Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви тата уполномоченнӑйсен аппарачӗсем ҫӗнӗ ҫурта куҫӗҫ. Ҫӗнӗ ҫуртах мар-ха. Ҫӗнӗ вырӑна.
Вӗсем наркотӗрӗслев вырнаҫнӑ ҫуртра пулӗҫ. Пӗлменнисене пӗлтерер: тытӑма федераци шайӗнче пӗтерсе Шалти ӗҫсен министерствине куҫариччен ҫав ведомство Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 3-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑччӗ. Наркотик ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ унта 2017 ҫулччен ӗҫлерӗ.
Тытӑма 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пӗтерчӗҫ. 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче наркополицейскисем Шупашкарти Дзержинский урамӗнчи 4-мӗш ҫурта куҫрӗҫ.
Пушӑ пӳлӗмсене 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тесе ЧР Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине тата Этем правине хӳтӗлекен уполномоченнай аппаратне (вӑл Чӑваш Наци вулавӑшӗнче вырнаҫнӑ) тата Усламҫасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй аппаратне (вӑл Республика лапамӗнче вырнаҫнӑ) пама йышӑннӑ.