Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Аварисем пирки ятарлӑ сайтра пӗлме пулать

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Софья Савнеш 13.11.2018 11:51 | 357 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Чӑваш Енри ҫулсем ҫинче пулкан аварисем пирки ятарлӑ сайтра пӗлме май пур. Хастарсем проект хута янӑ, ҪҪХПИ порталӗнчи материалсене пухнӑ, систематизациленӗ.

«Карта ДТП» сайт чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта 2015 ҫултанпа ҫулсем ҫинче пулнӑ аварисем пирки тӗплӗн пӗлме пулать. Проект авторӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, ку ҫулсене хӑрушсӑртарах тума май парать

Чӑваш Ен картти ҫине лекес тесен «Карта ДТП» сайтра хамӑр региона тупса «шӑшипе» пусмалла. Информацие пӗлме ансат: авари пулнӑ вырӑна «шӑшие» тӗллемелле е даннӑйсене кӗртмелле. Ҫапла майпа ҫак хыпарсене пӗлме пулать: авари мӗнле йӗркене пӑснӑшӑн сиксе тухнӑ, унта кам лекнӗ, водитель стажӗ, автомобиль марки, авари пулнӑ чухне мӗнле ҫанталӑк тӑнӑ. Инкекре ҫын вилнӗ тӗк ӑна хура ҫавракапа паллӑ тунӑ.

Сайта ҫӑмӑллӑнах кӗме май пур. Хальлӗхе вӑл компьютер е ноутбук урлӑ кӑна ӗҫлет.

#ҫул-йӗр, #ҪҪХПИ, #проектсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/53579
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Патруль машини инкеке лекнӗ
2018, 02, 09
Пуш уйӑхӗнче ҫул-йӗр инспекторӗсем темиҫе тӗрӗслев ирттерӗҫ
2018, 02, 26
«Сире пула мана асӑрхаттарчӗҫ», — тенӗ те штрафламан
2018, 09, 22
Ҫул хӗрринче тӑракан 14-ри хӗрачана ҫапса кайнӑ
2018, 09, 26
Ҫӗрпӳ районӗнче «Яндекс. Такси» хӗрарӑма вилмеллех ҫапса хӑварнӑ
2018, 10, 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org