Шупашкарти строительство материалӗсен савучӗ Шупашкарти Ишлей проездӗнчи, М-7 федераци пӗлтерӗшлӗ автоҫул ҫывӑхӗнчи ҫӗре куҫ хывнӑ. Тӗллевне пурнӑҫа кӗртес тесе вӑл Чӑваш Енӗн инвестици климачӗн канашне сӗнӳпе тухнӑ.
Ыйтупа тухаканни — «Рециклинг» текен тулли мар яваплӑ общество. Ӗҫлӗ хутсенче вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, строительство хуҫалӑхӗсенче юлакан чул ванчӑкӗсене тирпейлесшӗн имӗш. Пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче регистрациленнӗ общество маларах асӑннӑ савутпа хӑш енчен ҫыхӑннӑ тесе тӗлӗнекенсене пӗлтерер: «Рециклинг» пурлӑхӗн 83 проценчӗ — «Чувашская топливная компания» предприятин. Юлашкинчен асӑнни вара эпир маларах асӑннӑ савутӑн иккен. Тулли мар яваплӑ обществӑн 17 процент пурлӑхне Герасимовсем (ку вӑл савут директорӗн ҫемйи пулать) тытса тӑнине Александр Иванов журналист «Правда ПФО» интернет-хаҫатра хыпарланӑ.
М-7 ҫул ҫывӑхӗнчи лаптӑка «Рециклинг» общество ҫав трассӑна юсаса ҫӗнетме тытӑнсан хаклӑ хакпа ярӑнтарассишӗн илме шутланӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Шупашкарти Константин Иванов урамӗнче вырнаҫнӑ савут вырӑнӗнче вара ҫурт-йӗр хӑпартасшӑн, ун валли вырӑн пушатасшӑн.
Ҫулла Шупашкрати аэропортран Турцири Анталие самолетсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Кун пирки «Международный аэропорт Чебоксары» (чӑв. Тӗнче шайӗнчи Шупашкар аэропорчӗ) тулли мар яваплӑ общество хӑйӗн сайтӗнче ӗнер хыпарланӑ.
«Калаҫса татӑлма ҫӑмӑл пулманнине пытарар мар. Анчах унӑн кӑтартӑвӗпе эпир мӑнаҫланатпӑр тата сире ӑна пӗлтеретпӗр», — тесе ҫырнӑ кӗске информацире. Шупашкартан ют ҫӗршыва самолетсем чылай ҫул вӗҫменнине шута илсен Анталие чартерлӑ рейс уҫма пултарнине, чӑн та, хӑпартланса йышӑнма пулать.
PEGAS Touristik компани Шупашкартан Турцие турсем сутма тытӑннӑ. Ӑшӑ тинӗс хӗрне канма пирӗн тӑрӑхран самолетпа ака уйӑхӗнчен пуҫласа юпа уйӑх вӗҫӗччен кайма май килӗ. Чартер рейсӗпе вӗҫекенсене PEGAS FLY авиакомпани турттарӗ.
Чӑваш Енри икӗ районта пурӑнакан ҫынсем ҫулсене юртан тасатманран кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Кунашкал ыйту Элӗк тата Етӗрне районӗсенче сиксе тухнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ку ыйту сивӗчленсех пырать. Тӗслӗхрен, тӑватӑ полосаллӑ ҫул иккӗллӗ ҫеҫ юлнӑ.
2016 ҫулта ҫак икӗ районта тата Муркаш, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче ҫулсене юртан тасатассишӗн урӑх организаци яваплӑ пулнӑ. Кӑҫал ку тивӗҫе пурнӑҫламашкӑн урӑх подрядчик выляса илнӗ. Унӑн ертӳлӗхӗ каланӑ тӑрӑх вара, кунашкал япӑх ҫулсем вӗсене ун умӗнхи организацирен юлнӑ. Халӗ вӗсем раштав уйӑхӗнче тата кӑрлачри каникулта ҫунӑ юра тасатаҫҫӗ-мӗн.
«Чӑвашупрдор» ҫирӗлетнӗ тӑрӑх вара, ҫӗнӗ подрядчик тӗрӗс мар сведенисем панӑ: техника сахалрах-мӗн, реагентпа та ҫавӑн пекех лару-тӑру. ЧР транспорт министрӗ Михаил Резников килес умӗн организаци, ахӑртнех, ҫитменлӗхсене пӗр кунра пӗтерме шухӑшланӑ.
«За рулем» автопортал редакцине «Дорэкс» ӗҫченӗсем пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, предприяти ертӳҫи вӗсене ҫул-йӗр правлисене пӑснӑшӑн хунӑ штрафа хӑйсене тӳлеттересшӗн.
Штраф вара пӗчӗкех мар. Пӗтӗмпе — 123 пин тенкӗ. Хӑш-пӗр водителӗн 16 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивет-мӗн. Вӗсем вара 20 пин тенке яхӑн ӗҫ укҫи ҫеҫ илеҫҫӗ.
Ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ вӑхӑта тишкерес-тӗк, камера тӗлне тӳрех юр хыракан автоколонна лекнӗ. Камера светофор хӗрлӗ тӗс ҫутатнӑ вӑхӑтра кайнине, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнине ӳкерсе илнӗ. Машинӑсем пӗчӗк хӑвӑртлӑхпа пыраҫҫӗ, малтисем симӗс тӗс чухне каҫса каяҫҫӗ, теприсем вара хӗрли тӗлне лекеҫҫӗ.
Транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнине вара ҫула уйӑракан пая юртан тасатнӑ чухне ӳкерсе илнӗ. Водительсем каланӑ тӑрӑх, унччен ҪҪХПИпе кун пеккисемшӗн штрафсем килмесси пирки калаҫса татӑлнӑ. Ертӳлӗх ку ӗҫе кӑҫал та татса пама шантарнӑ та…
Шупашкар хула администрацийӗ пилотсӑр вӗҫекен комплекссем туянма палӑртать. Вӗсене хулари тӳре-шара пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен илесшӗн.
Туянма шухӑшланисен списокне вӗҫекен икӗ хатӗр, ҫӗр ҫинчи управлени икӗ станцине (вӗсем ноутбук никӗсӗ ҫинче ӗҫлӗҫ), темиҫе модульпе ытти хушма аксессуара кӗртнӗ. Комплексӑн пуҫламӑш хакӗ — 12,476 млн тенкӗ. Пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсене хула администрацийӗ те, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин подразделенийӗсем те усӑ курӗҫ.
Вӗҫекен аппаратӑн 250–1200 метра хӑпарма пултармалла, хӑвӑртлӑхӗ пӗр сехетре 65–100 километр ҫӗнмелле. Ҫунаттин сарлакӑшӗ 2750 миллиметртан кая мар пулмалла, 2950 миллиметртан сарлакине те илесшӗн мар. Пӗрре вӗҫсе хӑпарсан 3 сехетрен кая мар сывлӑшра ҫӳренине те шута илӗҫ.
Чӑваш Енри пассажирсене турттаракан транспортӑн ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кашнинех терминал пулмалла. Ку вӑл ҫынсене транспорт карттипе татӑлма май памалла. Транспорт карттипе усӑ куракансен ҫул укҫи Шупашкарта, сӑмахран, 1 тенкӗ йӳнӗрех ларать. Ку вӑл «Шупашкар–Кӳкеҫ», «Шупашкар–Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекенсене те пырса тивмелле.
Терминалсем пулмаллине 2013 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ йышӑннӑ 566-мӗш номерлӗ «О картах для безналичной оплаты проезда на транспорте общего пользования на территории Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин территорийӗнче пӗтӗмӗшле усӑ куракан транспортра укҫӑсӑр тӳлемелли картӑсем ҫинчен) йышӑнура пӑхса хӑварнӑ. Водительсем ун пек терминал ҫукки пирки ӑнлантарма пӑхнине пассажирсене пуҫа чикмесен те пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен терминал ҫук маршрутра укҫа тӳлемсӗрех кайма юрать.
Шупашкарти водительсене урамра ҫакӑнса тӑракан ҫул-йӗр паллисене тимлерех пӑхма ыйтаҫҫӗ. Унччен хӑнӑхнисем ҫумне ҫак кунсенче ҫӗннисем хутшӑннӑ.
Шупашкарти Ярославль урамӗнчи 74-мӗш ҫурт патӗнче, акӑ, «Чарӑнма юрамасть» паллӑна хушма табличкӑпа, «Эвакуатор ӗҫлет» текеннипе, вырнаҫтарасшӑн.
Б. Хмельницикий тата Дементьев урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта, «Кошкино» чарӑну еннелле, ҫак кунсенче «Ҫаврӑнмалли вырӑн» паллӑна тата «Расстояние до объекта» (чӑв. Объектченхи инҫӗш) 150 м» асӑрхаттарӑва вырнаҫтарнӑ.
Яноушек тата Граждан урамӗсем пӗрлешнӗ вырӑнта «Ҫуран ҫӳрекенсем каҫмалли вырӑн» тесе ҫырса хунӑ.
Раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкассипе Тури Тимӗрчкассине пӗрлештерекен ҫула уҫнӑ. Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май унта Хӗл Мучипе Юрпике ҫитнӗ.
Ҫавӑн пекех унта ЧР транспорт министрӗ Михаил Резников, ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Мансур Калмыков, Комсомольски районӗн пуҫлӑхӗ Хасиятулла Идиатуллин, Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин, Воддорстрой элчисем те хутшӑннӑ. Ҫула Воддорстрой сарнӑ. Пӗтӗмпе 33,895 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫула 4 уйӑхра сарса пӗтернӗ.
Килӗшӳре палӑртнӑ тарӑх, ҫул 6 метр сарлакӑш. Ӑна асфальтлӑ бетонпа витнӗ.
Ыран, раштавӑн 27-мӗшӗнче, «Фучик-Айхи» ҫул ҫыхӑнӑвӗнче транспорт ҫӳреме тытӑнӗ. Ӑна темиҫе ҫул каялла уҫнӑ. Анчах кунпа ҫыхӑннӑ савӑнӑҫлӑ мероприяти пулман.
Ҫак кунсенче ҫула хупланӑ блоксене илнӗ, ирхине ҫӗнӗ ҫулпа общество транспорчӗ ҫӳреме тытӑнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫулпа 2-мӗш (Роза Люксембург – «Садовый» микрорайон), 12-мӗш («Садовый» микрорайон – «Благовещенский» микрорайон) тата 65-мӗш (Дементьев урамӗ – Стартовая урамӗ) номерлӗ автобуссем ҫӳрӗҫ.
Сӑмах май, унччен ҫак ҫула раштавӑн 20-мӗшӗччен уҫма палӑртнӑ. Анчах палӑртнӑ кун тӗлне ӗлкӗреймен.
Шупашкарта троллейбусра 12 ҫулти арҫын ачана ток ҫапнӑ текен сас-хура массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче хӑвӑрт сарӑлчӗ. Пӑтӑрмахӗ эрнекун, раштавӑн 23-мӗшӗнче, хулан Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи «Йышлӑх урамӗ» чарӑнура пулса иртнӗ. 11-мӗш маршрутри троллейбуса ларнӑ чухне ури хытӑ ыратса кайнӑ яш тренировкӑран таврӑнать пулнӑ. Ӑна япӑххине кура васкавлӑ пулӑшу ҫийӗнчех чӗннӗ. Троллейбуса маршрутран кӑларнӑ.
Пӑтӑрмах пирки тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем арҫын ачана ток ҫапнине хальлӗхе палӑртман. Пӑтӑрмах сӑлтавне палӑртас тесе судпа медицина экспертизи тума йышӑннӑ. Инкек пирки тӗпчевҫӗсем арҫын ачаран, кондуктортан, троллейбус водителӗнчен, пӑтӑрмаха курнисенчен, вунна яхӑн ҫынтан, ыйтса пӗлнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |