку хваттере кӑмӑлпах йышӑнман — тула каймалли вырӑнта пурӑнма килӗшмен пулӑттӑм тесе пӗлтернӗ. Сӑмах май, чӑвашсен ӗненӗвӗпе те туалет пулнӑ вырӑнта ҫурт лартма юраман. Теприсен шухӑшӗпе архитектор хӑй кунта пурӑнмӗ, вӑл ӑна сутса ярӗ, ҫапла май укҫа тӑвӗ. Туалетран хваттер тума хистенӗ сӑлтавсенчен пӗри Лондонра ҫурт-йӗр хакӗ пысӑк пулни пирки ӑнлантарма тӑрӑшакан та тупӑннӑ.
Хваттерӗн малтанхи сӑнӗсемпе тата хальхисемпе кунта паллашма пулать.

Пайҫӑсем укҫа хывнипе ҫурт-йӗр хӑпартакансене Чӑваш Енри яваплӑ органсем сӑнасах тӑнине ӗнентереҫҫе. Республикӑн Строительство министерстви пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне ӑҫта тата хӑш строительство организацийӗ епле ӗҫленине тишкернӗ те графикран кая юлса пыракансем пуррине палӑртнӑ.
Шупашкарти Калинин урамӗнчи 83-мӗш позицире 96 хваттерлӗ ҫурт валли трансформатор подстанцине туса пӗтереймен. «Стройсфера» Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 18-мӗш позицире 180 хваттерлӗ ҫурт хӑпартать. 3, 4, 5-мӗш подъездсене туса пӗтернӗ-ха, лифтсене хута ярассипе ҫине тӑраҫҫӗ. 1-2-мӗш подъездсенче 9 хут таран хӑпартнӑ, халӗ вентиляци тытӑмӗпе тимлеҫҫӗ, балконсене йӗркене кӗртеҫҫӗ. Ку ҫуртӑн проектне ылмаштарнине кура ӑна Шупашкар хула администрацийӗ раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне хута яма ирӗк панӑ иккен.
«СУОР» организаци пилӗк ҫурт тӑвать, «Алза» — иккӗ. Унти лару-тӑрӑва та республикӑн Стройминӗ тӗрӗслесех тӑрать.

Канаш районӗнчи Сиккасси ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхне должноҫпа ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарӑ. Вӑл кӗҫех суд сакки ҫине ларӗ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2012 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче хӑйӗн упӑшкине пӗр хваттерте регистрациленӗ. Ҫав ҫурта вара 2006 ҫулхи раштав уйӑхӗнче авариллисен йышне кӗртнӗ, ишсе антарма палӑртнӑ.
Ҫапла майпа экс-пуҫлӑх упӑшкине ҫӗнӗ хваттере куҫармалли ҫынсен списокне кӗртнӗ. Арҫын соцнайм мелӗпе ҫӗне ҫуртра хваттер илнӗ. Анчах икӗ кунран килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ та хваттере ял тӑрӑхӗн ҫурт-йӗр фондне куҫарнӑ.
Авариллӗ ҫуртра ултӑ хваттертен пиллӗкӗшӗнче ҫеҫ ҫынсем пропискӑра тӑнӑ. Пилӗк хваттерлӗ ҫурт тӑвас мар тата ял тӑрӑхне ӗҫлеме килнӗ специалистсем валли кӗтес хатӗрлес тесе экс-пуҫлӑх ҫакнашкал «операци» ирттерме шухӑшланӑ та.
Хӗрарӑм хыснана 1 миллион та 340 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
