Чӑваш Енре пӗлтӗр общество транспорчӗпе ҫӳрекенсем сахалланнӑ. Кун пирки паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Владимир Иванов министр пӗлтернӗ.
Транспортшӑн тата ҫул-йӗршӗн яваплӑ ҫак специалист транспорт тытӑмӗ иртнӗ ҫул епле аталаннине тишкернӗ. Ку енӗпе пирӗн республикӑра ятарлӑ программа ӗҫлет. 2013 ҫулта пурнӑҫа кӗме пуҫланӑскер 2022 ҫулччен вӑйра тӑрӗ.
Программӑна пурнӑҫласа республикӑри регион пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗре пӗлтӗр 139 км юсанӑ, муниципалитетсенче — 10,3 км, ял тӑрӑхӗсенче — 74,5 км.
Пассажирсене общество транспорчӗпе турттарасси пӗлтӗр чакнӑ пулин те самолетпа вӗҫекенсем йышланнине палӑртмалла. Пӗлтӗр ун пеккисем 165 пин ҫын пулнӑ, ку вӑл унчченхи ҫулхинчен 2 хута яхӑн ытларах.
Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Чӑваш Ен Росавтодортан Пӑрачкав кӗперне юсама укҫа ыйтнӑ. Унтан хурав килнӗ: чи малтан укҫа-тенкӗ пуҫӑннӑ объектсене вӗҫлеме кайӗ.
Анчах ку республикӑна укҫа килмессине пӗлтермест. Пӑрачкав районӗнчи Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпере федераци укҫи-тенкипе юсас шанчӑк пур-ха. Федераци хыснинчен уйӑрса памасан та Чӑваш Енӗн укҫа тупма тивет, кӗпере ҫитес икӗ ҫулта юсамаллах. Кун пирки ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ.
Кӗпере юсамалли проекта 2015 ҫултах хатӗрленӗ. Кун валли пӗтӗмпе 565,144 миллион тенкӗ кирлӗ. Минтранс ку лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрать. Хальлӗхе вара кӗпер питӗ япӑх лару-тӑрура.
Унччен ҫак кӗпере «Платон» тытӑмӗ пухнӑ укҫапа юсассине пӗлтернӗ. Анчах ҫав укҫа, 68 миллион тенкӗ, Етӗрне районӗнчи Сӑр урлӑ кӗпере юсама кайӗ.
Ҫӗрпӳри кӗпере 2015 ҫулта аран-аран хута янӑччӗ. Кайран тепӗр пайне, кӗпер патне пымаллине, Сарӑтури «Волгомост» предприятие тума шаннӑччӗ. Вӑл вара иртнӗ ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче панкрута тухнӑччӗ.
Упрдор Сарӑтури «Волгомост» ячӗпе килӗшӗве пӑрахӑҫлама ыйтса янӑ тавӑҫа республикӑн Арбитраж сучӗ тивӗҫтернӗччӗ, заказчик валли 116 миллион та 424 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑччӗ. Анчах «Волгомост» кун пек йышӑнупа килӗшменччӗ. Вӑл Улатимӗрти пӗрремӗш Арбитраж судне аппеляци ҫӑхавӗ ҫырнӑччӗ.
Арбитраж сучӗ контракта пӑрахӑҫланӑ, халӗ ҫав йышӑну вӑя кӗнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗ тӗлне ҫӗнӗ подряд организацине палӑртмалла. Анчах ӗҫ калӑпӑшӗ самаййине шута илсен ӗҫе юпа уйӑхӗ тӗлне туса пӗтересси те иккӗленӳллӗ. Ку шухӑша республикӑн транспорт министрӗ Владимир Иванов Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн телерадиокомпанине пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 3–12-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене общество транспортӗнче тӳлевсӗр илсе ҫӳрӗҫ. Вӗсемпе пӗрле ҫула тухнӑ ҫынсенчен те вӑл вӑхӑтра укҫа ыйтмӗҫ. Ҫӑмӑллӑх хулаҫум тата хуласем хушшинчи автобуссене, маршруткӑсене, хула ҫумӗнчи пуйӑссене пырса тивӗ.
Ветерансене тӳлевсӗр илсе ҫӳреме ирӗк паракан хушӑва Чӑваш Енре ятарлӑ хушупах ҫирӗплетнӗ. Сӑмах май, багажшӑн та укҫа ыйтмӗҫ. Троллейбуспа тата таксипе кайсан тӳлеме тивӗ.
Ҫула тӳлевсӗр тухас тесен вӑрҫӑ участникӗ пулни ҫинчен калакан удостоверени кӑтартмалла, паспорт та кирлӗ пулӗ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ ҫу уйӑхӗнчи уявсем тӗлӗнче Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсемпе сусӑрӗсем пуйӑспа тата самолетпа ҫула тӳлевсӗр тухайрассине пӗлтернӗччӗ.
Вӑрмар тата Муркаш районӗсенче ҫул тума кӑҫал хыснаран 32 миллион тенкӗ уйӑрмалла. «Чӑвашупрдор» предприяти саккасҫӑ евӗр пулса подряд организацийӗсене шыранине пӗлтернӗ.
Аукцион ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртмелле. Ун вӑхӑтӗнче Муркаш тата Вӑрмар районӗнчи обьектсене тӑвакансене палӑртмалла.
Вӑрмар районӗнчи Тикеш ялӗнчи Ленин, шкул урамӗсене тата Кудрявцев тӑкӑрлӑкне юсама 11 миллион тенкӗ ытларах уйӑрма палӑртнӑ. Юсамалли ҫул тӑршшӗ — 1,184 километр. Ӗҫе контракта алӑ пуснӑ хыҫҫӑн ултӑ уйӑхра вӗҫлемелле.
Муркаш районӗнчи Отарккӑ ялӗнче 3,020 километр тӑршшӗ ҫул сармалла. Унта Вӑрман, Афанасьев, Анисимов тата Пахча урамӗсене хӑтлӑх кӗртесшӗн. Ҫул тӑршшӗ вӑрӑм та укҫи те ытларах кирлӗ: 20,8 миллиона яхӑн уйӑрмалла.
«Дорэкс» акционерсен обществи ҫула вӗри асфальтбетонпа юсама пуҫланӑ. Юсав бригадисем иртнӗ эрнере Шупашкарти И.Франко тата Текстильщиксен урамӗсенче 400 тӑваткал метра яхӑн лаптӑка юсанӑ.
Паянтан ҫул-йӗрҫӗсем Ленин проспектне юсама пуҫланӑ. Тӗплӗ юсава 2014 ҫулта «Чӑвашавтодор» ирттернӗ. «Дорэкс» ӗнентернӗ тӑрӑх, ӗҫе мӗнпур технологие пӑхӑнса пурнӑҫлаҫҫӗ. Юсав ӗҫне 6 бригада хутшӑнать.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ ҫул ҫинчи шӑтӑксене «сивӗ асфальтпа» юсанине пӗлтернӗччӗ. Ку меслетпе ҫӗнетессине иртнӗ уйӑхрах пуҫланӑччӗ. «Сивӗ асфальт» сивӗ ҫанталӑкра аван иккен. Унашкал асфальта хумашкӑн вӑхӑт та нумай кирлӗ мар. Аса илтерер, иртнӗ уйӑхра республикӑри ҫулсем ҫинче 17 бригада, 40 единица техника ӗҫленӗ.
Ҫывхарса килекен ҫу уйӑхӗнчи уявсем тӗлӗнче Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсемпе сусӑрӗсем пуйӑспа тата самолетпа ҫула тӳлевсӗр тухайӗҫ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, пуйӑс ҫинчи ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма кӑмӑл тунисем хальлӗхе — виҫҫӗн. Ватӑсемпе пӗрле пӗр ҫын пӗрле тӳлевсӗр каяйрать. Чӑваш Енри шур сухалсем Мускава тата Питӗре кайма кӑмӑл тунӑ. Акци ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 10-мӗшӗ таран пырать.
Шупашкартан Питӗре самолетсем вӗҫтерекен «РусЛайн» авиакомпани те Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене самолетпа тӳлевсӗр вӗҫме чармасть. Вӗсемпе пӗрле ҫула тухнисене ҫур хакпа илсе кайӗҫ. Самолетри ҫӑмӑллӑх пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен 8-800-5555-800 тӳлевсӗр номерпе талӑкӗпех шӑнкӑравлама юрать.
Пӑрачкавсемшӗн ку чӑн-чӑн савӑнӑҫ пулӗ. Унти пӗр урамра ҫӗнӗ ҫул сарасшӑн. Ҫак ӗҫе тумашкӑн республика хыснинчен 18 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Патшалӑх туянӑвӗсен сайтӗнче Пӑрачкав ялӗнчи Комсомольски урамӗнчи ҫула сармашкӑн «Чӑвашупрдор» аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Пирвайхи хак — 18 миллион тенкӗ те 339 пин тенкӗ. Ӑна республика хыснинчен уйӑрӗҫ.
Килӗшӳре ҫул вӑрӑмӑшӗ 2 ҫухрӑм та 868 метр пулнине палӑртнӑ. Ҫула вӗтӗ чулран тӑвӗҫ. Ку ҫула кам тӑвассине ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ӗҫе 6 уйӑхра туса пӗтерме палӑртнӑ.
Ҫулсерен 60–95 пин ҫухрӑм ҫӳрекен йывӑр тиевлӗ машина хуҫисем валли «Платон» тӳлевне йӳнӗрех тӑвасшӑн. Анчах хальлӗхе ку калаҫу шайӗнче кӑна-ха. Сӗнӗве ҫирӗплетмен.
ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗнче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев «Платонри» скидкӑсем пирки РФ Транспорт, Экономика тата Финанс министерствисене шухӑшлама каланӑ. Палӑртмалла: ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен тариф ӳснӗ, кашни ҫухрӑмшӑн 1,9 тенкӗ тӳлемелле.
Транспорт министрӗ Максим Соколов «Платон» дальнобойщиксемшӗн ҫивӗч ыйту пулманнине пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи даннӑйсене ӗненес тӗк, ҫакна 424 машина ҫеҫ хирӗҫ. Пӗтӗмпе ку тытӑмра вара 820 пин машина регистрациленӗ.
Сӑмах май, канмалли кунсенче Иркутскра «Платона» хирӗҫ йӗркеленӗ авточупу пуҫаруҫисене тытса чарнӑ. Вӗсем ку акци пирки администраципе калаҫса татӑлман.
Кӑҫал Шупашкар районӗнчи хӑш-пӗр автоҫула юсама палӑртнӑ. Шупашкар район администрацийӗ юсав ирттерекен подряд организацине шыраса пӗлтерӳ вырнаҫтарни тӑрӑх хакласан, асӑннӑ муниципалитетра «Янӑш—Кӗҫӗн Турхан» тата «Шупашкар—Ҫӗньял» ҫулсене ҫӗнетесшӗн.
Малтан каланин тӑршшӗ — 1 километр та 830 метр, теприн — 3 километр та 614 метр. Иккӗшне юсама район 28 миллион тенкӗ тӳлеме хатӗр, ҫав шутран Янӑшран Кӗҫӗн Турхана каякан ҫула юсама 10,9 млн тенкӗ кирлӗ, Ҫӗньяла ҫитекеннине — 17,4 млн. «Кӗмӗле» харӑсах виҫӗ ҫӑлкуҫ шучӗпе: федераци, республика тата вырӑнти хысна — шучӗпе саплаштармалла.
«Янӑш—Ҫӗньял» ҫула кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен юсаса пӗтермелле, «Шупашкар—Ҫӗньял» трассӑна — утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗччен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |