Пӑтӑрмахсем
![]() Шӑмӑршӑ хулинчи «Стройкомфорт» организаци ертӳҫине сӑмалашӑн явап тыттарма йышӑннӑ. Ҫапла тӑвас текенни — прокуратура. Предприяти ертӳҫи тӗлӗшпе ҫул-йӗр инспекторӗсем РФ Административлӑ кодексӗн 12.34-мӗш статьяпа административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ статья 20 пинтен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран штрафлама ирӗк парать. Пӑтӑрмах Шӑмӑршӑра ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ. Ҫул-йӗр ҫинче ӗҫлекенсем «Шӑмӑршӑ — Ҫӗнӗ Шӑмӑршӑ — Ҫӗнӗ Пӑкӑян» ҫул ҫине сӑмала тӑкнӑ. Ҫавӑн пирки вӗсем асӑрхаттару паллисем вырнаҫтарман, машинӑсене урӑх ҫӗртен каймаллине маларах систермен. Сӑмалаллӑ ҫул ҫине машинӑсем пӗлменнипе кӗрсе кайнӑ. Хаклӑ автомобильсем ҫумне сӑмала ҫыпӑҫса ларнӑ. Пурӗ 10 машина шар курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |