Ҫӗрпӳ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Сергей Беккер «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫата пӗр ватӑшӑн пӑшӑрханать.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан Антонина Родионова ҫурчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пушарта шар курнӑ. 2012 ҫулта ӑна вӑхӑтлӑх тесе Сӗнтӗрвӑрри хулинчи Лазо урамӗнчи 82-мӗш ҫуртра пӳлӗм панӑ. Фронтовик хӗрӗн пурӑнмашкӑн урӑх кӗтес ҫук.
Депутатран хӗрарӑм 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчех пулӑшу ыйтнӑ. Ун хыҫҫӑн Сергей Беккер район прокурорӗ Владимир Соловьёв ячӗпе ыйту ҫырнӑ. Надзор органӗнчен кинемей пӳлӗмӗ хӑтлӑ, унта ҫутӑ, сивӗ шыв пур, пӳрте хутса тӑраҫҫӗ тесе хуравланӑ.
Анчах пенсионер пӳлӗмре пурӑнма май ҫуккине паян та ӗнентерет иккен. Антонина Николаевна каланӑ тӑрӑх, чӳречесемпе алӑксене хаҫат чикет.
Район прокуратуринче хӗрарӑма район администрацийӗнче хваттер черетне тӑма сӗннӗ. Хӗрарӑм вара хӗл мӗнле каҫмаллинчен шикленет.