Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Березовка ялӗнче пурӑнакансем Путин патне петици ҫырнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 01.11.2018 14:31 | 1813 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Йӗпреҫ районӗнчи Березовка ялӗнче пурӑнакансем чӑтайман – Владимир Путин патне петици ҫырнӑ. Халӑха Йӗпреҫрен яла илсе ҫитерекен ҫул ытла та хӑрушӑ пулни пӑшӑрхантарать.

Общество транспорчӗ пӗрре урлӑ кӑна ҫӳрет, васкавлӑ медпулӑшу 40 минутран килет. Ара, хӑлтӑр-халтӑр ҫулпа хӑвӑрт ҫӳреймӗн. Ӑна 10 ҫул ытла юсаман. 20 ҫухрӑм ҫула 40 минутра ҫеҫ парӑнтарма пулать-мӗн. Общество транспорчӗпе те ыйту ҫивӗч. Расписанире – икӗ рейс, анчах вӗсем те пурте ҫӳремеҫҫӗ, мӗншӗн тесен водительсем кунашкал ҫулпа кайма хирӗҫ. Таксистсем вара 1000 тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Ял ҫыннишӗн ку пысӑк укҫа.

Петицие Change.org сайтра вырнаҫтарнӑ. Вӑл - Владимир Путин, Михаил Игнатьев Элтепер, Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров валли.

Ҫул япӑх пулсан та Йӗпреҫе тухса кӗмелли тупӑнать. Ялта пульница, аптека, лавкка ҫук. Петицире палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ҫулпа ҫывӑх ялсенче пурӑнакан 1105 ҫын усӑ курать. Анчах вырӑнти тата республика ертӳлӗхӗ сахал ҫыншӑн ҫул сарнинче уссине курмасть-мӗн. Ҫак ялсенче пурӑнакансен ачисем, мӑнукӗсем пуррине шута илеҫҫӗ-и вӗсем? Вӗсем те яла тӑванӗсем патне килсе ҫӳреҫҫӗ-ҫке-ха.

Паянхи кун тӗлне петицие 300 ытла ҫын алӑ пуснӑ.

#Элтепер, #петицисем, #Березовка, #Йӗпреҫ районӗ, #тӳре-шара, #ҫул-йӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 1235.41.6990
2018.11.01 19:22
"Пӗрре урлӑ ҫӳрет..." Тем каласшӑн пулнӑ ӗнтӗ. "Ҫула парӑнтарма" тени тата мӗн? Водительсем кунашкал ҫулпа кайма хирӗҫ..." Кӑна ӑнланма пулать, анчах вырӑсла куҫарса пӑхсан кӑна.
Agabazar // 4034.26.7029
2018.11.01 20:31
Agabazar
Ку яла ĕлĕк "Çĕнĕ Пурнăç" тенĕ.
2018.11.04 18:47
Владимир Изачак
Увы, петиция не по адресу. Путин палец о палец не ударит - главный виновник, Федоров Н. ф. Это по его инициативе был совершен рейдерский захват Чувашавтодора и впоследствии предприятие было обанкрочено и развалено. В названную деревню дорога содержалась неплохо. А бывший эльдебер чуваш, вместо тюремных нар, восседает в Совете Федерации и неплохо себя чувствует. Сначала во главе Автодора поставили несмышленыша Шайхуллу - военного пенсионера а через восемь месяцев пришли подлинные новоявленные хозяева - им не нужны были дороги... Вот так-то...
Agabazar // 1959.73.4159
2018.11.06 12:00
Agabazar
Чăвашла калаç.
2018.11.07 19:13
Владимир Изачак
Дебилу вечная проблема -
в мозгу лишь пламенная страсть;
Какую не затронешь тему -
Он только: - "Чăвашла калаç".

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем