«ПроГород Чебоксары» (чӑв. ХулаПирки Шупашкар) кӑларӑмӑн халӑх корреспонденчӗ Р165 ҫул ҫинче «Лотос 105» маркӑллӑ темиҫе ҫӗнӗ автобуса асӑрханӑ. Ун шухӑшӗпе вӑл транспорт хатӗрӗсем Шупашкаралла ҫул тытнӑ.
«Килеҫҫӗ хамӑрӑннисем. Шупашкар патӗнче ӗнтӗ», — халӑх корреспонденчӗн шухӑшне пӗлтерет ПроГород.
Аса илтеретпӗр, пӗлтӗр пуҫланнӑ транспорт реформи хыҫҫӑн республикӑн шӗкӗр хулинче пысӑк автобуссем сахал мар кусма пуҫларӗҫ. Анчах та, каярах пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсене турттарма йӗркеленӗ лотсене выляса илнӗ компанисем, тӗслӗхрен «Авто-Экспресс-4», хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне йӗркене пӑсса пурнӑҫланӑ иккен — вӑтам калӑпӑшлӑ автобуссем вырӑнне пысӑк калӑпӑшлӑ транспортпа усӑ курнӑ. Ҫавна май вӗсемпе контрактсене пӑрахӑҫлама тивнӗ, хальхи вӑхӑтра халӑха вӗсен вырӑнне вӑхӑтлӑх ӗҫлекен перевозчиксем турттараҫҫӗ.
«Лотос 105» евӗрлӗ вӑтам калӑпӑшлӑ автобуссем контрактра палӑртнӑ йӗркене тивӗҫтерме кирлӗ. Шӑп ҫавӑн пирки ӗнтӗ вӗсене ҫав тери Шупашкарта кӗтеҫҫӗ. Ҫавах та Александр Сергеев асӑрханӑ автобуссем чӑн та республикӑн тӗп хулине ҫул тытни пирки официаллӑ ҫирӗплетсе каламан.
Машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли ҫула Чӑваш Ен урлӑ тӑвас сӑмах нумаях пулмасть тухрӗ. «Мускав – Чулхула – Хусан» автоҫулпа ҫыхӑннӑ хушу та тухнӑччӗ. Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче алӑ пуснӑ документра ҫул тума условисем йӗркелес тӗллеве палӑртнӑччӗ.
Ҫак кунсенче Питӗрте Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ ӗҫлет. Унта хутшӑннӑ май пирӗн республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Российские автомобильные дороги» (чӑв. Раҫҫейӗн автомобиль ҫулӗсем) патшалӑх компанийӗн пуҫлӑхӗпе Вячеслав Петушенкопа тӗл пулнӑ. Енсем «Европа – Хӗвел Анӑҫ Китай» автоҫул тӑвас ыйтӑва хускатнӑ. Трассӑн пӗр пайӗ — «Мускав – Чулхула – Хусан» тӳлевлӗ ҫул. Ҫул тӑршшӗ — 729 километр. Трасса пирӗн республикӑри Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсемпе иртмелле. Пирӗн республикӑра унӑн тӑршшӗ 89,3 километрпа танлашмалла.
Республика кунӗнче «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пурӑнакансем валли чӑн-чӑн парне пулӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче унта ҫул уҫӗҫ, троллейбус ярӗҫ.
Микрорайона троллейбус ямашкӑн ҫул хатӗрпе пӗрех. Тӑватӑ полосаллӑ ҫул тунӑ ӗнтӗ. Халӗ подрядчик асфальт сарас ӗҫе вӗҫлесе пырать, тротуарсем, велоҫулсем тӑвать. Подрядчик, «ТУС» АУ, тӗп ӗҫсене пӗлтӗрех вӗҫленӗ: магистральлӗ ҫул тунӑ. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 200,93 миллион тенке кайса ларнӑ.
Ҫул уҫнӑ хыҫҫӑн «Ҫӗнӗ хулана» 3-мӗш троллейбус ҫӳреме пуҫлӗ. Вӑл ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районне ҫитет.
Ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Остановись до переезда!» (чӑв. Ҫул урлӑ каҫнӑ чухне чарӑн!) акци иртӗ. Ӑна машинӑсем чукун ҫул урлӑ каҫнӑ чухне асӑрханччӑр, чарӑнса тӑччӑр тесе ирттерӗҫ.
Акци Лапсар патӗнчи чукун ҫул каҫҫи ҫинче ирхи 10 сехетрен пуҫласа 11 сехетчен иртӗ.
Чулхулари чукун ҫулӑн корпоратив службин пайташӗ Алена Чернышева ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшне Чукун ҫул каҫҫисене тимлӗх уйӑрмалли пӗтӗм тӗнчери кун тесе йышӑннӑ. Капла йышӑнӑва Чукун ҫулӗсен пӗтӗм тӗнчери пӗрлӗхӗ, Европа союзӗн комиссийӗпе тата Пӗрлештернӗ нацисен организацийӗпе палӑртнӑ.
Водительсене чукун ҫул урлӑ каҫнӑ чух асӑрхануллӑ пулмаллине аса илтерӗҫ. Ятарлӑ памяткӑсемпе стикерсем валеҫсе парӗҫ.
Чӑваш Енре самолетпа ҫул ҫӳрекенсем йышланнӑ.
Шупашкарти аэропорт хӑйӗн пилӗк уйӑхри ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, пассажирсен йышӗ кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче 50 процент нумайланнӑ.
«Пирӗн аэропорт пулӑшӑвӗпе кӑҫалхи пилӗк уйӑхра 141 пин пассажир усӑ курнӑ. Ку вӑл пӗлтерхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 1,5 хут нумайрах», — хыпарланӑ аэропорт хӑйӗн сайтӗнче. Сӑмах май, пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче 98 пин пассажир самолетпа вӗҫнӗ.
Авиапассажирсен йышӗ нумайланнине аэропортра рейссен шучӗ пысӑкланнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Авиарейссен хисепне 12 процент ӳстернӗ-мӗн.
Сӑмахран, Шупашкартан Мускава тата Мускавран Шупашкара вӗҫекен самолетсене кашни кун ҫӳреттерме авиакомпанисемпе калаҫса татӑлма май килнӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫӗршывӑн тӗп хулипе Чӑваш Енӗн тӗп хулине кунсерен ҫыхӑнтараканнисем — 4 рейс. Вӗсене «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) тата «Северный ветер» (чӑв. Ҫурҫӗр ҫилӗ) компанисем хутлаттараҫҫӗ.
Алексей Кряжинов журналист Шупашкар ҫывӑхӗнчи Карачура масарӗ ҫине кайса нушаланни ҫинчен Фейсбукра ҫырса кӑтартнӑ. Ҫула тухнӑ ытти пассажир та кӑмӑлсӑрланать иккен.
«Карачура ҫӑви ҫине кайса килесси паян тамӑкпа тан», — тенӗ журналист. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, «Чӑвашавтотранса» панкрута кӑлариччен тата транспорт реформиччен автобус кашни 30-45 минутра пӗрре ҫӳренӗ. Халӗ пӗр транспортпа теприн хушши 1 сехетпе танлашать иккен. Ҫитменнине, ГАЗельсем тата 19 вырӑнлӑ 30-мӗш маршрут хутлать-мӗн. Автобус ҫитиччен пӗр 20 минут маларах чарӑнӑва 25 ҫын таран пухӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ — унчченхи рейса вырнаҫайманнисем. Юлашки чарӑнуранах тулса килнӗ салона халӑх вырнаҫса пӗтеймен. Хирӗне-хирӗне, пӗр-пӗринпе тулаша-тулаша кӗрсе ларайнисем хӗсӗнсе Шупашкара кайнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 21 сехет те 35 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрарӑмпа ачана машина ҫапса хӑварнӑ. Хайхискерсем Совет урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ.
Ачаллӑ хӗрарӑма «Фольксваген Поло» ҫапса хӑварнӑ. Водитель вара авари вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ. Ӑна тепӗр 2 сехетрен тупнӑ, анчах вӑл, 28 ҫулти арҫын, медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ача, телее, суранланман. Хӗрарӑм вара урине хуҫнӑ.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, ҫак канмалли кунсенче Чӑваш Енре 11 авари пулнӑ. Ҫул-йӗр ҫинч инкекре 1 ҫын вилнӗ, 14-ӑн суранланнӑ.
Чӑваш Енри паллӑ велоҫулҫӳревҫӗ ӗнер, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, мӑшӑрӗпе Настьӑпа тата Аяран хӗрӗпе тӗнче курма тухса кайнӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмра пӗлтернӗ. Ҫула тухнӑ малтанхи кун ҫемье Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ҫул ҫаврӑмне ҫеҫ ҫитейнӗ-мӗн. Кун пирки Никита Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Никита Тӗнче ҫемйине ҫӗнӗ кайӑк пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче килнӗ. Ҫапла вара хӗр пӗрчӗк хӑйӗн пӗрремӗш ҫуралнӑ кунне ҫул ҫинче кӗтсе илӗ.
Ҫулпа васкавлӑ пыма кутамккасем йывӑрри те кансӗрлет-мӗн. Йыш хӑйсемпе пӗрле 100 килограмм ытла таякан хатӗр-хӗтӗр илнӗ.
Тӗнчесем Финляндине ҫитме палӑртаҫҫӗ. Унта лекиччен вӗсен Чикме урлӑ каҫса Чулхула витӗр тухмалла.
Тенчесен ҫулҫӳревне tenche-travel.ru сайтра пӑхма май пур.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта Карл Маркс урамӗнчи пӗр ҫурт тӗлӗнче темиҫе машина ҫапӑннӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, аварире тӑватӑ машина шар курнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх «Lada Xray» машинӑри 33 ҫулти водитель «Суту-илӳ ҫурчӗ» еннелле кайнӑ чухне хӑвӑртлӑха пысӑклатнӑ. Вӑл руле итлеттереймен – транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Лада Грантӑпа» ҫапӑннӑ.
Унтан автомобиль ҫине тепӗр икӗ машина пырса тӑрӑннӑ. Аварире «Lada Xray» машина салонӗнче ларнӑ 5 ҫулти хӗрача, «Lada Granta» машинӑра пулнӑ 22 ҫулти хӗрпе каччӑ аманнӑ.
Шупашкартан Симферополь хулине самолетпа ҫитме пулать. Паян-ыранах мар. Ҫииес уйӑхран. Тата тӗрӗсрех каласан, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен.
Икӗ регионти хуласене «Smartavia» (ку вӑл — «Нордавиа» авиакомпанин ҫӗнӗ ячӗ) ҫыхӑнтарӗ. Предприяти самолечӗсем Шупашкартан Симферополе, Симферопольтен Шупашкара хутлӗҫ.
5N-401/402 рейс эрнекунсерен пулӗ.
«Симферополь — Шупашкар» маршрутпа вӗҫекен самолет 09 сехет те 35 минутра хускалӗ те кунта 12 сехет те 15 минутра пулӗ. Шупашкартан вӑл Симферополе 13 сехет те 10 минутра вӗҫсе кайӗ, кӑнтӑрти хулана 16 сехет те 10 минута ҫитӗ.
Икӗ хулана ҫыхӑнтаракан самолет марки — «B-737-500». Ҫул ҫинче вӑл 2 сехет те 40 минут виҫӗ. Авиарейссене ҫӳретме ҫӗртме 7-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗччен палӑртнӑ.
«Smartavia» авиакомпанисӗр пуҫне Симферополе «Nordwind Airlines» те пассажирсене турттарӗ. Унӑн рейсӗсем юнкунсерен пулӗҫ. Самолетсене вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен тытӑнса юпа уйӑхӗччен 2-мӗшӗ таран вӗҫтерӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |