Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗн Николай (Аҫтахар) Плотниковӑн иртнӗ канмалли кунта, вырсарникун, Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗ ҫумӗпе иртсе кайма тӳр килнӗ. Шӑхасантан иртсен ҫул самай пӑсӑк пулни питех те тӗлӗнтернӗ вара — вӑл тем тесен те Ҫеҫпӗл ялне илсе каять-ҫке. Унта вара Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ, «Ҫеҫпӗл Мишши тӑван килӗ» комплекс вырнаҫнӑ. Хӑнасем те тӑтӑш кунта килсе ҫӳреҫҫӗ — сӑмахран, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Самар тӑрӑхӗнчи чӑвашсем аллӑ ҫынна яхӑн йышпа килсе кайнӑ.
Ҫула хӑҫан юсама палӑртни пирки ыйтӑва Чӑваш халӑх сайчӗ Ҫеҫпӗл ял тӑрӑхӗн администрацийӗ умӗнче тӑратнӑ. Хурав килсен вулакансене паллаштарӑпӑр.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче М-7 автоҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Ахмане ялӗ ҫывӑхӗнче, машина ашшӗпе хӗрне ҫапса кайни пирки паян кӑна хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: фургонлӑ «Фиат» умӗнче машина рулӗ умӗнче Тутарстан арҫынни ларнӑ. Вӑл «зебра» урлӑ каҫаканскерсене тӳрех асӑрхайман – вӗсем ҫине кӗрсе кайнӑ. 17 ҫулти хӗр авари вырӑнӗнчех вилнӗ. Йывӑр суранланнӑ ашшӗне пульницӑна илсе кайнӑ.
Шел те, 47 ҫулти арҫын авари хыҫҫӑн нумай пурӑнайман – паян вӑл та куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ.
Руль умӗнче ларнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 19 сехет те 20 минутра М7 автоҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Ахмане ялӗ ҫывӑхӗнче, «зебра» урлӑ каҫакан ашшӗпе хӗрне «Фиат» машина водителӗ ҫапса кайнӑ. Шел те, 17 ҫулти хӗр ҫавӑнтах вилнӗ. Ашшӗне, йывӑр суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Фургонлӑ машина рулӗ умӗнче Тутарстан арҫынни ларнӑ. Вӑл Хусан енчен килнӗ. Водитель каланӑ тӑрӑх, ҫул урлӑ каҫакансене тӳрех асӑрхайман, вӗсем ҫине кӗрсе кайна.
ШӖМ хыпарланӑ тӑрӑх, водитель ӳсӗр пек курӑнман, медицина освидетельствованийӗ ирттерӗҫ. Халӗ аварири ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Чӑваш ҫулҫӳревҫи Никита Тӗнче, хальхи вӑхӑтра Питӗре ҫитнӗскер (Финляндирен 150 ҫухрӑмра кӑна ларать), Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗрӗ ҫине лекнӗ «Мировое кочевье» (чӑв. «Тӗнче тавра ҫаврӑнни») ҫулӑн пайне пӗтӗмлетнӗ. Ку самант тӗлне Никита ҫемьи (аса илтеретпӗр, ку ҫулҫӳреве Никита арӑмӗпе Аяран хӗрне илсе тухнӑ) 1500 ҫухрӑм патнелле кайнӑ. Вӗсен ҫулӗ сакӑр субъект — Чӑваш Ен, Мари Эл, Чулхула, Иваново, Кустӑрма, Ярославль тата Ленинград облаҫӗсем — урлӑ иртнӗ. Пӗр кун хушшинче иртнӗ чи вӑрӑм ҫул тӑршшӗ 77,8 ҫухрӑм пулать иккен.
Хӑйӗн пӗтӗмлетӗвӗнче Никита ҫавӑн пекех ҫулсемпе ҫынсен пурнӑҫӗн пахалӑхне те хакланӑ. Чи япӑх ҫул пахалӑхӗ ун шучӗпе Ярославль облаҫӗнче. Мари Элте, Чулхулапа Кустӑрма облаҫӗсенче вара ҫынсен пурнӑҫӗ чи япӑххи. «Чулхула облаҫӗнчи пек ишӗлчӗк ял ҫурчӗсене эп Ҫӗпӗрте те асӑрхаман», — хӑй кӑмӑлне палӑртать чӑваш велоҫулҫӳревҫи. Аса илтеретпӗр, ҫулсене суйланӑ чухне Никита пысӑк автоҫулсенчен пӑрӑнма тӑрӑшнӑ.
Сӑмах май, каян, урӑн 3-мӗшӗнче, Андриян Николаев чӑваш космонавтне асӑнса ҫулсерен иртекен велочупу пулӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пуҫланӗ те Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта вӗҫленӗ.
Паян, ҫӗртмен уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнче «Мерседес» бордюра пырса тӑрӑннӑ. Кунашкал аварисем час-часах пулаҫҫӗ-ха, анчах руль умӗнче 18 ҫул тултарман хӗр ларни ҫынсене чӑннипех те тӗлӗнтернӗ.
Руль умӗнче 15-ри хӗр пулнӑ. Машини – урӑх ҫыннӑн, тӑванӗн. Вӑл та авари вырӑнӗнче пулнӑ. Ҫитменнине, ҫав хӗр руль умне ӳсӗр ларнӑ.
Ҫак аварие курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, йӗрке хуралҫисем машина ҫинчен пӳрне йӗррисене илнӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑка пулӑшу кирлӗ. Унӑн сывлӑхӗ питӗ йывӑр. Ун валли юн кирлӗ, донорсем шыраҫҫӗ.
28 ҫулти каччӑн юнӗ сайра тӗл пулаканни: 2-мӗш ушкӑнри, «отрицательнӑй». Унччен юн панӑ донорсем ҫеҫ каяҫҫӗ.
Ҫак каччӑ машина айне лекнӗ. Ку инкек Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте, Вӑрнар ҫулӗ ҫинче, пулнӑ. Вӑл ВАЗ автомашина кустӑрми айне лекнӗ.
Сирӗн ҫак ҫамрӑка пулӑшас килет тӗк ҫак телефонпа шӑнкӑравласа пӗлӗр: – (регистратура). Юн панӑ чухне Семенов Александр Сергеевич валли темелле.
«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи Мускавран Чӑваша килекенсене пуйӑспа тата автобуспа турттарма пуҫласшӑн. Халӗ те автобус та, пуйӑс та ҫӳрет-ҫке тесе тӗлӗнме кирлӗ мар. Ҫапла, паян та хутлаҫҫӗ вӗсем. Анчах кунта сӑмах пассажирсене мультимодальнӑй меслетпе турттарасси пирки пырать. Ун пек мелпе ытти хӑш-пӗр хулана унччен ҫыхӑнтарнӑ-ха. Халӗ, ав, Шупашкара та ҫапла майпа килме май килӗ.
Ҫӗнӗ йышши турттарӑва утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен йӗркелӗҫ. Малтан пассажирсем пуйӑспа Чулхулана ҫитӗҫ, унтан тӳрех автобус ҫине куҫса ларайӗҫ. Чулхуларан Шупашкара килмешкӗн автобусра 720 тенкӗ тӳлемелле. Расписанипе Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен сайтӗнче паллашма май килӗ. Хальлӗхе вӑл хатӗр марччӗ. Анчах унти пресс-службӑра ӗҫлекен Алена Чернышева ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, расписание ҫывӑх кунсенче пӗлтерӗҫ.
«Вятка» федераци автоҫулӗ ҫинче ҫул-йӗр патруль службин инспекторӗсем «Фольксваген Туарег» машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче ларнӑ 45 ҫулти хӗрарӑм документсене кӑларса кӑтартнӑ, анчах унӑн прави суя пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, документсене урӑх ҫын ҫине тунӑ, сӑнӳкерчӗкӗ вара урӑх ҫыннӑн. Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмне ШӖМ уйрӑмне ку ыйтӑва уҫӑмлатма илсе ҫитернӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен правасӑр юлнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ.
Каҫал тӑрӑхӗнче ӗнер хӑрушла инкек пулса иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсем Инстаграмри хӑйсен страницинче паян пӗлтернӗ. Инкеке сӑнлакан видеона та вырнаҫтарнӑ.
Кӳлнӗ лаша асӑннӑ районти Александровка ялӗ патӗнчен «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» автоҫул ҫине тухнӑ. Урапа ҫинче икӗ арҫын ларса пынӑ. Ҫул варрине ҫитсен арҫынсенчен пӗри, тилхепене тытса пыраканни, лашана хӑваласа та пӑхать. Анчах ҫул урлӑ каҫса ӗлкӗреймеҫҫӗ — урапа ҫине машина пырса кӗрет.
«За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) автопорталта пӗлтернӗ тӑрӑх, тилхепене тытса пынӑ 66-ри арҫын вырӑнтах вилнӗ, 68-ти тепӗр арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ, анчах унӑн куҫӗ реанимаци уйрӑмӗнче хупӑннӑ.
ВАЗ машина рульне тытса пынӑ 29 ҫулти водитель те аманнӑ. Тухтӑрсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл хӗрӗнкӗ пулнӑ.
Инкек тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер, ҫӗртмен 8-мӗшӗнче, Элӗк районӗнче пулнӑ аварире икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пурнӑҫран уйрӑлнӑскерсем ҫамрӑк пулнӑ – 30 ҫула та ҫитеймен.
Авари 22 сехет ҫурӑра пулнӑ. ВАЗ-2106 машинӑра ултӑ ҫын ларса пынӑ. Салонри ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем ял ҫывӑхӗнче ярӑнса ҫӳренӗ.
Пӑрӑнмалли вырӑнта водитель руле итлеттереймен – кювета чӑмнӑ. «Жигулин» 29 ҫулти водителӗ тата 28-ти пассажир вилнӗ. Вӗсем Элӗк районӗнчи Ҫӗнкас ялӗн ҫыннисем.
Салонри тепӗр тӑватӑ ҫын суранланнӑ. Вӗсем те Элӗк районӗнче пурӑнаканскерсем. Пассажирсем 1997, 1998, 1990, 1985 ҫулсенче ҫуралнӑ ҫынсем.
Водитель ун чухне урӑ е ӳсӗр пулнине экспертиза уҫӑмлатӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |