Чӑваш Енри ҫула 600 миллион тенкӗ ытла парса юсӗҫ. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, М-7 федераци трасси пӗр пайне — Вӑрмара пӑрӑнса каякан ҫул хӗресӗ патӗнчен Энтри Пасарӗ таран юсасшӑн.
Федераци тӗллевӗллӗ «Мускав – Улатимӗр – Чулхула – Хусан – Ӗпху» ҫула юсасси пирки RosTender.info пӗлтернӗ.
Ҫулӑн 698 километрӗнчен пуҫласа 705 киломтер таран лаптӑка юсама 642 миллион тенкӗ уйӑрмалла.
Ҫула ҫӗнӗрен сарма кӑҫалхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ хысҫӑн тытӑнмалла. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне ӗҫе вӗҫлемелле.
Хальлӗхе юсамашкӑн подряд организацине шыраҫҫӗ. Яваплӑха хай ҫине илес текен ҫул-йе организацийӗсен заявкисене пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, 28-мӗшӗнче ҫӗтерӳҫӗ ятне калӗҫ.
Ӗҫ заказчикӗ — Атӑл-Вятка регионӗнчи Автоҫулсен управленийӗ.
Чӑваш Енре осетин ҫынни нумаях пулмасть инкеке лекнӗ. Йывӑр тиевлӗ фурӑпа пыраканскерӗн машини ҫул айккине тӳнсе кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Пысӑк фура ҫул айккинче темиҫе кун выртнине пӗлтерсе ӑна пулӑшма ыйтса халӑх тетелӗсенчен пӗринче ҫыракан та тупӑннӑ. Нушана лекнӗ водителе нумаях пулмасть туртса кӑларнӑ.
Савӑннӑ водитель комментарине Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсен Чӑваш Енри управленийӗ Инстаграмра вырнаҫтарнӑ. «Эпӗ ҫул хӗрринче инкеке лекрӗ. Шӑнкӑртам ачисене, ҫак районсене чунтан тав тӑватӑп. Йӗркеллӗ осетинсен ячӗпе тав тӑватӑп. Сире аллах пулӑшса пытӑр», — тенӗ вӑл.
Йывӑр тивелӗ машинӑна ятарлӑ транспортпа туртса кӑларнӑ.
Ҫак хыпара сӳтсе явма хутшӑннисенчен пӗри хайхи осетина чӑвашсем мар, тутарсем пулӑшнӑ тесе ҫырса хунӑ.
Нарӑсӑн 28-мӗшӗнче «Шупашкар – Сурски» автоҫул ҫинче, Пӑрачкав районӗнче, ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем «Форд Транзит» микравтобуса чарнӑ. Унта вара 15 пассажир пулнӑ.
Водителӗн путевка тата тахограф пулман. Саккуна пӑсса пассажирсене илсе ҫӳрекен арҫынна Пӑрачкав районӗнчи полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ҫынсене Улатӑртан Сергиев Посад хулине шапаша илсе кайма тухнӑ, вӗсенчен ҫул укҫи илмен имӗш.
Патшалӑх автоинспекцийӗ пассажирсене асӑрхануллӑ пулма сӗнет.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнче авари пулнӑ: ГАЗель тата «Фольксваген» ҫапӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри паташалӑх автоиспекцийӗ пӗлтерет.
Инкек М-7 автоҫулӑн 586-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. Шел те, авари ҫухатусӑр пулман: икӗ ҫын вилнӗ, тепри аманнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Фольксваген» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та ГАЗельпе ҫапӑннӑ. Унти водитель тата пассажир ҫавӑнтах вилнӗ. ГАЗель водителӗ аманнӑ. Аварире пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫынсем ҫамрӑк – 20-30 ҫулсенчисем.
Ҫак кунсенче Канаш районӗнчи Маяк ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ авари пирки те пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Патӑрьелтен Шупашкара кайма тухнӑ микроавтобус ҫине КамАЗ кӗрсе кайнӑ.
2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнче «Яндекс. Такси» водителӗ 13 ҫулти хӗрачана, «зебра» патӗнче ҫул урлӑ каҫаканскере, вилмеллех таптаса кайнӑ. Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак арҫынна халӗ суд тунӑ.
Таксиста колони поселени колонине 2 ҫул та 1 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 2,5 ҫул руль умне ларма юрамасть. Суд вилнӗ хӗрачан тӑванӗсене 1,6 миллион тенкӗ памалла тунӑ.
Ҫав каҫ, юпан 8-мӗшӗнче, такси рулӗ умӗнче 22 ҫулти каччӑ ларнӑ. Авари вӑхӑтӗнче вӑл урӑ пулнӑ. Арҫын айӑпне йышӑннӑ, суд пуличчен хӗрачан тӑванӗсене 40 пин тенкӗ панӑ.
Суд водитель унччен те айӑпланнине, япӑх характеристикӑна, хӗрачан тӑванӗсене укҫа парса пулӑшнине тата авари хыҫҫӑн ачана медпулӑшу пама хӑтланнине шута илнӗ.
Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче пулна авари тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Аса илтерер: авари 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Самосвал Канашран Мускава кайма тухнӑ микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Инкекре 11 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тепри пульницӑра сывлама пӑрахнӑ. Самосвал водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна ун чухне 2 уйӑхлӑха арестленӗ.
Ҫак кунсенче водитель арестне тӑсас ыйтӑва суд ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче постановлени кӑларнӑ: арҫыннӑн аресчӗ тепӗр 2 уйӑхлӑха тӑсӑлать. Хӑй водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл умӗнчи машина тӑрук чарӑннӑран тормоз ҫине пуснӑ, ҫавна май йывӑр машина транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса микроавтобуспа ҫапӑннӑ.
ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире шар курнӑ ҫынсенчен, кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлнӗ.
Красноармейски районӗнчи темиҫе ялта пурӑнакан ҫынсем кӑмӑлсӑр: влаҫ ҫул тума вӗсенчен укҫа пухать. Килӗрен 5 пин тенке яхӑн ыйтаҫҫӗ. Ҫынсене акӑ мӗн шутлаттарать: саккуна пӑсни мар-и ку?
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫула ҫулла юсӗҫ. Патшалӑх район валли укҫа уйӑрать пулсан вӗсен мӗншӗн пухмалла? «Килӗрен 5-10 пин тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Конкретлӑ сумма каламаҫҫӗ. Пухусем ирттереҫҫӗ. Пӗр сектор укҫа панӑ ӗнтӗ. Палӑртмалла: укҫа пухнӑ чухне документсем ҫырмаҫҫӗ», - каласа кӑтартнӑ пӗр хӗрарӑм «Про Город» корреспондентне.
Ҫынсем шутланӑ тӑрӑх, капла 100-150 пин тенкӗ пухӑнать. Красноармейски район администрацийӗн ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, кӑҫал темиҫе ялта инициативлӑ бюджетировани программипе килӗшӳллӗн 16 проект пурнӑҫланӗ. Халӑхран пӗтӗмӗшле суммӑн 20 процентне кӑна пухаҫҫӗ, ҫавӑн чухлех ял тӑрӑхӗн администрацийӗ уйӑрать, тепӗр 60 процентне республика хыснинчен парӗҫ. Ку йӑлтах саккунлӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Маяк ялӗ ҫывӑхӗнче «Патӑрьел – Канаш – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус аварие лекнӗ. Ун чухне салонра пулнӑ виҫӗ ҫын – 18 ҫул тултарман ачасем – суранланнӑ. 10-ри ача комӑна кӗрсе ӳкнӗ.
Шел те, ӗнер пульницӑран хурлӑхлӑ хыпар килнӗ: 10 ҫулти арҫын ача тӑна кӗмесӗрех вилнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 16-ри тата 17-ри арҫын ачасем халӗ те пульницӑра.
Ҫав кун КамАЗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та микроавтобуспа ҫапӑннӑ. КамАЗ водителӗ вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ӑна Канаш районӗн чиккинче тытса чарнӑ. Вӑл ун чухне урӑ пулнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна ШӖМ следователӗсем тӗпчеҫҫӗ.
Паян ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 45 минутра Пӑрачкав районӗнче автобус ҫаврӑнса ӳкнӗ. Мускавран Чӗмпӗре кайма тухнӑ «Сетра» транспорт Мочкас ялӗнче кювета чӑмнӑ.
Салонра ҫав вӑхӑтра 20 пассажир пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 5 ҫын суранланнӑ, вӗсене вырӑнти пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, автобус водителӗ руле итлеттереймен. Халӗ Пӑрачкав районӗнчи полицейскисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнчен Шупашкара кайма тухнӑ маршрутка та ҫаврӑнса ӳкнӗччӗ. Юрать, салонри пассажирсем аманман, вӗсенчен пӗри ҫеҫ кайран тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫавӑн пекрех пулса тухать Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин хуравлани тӑрӑх. Ку пӑтӑрмахлӑ историе Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра ҫырса кӑтартнӑ.
Муркаш районӗнчи Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлкки ялӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьери шӑпӑрлансене ача пахчине ҫӳреме йывӑррине вӑл «Сурский рубеж» хаҫатра маларах ҫутатнӑ. Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлккинчи Наталья Орлова тӑватӑ ачине Юнкӑ ялӗнчи ача пахчине кунсерен ӑсатать. Малтан ҫемье М-7 федераци трасси патне 2,5 километр утать, унтан тепӗр 700 метр — «Юнкӑпуҫ» чарӑнӑва.
Ҫав вӑхӑтрах Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлккине шкул автобусӗ ҫӳрет. Анчах вӑл ача пахчине каякансене лартса каймасть.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев ку ыйтупа Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинетне ыйту ӑсатнӑ. Унтан СанПин пирки ӑнлантарса хуравланӑ. Тепӗр майлӑ каласан, пӗчӗкскерсене шкул автобусӗпе турттарни вӗсемшӗнех хӑрушлӑх кӑларса тӑратать-мӗн.
Алексей Кряжинов журналиста инструкци хыҫне пӗркенсе ҫырнӑ хурав питех те тӗлӗнтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ржанов Василий Тимофеевич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш тӗп музейӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Одюков Иван Ильин, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |