Ҫавӑн пекрех пулса тухать Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин хуравлани тӑрӑх. Ку пӑтӑрмахлӑ историе Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра ҫырса кӑтартнӑ.
Муркаш районӗнчи Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлкки ялӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьери шӑпӑрлансене ача пахчине ҫӳреме йывӑррине вӑл «Сурский рубеж» хаҫатра маларах ҫутатнӑ. Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлккинчи Наталья Орлова тӑватӑ ачине Юнкӑ ялӗнчи ача пахчине кунсерен ӑсатать. Малтан ҫемье М-7 федераци трасси патне 2,5 километр утать, унтан тепӗр 700 метр — «Юнкӑпуҫ» чарӑнӑва.
Ҫав вӑхӑтрах Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлккине шкул автобусӗ ҫӳрет. Анчах вӑл ача пахчине каякансене лартса каймасть.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев ку ыйтупа Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинетне ыйту ӑсатнӑ. Унтан СанПин пирки ӑнлантарса хуравланӑ. Тепӗр майлӑ каласан, пӗчӗкскерсене шкул автобусӗпе турттарни вӗсемшӗнех хӑрушлӑх кӑларса тӑратать-мӗн.
Алексей Кряжинов журналиста инструкци хыҫне пӗркенсе ҫырнӑ хурав питех те тӗлӗнтернӗ.
Чӑвашупрдор ҫул юсакан подрядчик шырать. Лайӑх хыпар: Улатӑр районӗнче икӗ ҫулта 10 ҫухрӑм ҫула ҫӗнетме палӑртнӑ: «Шӑмӑршӑ – Суйкӑн – Алтышево – Энӗш» участока.
Ҫак ҫул чӑннипех те хӑрушӑ лару-тӑрура пулнине вырӑнти ҫынсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Шӑмӑршӑпа Суйкӑн хушшинче вара вӑрманти ахаль ҫул кӑна, ун тӑрӑх ҫӳреме йывӑр.
Ҫак участок ҫинчи кивӗ асфальта хӑйпӑтӗҫ, ҫӗннине сарӗҫ. Ҫул унчченхинчен сарлакарах пулӗ. Ку ӗҫе кӑҫал ҫу-ҫурла уйӑхӗсенче тӑвӗҫ, унтан техника тӑхтавӗ пулӗ. 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче каллех ку ӗҫе пуҫӑнӗҫ.
Хальлӗхе палӑртнӑ хак – 113 969 004 тенкӗ. Аукцион пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте пулнӑ аварире 8 ҫулти ача вилни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: ҫул ҫинче «Фольксвагенпа» «Лада Ларгус» ҫапӑннӑ. Иномарка рулӗ умӗнче 32 ҫулти арҫын ларнӑ, салонра унӑн 10-ри ывӑлӗ тата 8 ҫулти виҫӗреш пулнӑ. 8-ти ачана тухтӑрсем тем пек тӑрӑшсан та ҫӑлайман. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа Шупашкара илсе кайма тӑнӑ, анчах ҫул ҫинче реанимаци тума чарӑннӑ. Шел те, ачан чӗри тапма пӑрахнӑ.
Авари 32 ҫулти арҫын айӑпӗпе пулнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ паллӑ: пӗлтӗр ун тӗлӗшпе ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн 26 административлӑ протокол ҫурнӑ. Чылайӑшӗ – пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳренӗшӗн.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви асӑрхаттарать: ыран Чӑваш Енре ҫил вӑйланать.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, кӑштах юр ҫӑвать, ҫил-тӑман вӗҫтерет. Ҫил ҫурҫӗр енчен ҫеккунтра 9-14 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет, кӑнтӑрла ҫеккунтра 15-20 метр таран вӑйланать. Ҫӗрле сывлӑш температури 0, -5 градус пулӗ, кӑнтӑрла – 1-6 сивӗ. Ҫул ҫинче вырӑнӑн-вырӑнӑн юр хӳтерсе лартӗ. Водительсене асӑрханма ыйтаҫҫӗ: шуҫлак пулӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тепӗр хутчен аса илтерет: ҫанталӑк япӑххине пула ҫул ҫинче аварисен йышӗ ӳсес хӑрушлӑх пур.
Паян 15 сехет те 50 минутра Шупашкарта Улатӑр ҫулӗ ҫинче, «Садовый» микрорайонтан тухнӑ ҫӗрте, авари пулнӑ: «Лада Ларгуспа» «Фольксваген» ҫапӑннӑ.
Иномарка рулӗ умӗнче 33 ҫулти арҫын ларнӑ, салонра унӑн виҫӗ ывӑлӗ пулнӑ (пӗри 2009 ҫулта ҫуралнӑ, виҫӗреш – 2011 ҫулта). Шел те, 8-ти арҫын ача вилнӗ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. Васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе кайнӑ чухне «симӗс хум» та тунӑ, ҫул-йӗр инспекторӗсен машини пӗрле пынӑ. Ҫул ҫинче реанимаци тума чарӑннӑ, анчах ача сывлама чарӑннӑ.
Иномарка водителӗ тата пӗр ача вӑйлах суранланнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иномарка водителӗ ҫул ҫинче пынӑ чухне ҫанталӑк условийӗсене шута илмен.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 16 сехет те 30 минутра Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ: Шупашкартан Канаша кайма тухнӑ маршрутка МАЗпа ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шупашкар – Канаш» маршрутпа ҫӳрекен микравтобус транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та МАЗпа ҫапӑннӑ. Шел те, ҫухатусӑр пулман. Микроавтобусӑн водителӗ вилнӗ, салонра пулнӑ ултӑ пассажир, ҫав шутра икӗ ача, суранланнӑ.
Канаш районӗнче автотранспортӑн ҫӗнӗ маршручӗсене йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Ҫакна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ йышӑннӑ документра палӑртса хӑварнӑ. Маршрутсене Улатӑр, Комсомольски тата Муркаш районӗсенче ылмаштарасшӑн.
Чӑваш Енри муниципалитетсен хушшинчи транспорта йӗркелесси ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута улшӑну кӗртнине ӑна йӗркелекенсем транспорт сетьене лайӑхлатассипе сӑлтавлаҫҫӗ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, документа ҫынсем, районсен администрацийӗсем тата уйрӑм усламҫӑсем ыйтнипе ҫӗнетме йышӑннӑ.
Правительствӑн йышӑнӑвӗнче муниципалитетсем хушшинчи ҫӗнӗ 4 маршрут уҫма, 15 маршрутӑн схемине ылмаштарма тата 61 маршрута хупма йышӑннӑ. Хупма палӑртнисемпе е ҫӳрекен ҫук, е ун пек ҫулпа хутлаканнисем ахаль те пур.
Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти муниципалитет пӗлтерӗшлӗ ҫулсем ҫинче пысӑк тиев турттаракан транспортсене ҫӳреме чарӗҫ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем ҫак кунсенче йышӑну хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав документра палӑртнӑ тӑрӑх, йывӑр тиев турттаракан автотранспорта хулана кӗме кӑҫал пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче чарӗҫ. Хула тӳри-шари кунашкал йышӑнӑва ҫуркуннесерен тӑвать, ҫапла майпа вӗсем ҫакӑ автомобиль ҫулӗсене ейӳ сарӑлнӑ вӑхӑтра хытӑ арканасран упрама пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Палӑртса хӑвармалла, пӗлтӗр хулана кун йышши машинӑсене пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче кӗме чарнӑччӗ, ҫак тапхӑр ун чухне ака уйӑхӗн 27-мӗшӗччен тӑсӑлнӑччӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Канаш районӗнче амӑшӗпе хӗрне машина ҫапса кайнӑ. Вӗсем ҫавӑнтах вилнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ҫав кун 18 сехет те 20 минутра автобус Канаш районӗнчи Ямаш ялӗ ҫывӑхӗнчи чарӑнуран иртсе ҫул хӗресленекен вырӑнта чарӑннӑ. Салонран 48 ҫулти хӗрарӑмпа унӑн 16-ри хӗрӗ тухнӑ та автобус хыҫнелле кайнӑ, айккинелле пӑхмасӑрах ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра Шӑхасантан Нурӑс еннелле «Лада Веста» пынӑ. Водитель ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ хӗрарӑмпа хӗр ҫине пырса кӗнӗ. Вӗсем йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ.
Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче Красноармейски районӗнчи 24-ри каччӑ ларнӑ. Вӑл авари вӑхӑтӗнче ӳсӗр пулман. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче шкул ачи машина кустӑрми айне лекнӗ. Кун тӗлӗшпе административлӑ тӗпчев ирттереҫҫӗ.
Ирхине 8 сехет те 20 минутра «Энӗш» автоҫулӑн 103-мӗш ҫухрӑмӗнче, Йӗпреҫ поселокӗнче, пулнӑ ку. 9-мӗш класс ачи Мересьев урамӗнче ҫул урлӑ чупса каҫнӑ. Анчах вӑл малтан транспорт килнипе килменнине лайӑх пӑхман. Ҫав вӑхӑтра «Фольксваген Транспортер» машина ҫывхарнӑ.
Водитель тӑрук чарӑнса ӗлкӗреймен, Йӗпреҫри 2-мӗш шкулта ӑс пухакан арҫын ачана ҫапса хӑварнӑ. Аварире ача суранланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |