
Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ялӗнче регистрациленнӗ пӗр усламҫӑ Йӑлӑмри Первомайски поселокӗнче коттеджсем хӑпартма ӗмӗтленет.
Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫын икӗ лаптӑк, пурӗ 1 гектар ытларах ҫӗр ҫинче, стройка пуҫарасшӑн. Хулан прессс-служби ҫӗр лаптӑкӗсенче халӗ хырлӑх пулнине пӗлтернӗ. Хӑйӑрлӑ ҫав вырӑнтан Атӑл хитреен курӑнса ларнине те палӑртнӑ.
Атӑл леш енчи ҫӗр ҫинче ҫурт-йӗр хӑпартма «Торговый Домъ Хорошавина Андрея Васильевича» (чӑв. Хорошавин Андрей Васильевичӑн суту-илӳ ҫурчӗ) тулли мар яваплӑ общество ӗмӗтленет.
Территорие хатӗрлесси ҫинчен калакан йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗ сити-менеджерӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ ӗнтӗ. Халӗ уйрӑм ҫынсемпе предприяти-организацисен сӗнӗвне йышӑнаҫҫӗ.

Шупашкар хула администрацийӗн сайтне ку хыпара кӑрлачӑн 11-мӗшӗнчех лартнӑ-ха. Ӑна асӑрханисенчен пӗрисем ҫавна тӗнче тетелӗнче сӳтсе явнине ҫак йӗркесен авторӗ паян кӑна асӑрхарӗ.
Чи малтанах — хыпар пирки. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем пӗрлехи пурлӑха тӗплӗн юсанӑшӑн Чӑваш Республикин регион операторне тав туса ҫырсах тӑраҫҫӗ. Ун пеккине, тӗслӗхрен, Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 46-мӗш ҫуртра пурӑнакансем шӑрҫаланӑ. Вӗсем «Калита» тулли мар яваплӑ общество ячӗпе ырӑ сӑмах калаҫҫӗ-мӗн.
Шыв пӑрӑхӗсене ҫав ҫуртра малтанласа 2037 ҫулта тин юсама палӑртнӑ. Тӗплӗ юсавшӑн укҫа аван пухнине кура 2018 ҫултах пӑрӑха ылмаштарма пултарнӑ иккен. Пӗлтӗрех ҫивитти те улӑштарнӑ.
Ку хыпара вуланисем тав тӑвакансене йӑпӑлтисем вырӑнне хаклани сисӗнет. Пӗри тата пирӗнте чура юнӗ чупнине, унтан эпир часах хӑтӑлаймассине палӑртнӑ.

Шупашкар хулин Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринчи темиҫе хваттер нумаях пулмасть газсӑр тӑрса юлнӑ.
Ҫакӑн пирки паян хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Шупашкарти тӳре-шарапа ирттернӗ канашлура сӑмах хускатнӑ.
Газсӑр хӑварма Матэ Залка урамӗнчи 27-мӗш ҫуртри хваттерсене кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче йышӑннӑ. Пӗри — пуриншӗн, пурте — пӗриншӗн текен совет саманинчи сӑмах ҫаврӑнӑшӗ кунта питех те вырӑнли сисӗнет.
Хваттерсем газсӑр ларнине планеркӑра Шупашкарти Пӗрлехи диспетчерпа дежурство службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Петров пӗлтернӗ.
Ку пӑтӑрмах пирки «Ҫыхунура» портал журналисчӗсем «Газпром газораспределение Шупашкар» предприятипе ҫыхӑннӑ. Пилӗк хутлӑ ҫуртра газ шӑрши сарӑлнӑ. Газовиксен стояка чарма тивнӗ. Ҫавна май пилӗк хваттер газсӑр юлнӑ. Кил хуҫисем паян та сас памаҫҫӗ иккен. Ҫынсем ҫавна май газсӑр лараҫҫӗ.

Етӗрне районӗнчи Килтӗшри ҫемье валли укҫа пухаҫҫӗ. Наталья Викторовна Баринова ятлӑ хӗрарӑм 8 ача ҫуратнӑ иккен. Анчах ҫак кунсенче ҫемье пысӑк шар курнӑ: вӗсен кил-ҫурчӗ хӗл варринче вутпа кӗлленсе ҫӗрпе танлашнӑ.
Нушана лекнисене хӗрхенме пӗлекен ҫынсене Бариновсене пӳрт туянса пама ыйтса тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫырнӑ. Пулӑшма килӗшекенсене тав тунине те палӑртнӑ.
Укҫа куҫарса парас кӑмӑллисем валли счет реквизичӗсене кӑтартнӑ:
укҫана илекенӗ Андреева Валентина Никандровна,
укҫа илекенӗн счечӗ 40817810111080012557,
укҫа илекенӗн банкӗ — «Россельхозбанк» учрежденин Чӑваш Енри филиалӗ,
ИНН / КПП 7725114488/ 213002002,
БИК 049706752,
корреспондент счечӗ
30101810600000000752.

Пӗлтӗр Шупашкарта ҫурт-йӗр хӑпартас енӗпе рекорд лартнӑ. Уйрӑмах ку кӑтарту ҫӗртме, юпа тата раштав уйӑхӗсенче пысӑк пулнӑ.
Пӗлтӗр Шупашкарта 405 пин ытла тӑваткал метр ҫурт-йӗр хӑпартнӑ. Вӗсенчен 398,5 пин тӑваткал метрӗ – нумай хваттерлӗ ҫуртсем, 6,5 пин тӑваткал метрӗ – харпӑр ҫуртсем. 2017 ҫулпа танлаштарсан, кӑтарту 25,5 процент ӳснӗ.
Стройкӑпа палӑрнӑ микрорайонсем ҫаксем: Хӗвеллӗ, Ҫӗнӗ хула, Университет, Садовый, Радужный, Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи 14 микрорайон, 2А Центр, IV микрорайон Центр, Кувшинка.
Кӑҫал 430 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хӑпартма палӑртнӑ.

Шупашкар хулинче ҫӗнӗ загс тӑвасшӑн. Ӑна валли Шупашкарти К. Иванов урамӗнче кадет шкулӗ пулнӑ ҫурта усӑ курасшӑн.
Чӑваш Енӗн юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫейӗн Юстици министерстви загс валли укҫа уйӑрма хирӗҫ мар. Кун пирки вӑл патшалӑх пурлӑхне тата ҫӗрпе усӑ курнине тишкерекен канашлура пӗлтернӗ.
Федераци хыснинчен укҫана 2020-2021 ҫулсенче уйӑрма пултараҫӗ иккен. Загса Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра тахҫан вырнаҫнӑ «Родина» кинотеатр пулнӑ ҫурт вырӑнӗнче тӑвассине те тишкернӗ. Ҫапах та кадет шкулӗ пулни меллӗрехӗн туйӑннӑ курӑнать.
Загс 1 гектара яхӑн лаптӑк йышӑнмалла. Объектӑн лаптӑкӗ – 3 пин тӑваткал метра яхӑн.

Шупашкар хулинчи тӳре-шара хваттер тара паракансене тӗрӗсленӗ. Республикӑн тӗп хулинче кун пек акцисене тӑтӑшах ирттереҫҫӗ-ха. Черетлӗ рейда чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тухнӑ.
Тӗрӗслевҫӗсем патшалӑха налук тӳлемесӗр тупӑш куракансене палӑртас тӗллев лартнӑ. Чӑн та, ун пеккисем сахал мар. Пушӑ хваттерсене вӗсен хуҫисем ют ҫынсене укҫалла хваттере яраҫҫӗ, анчах тупӑшшӑн налук тӳлемеҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи мускав районӗнчи 45 хваттере ҫитнӗ, вӗсенчен 25-шӗнче хваттер алӑкне уҫса кӗртекен тупӑнман. Ҫапах та тӗрӗслевҫӗсем сакӑр хваттер хуҫи хӑйсен куҫман харпӑрлӑхне тара панине палӑртма пултарнӑ. Вӗсем налук тӳленипе тӳлеменнине налукҫӑсем тӗрӗслӗҫ. Тӳлемен пулсан налук хурса парӗҫ.

Чӑваш Енре Беларуҫ лифчӗсем нумайланӗҫ. Ӗнер республикӑн Строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче «Могилевский завод лифтового оборудования» (чӑв. Могилеври лифт оборудованийӗн савучӗ) акционерсен уҫа обществин генеральнӑй директорӗпе Андрей Швецовпа министрӑн ҫумӗ Александр Шевлягин тӗл пулнӑ. Ӗҫлӗ калаҫӑва Чӑваш Енри ҫурт-йӗрти лифта ылмаштарассипе тимлекен предприятисен тата нумай хвтатерлӗ ҫурт-йӗр тӑвакан организацисен ертӳҫисем те хутшӑннӑ. Могилеври лифт пахалӑхӗ аваннине палӑртнӑ май Чӑваш Енре вӗсене анлӑрах усӑ курасси пирки килӗшсе татӑлнӑ.
Ҫак уйӑхӑн 26-30-мӗшӗсенче пирӗн республикӑна Беларуҫ Республикин официаллӑ делегацийӗ килнӗ. Вӑл тӗрлӗ предприяти-организацире пулӗ.

Шупашкарти вырӑс драма театрӗн спектаклӗсене курас тесен малашне театра мар, Культура ҫуртне кайма тивӗ.
Вырӑс спектаклӗсене юратакансем ӳлӗмрен Шупашкарти «Салют» культура керменне ҫӳреме пуҫлӗҫ. Анчах чылайлӑха мар. Мӗншӗн тесен театр ҫӗнӗ вырӑна яланлӑха куҫмасть. Ҫӗнӗ ҫӗрте артистсем хайсен тӑван культура учрежденийӗнче юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑран вӑхӑтлӑха тӗпленӗҫ. Театр 100 ҫулхи юбилейне хатӗрленет.
Ҫӗнӗ вырӑнта пӗрремӗш спектакле чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кӑтартӗҫ. Куракансене ун чух «Фальшивая монета» ӗҫе чӗнеҫҫӗ. Тепӗр кунне, чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, «Царевна-лягушка» тата «Бешеные деньги» ятлисене кӑтартӗҫ; чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче — «Женитьба» камите. Кассӑн телефон номерӗ унчченхиех: 57-29-83.

Кӗркунне ҫитнӗ май хваттер тара илме хакланнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ «МИР КВАРТИР» (чӑв. Хваттер тӗнчи) портал эксперчӗсем. Вӗсем хваттер тара илсе пурӑнни хӑш хулара мӗн хака ларнине пӗтӗмлетнӗ. 300 пин ҫынтан ытларах ҫын пурӑнакан 69 пысӑк хулана тишкернӗ.
Чи хаклӑ хула — Мускав. Унта пӗр пӳлӗмлӗ хваттер тара илме уйӑхсерен вӑтамран 32 пин те 907 тенкӗ кӑларса хумалла. Сочи тата Питӗр хулисенче те йӳнӗ мар. Вӗсенче 22 пине яхӑн ыйтаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах Шупашкар вӑл енчен йӳнӗ хуласен йышне лекнӗ. Кунта уйӑхсерен вӑтамран 6 пин те 954 тенкӗ тӳлесе хваттер тара илме пулать. Шупашкар виҫӗ пӳлӗмлӗ чи йӳнӗ пилӗк хула йышне те кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтрах икӗ пӳлӗмлисен хуҫисем кӗр енне хаксене хӑпартнӑ иккен.
