Шупашкарти Мускав кӗперне туса пӗтермешкӗн тата сахал мар укҫа кирлӗ. Кун валли тепӗр 518 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ку ыйтӑва ЧР Правительствинче сӳтсе явнӑ.
Аса илтерер: Мускав кӗперне 2015 ҫулта тума тытӑннӑ. Ӑна ҫитес ҫул туса пӗтерме палӑртнӑ. Анчах Мускав кӗперне вӑхӑтра хута ямашкӑн укҫа-тенкӗ кирлӗ.
Кӑҫал кӗпере тунӑ ҫӗре 435 миллион тенкӗ яма палӑртнӑ. 340 миллион тенки федераци хыснинчен пулӗ.
Сӑмах май, Мускав кӗперӗн ҫур пайне кӑҫал Республика кунӗ тӗлне уҫмалла. Шупашкар хула администрацийӗ Алексей Ладыков подрядчик умне ҫакнашкал тӗллев лартнӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 20 сехет ҫурӑра «Мускав – Ӗпхӳ» автоҫулӑн 631-мӗш ҫухрӑмӗнче виҫӗ транспорт пырса ҫапӑннӑ.
ЧР ШӖМӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑр тиевлӗ машина водителӗ руле итлеттереймен, ҫул варринчи карта ҫине кӗрсе кайнӑ. Ҫапла майпа вӑл ытти транспорта кайма чарнӑ. Ҫавӑнтах «Шупашкар – Мускав» маршрутпа икӗ автобус пынӑ. Вӗсен водителӗсем чарӑнса ӗлкӗреймен, йывӑр тиевлӗ машина ҫине кӗрсе кайнӑ.
Ку аварире ултӑ ҫын шар курнӑ. Пиллӗкӗшне вырӑнтах медицина пулӑшӑвӗ панӑ. Пӗрне пульницӑна илсе кайма тивнӗ. Пӗтӗмпе икӗ автобус салонӗнче 60 ытла ҫын пулнӑ. Вӗсене урӑх автобус ҫине лартса янӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енри ҫулсене юсама 5 миллиард ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Укҫан пысӑк пайӗ ҫӗнӗ ҫул сарнӑ ҫӗре кайӗ. 2 миллиард тенкипе вара ҫулсене тӗплӗ юсӗҫ. Ку ыйтупа Федераци ҫул-йӗр агентствин пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӗвне тата 2017–2018 ҫулсенчи плана палӑртассине халалланӑ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗнче калаҫнӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
РФ транспорт министрӗ Максим Соколов 2019 ҫул тӗлне федераци ҫулӗсене 100 проценчӗпех йӗркене кӗртмелли пирки каланӑ. Ҫак тӗллеве пурнӑҫлама йышӑну тунӑ.
Конференцире ҫак ӗҫе «Платон» тытӑмне те хутшӑнтарма сӗннӗ. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне ҫак тытӑм 17 миллиард тенкӗ пухнӑ. Ку укҫана регионсенчи ҫулсене пӑхса тӑма ярӗҫ. Кӑҫал ку укҫапа ытларах кӗперсене юсӗҫ.
«Платон» укҫине Пӑрачкав районӗнче Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпере юсамашкӑн та уйӑрассине сайтра унчченех пӗлтернӗччӗ. Ҫак тӗллевпе Чӑваш Ене 68 миллион тенкӗ килӗ.
Ҫанталӑк начар тӑни ҫул-йӗр ӗҫченӗсемшӗн чӑрмав мар. Ҫумӑр ҫусан та, юр ӳксен те вӗсем асфальта саплаҫҫӗ.
«Про Город» редакцине вулакан видео йӑтса килнӗ. Вӑл ҫул-йӗр ӗҫченӗсем япӑх ҫанталӑкра асфальта сапланине ӳкернӗ. Алексей каланӑ тӑрӑх, шӑтӑк-ҫурӑка шыв кӳлленчӗкӗ тӑрсан та сапланӑ. «Кайран тӗлӗнетпӗр: мӗн чухлӗ укҫа тӑкнӑ, усси вара ҫук», — тенӗ Алексей. Арҫын ҫула япӑх ҫанталӑкра юсанине ҫулленех курать-мӗн.
Хула администрацийӗ ҫакна ҫапла ӑнлантарнӑ: ҫул-йӗр ӗҫченӗсем асфальт-бетон хутӑшпа усӑ кураҫҫӗ. Вӑл, ҫулла усӑ курмалли хутӑшпа танлаштарсан, пысӑк температурӑпа уйрӑлса тӑрать.
Шупашкар хула администрацийӗ ҫул-йӗр ӗҫченӗсен умне ҫула сапламашкӑн тӗллев лартнӑ. Пӗр талӑкра 408 тӑваткал метр ҫул юсанӑ. Алексей Ладыков хушнипе нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти ҫул-йӗре талӑкӗпех саплаҫҫӗ.
Пӑрачкав районӗнчи Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпер пӗлтӗртенпе калаҫтарать. Ара, 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӑл кӑштах йӑтӑннӑ. Ун чухне кӗпере юсакаланӑ, асфальта улӑштарнӑ. Тӗплӗ юсава 2017–2018 ҫулсенче ирттерме шантарнӑ. Ун чухне кӗпере 10 метр сарма палӑртнӑ.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпере юсӗҫ. Укҫа-тенке «Платон» тытӑм уйӑрӗ. Пӗлтӗр ку тытӑм пирӗн республикӑра 17 миллион ытла тенкӗ пухнӑ.
«Платон» тытӑмӗнчи укҫа-тенке регионсен хушшинче пайлӗҫ. Кӑҫал, сӑмахран, регионсенчи кӗперсене юсамашкӑн укҫа парӗҫ.
Пӗрлехи транспорт карточкин (ПТК) операторӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ЕТК карточкине йӳнерехпе сутас тапхӑра пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӑснӑ. Кун пирки «Советская Чувашия» хаҫат пӗлтерет.
Ҫул хакӗ иртнӗ уйӑхӑн 20-мӗш кунӗнчен пуҫласа ӳсрӗ. Пӗрлехи транспорт карточкипе тӳлесен маршруткӑпа, троллейбуспа е автобуспа ҫӳреме хака 4 тенкӗ йӳнӗрех тунине пула чылай ҫын ҫав карточкӑпа усӑ курма тӗмсӗлет. Хӑй карточки вара тӳлевсӗр мар, ӑна туянас тесен 100 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Карточкӑллӑ пулас шутлӑ ҫынсем нумай пулнӑран ПТК операторӗ нарӑс уйӑхӗнче ӑна 70 тенкӗпе сутасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫапла май уйӑх вӗҫленнӗ кунсенче карточка сутнӑ вырӑнсенче уйрӑмах пысӑк черетсем йӗркеленнӗ. Ҫакна шута илсе ПТК операторӗ 70 тенкӗпе сутас тапхӑра пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӑснӑ.
Хальхи вӑхӑтра троллейбусра укҫан тӳлесен ҫул хакӗ 17 тенке ларӗ, карточкӑпа — 13 тенке. Автобусра — 18 тата 14 тенкӗ; маршрутлӑ автобуссенче — 22 тенкӗпе 18 тенкӗ. Каласа хӑварас пулать, Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен маршрут автобусӗсенче хула тӑрӑх ҫеҫ кайсан укҫан тӳлесен йӳнӗрех ларать. Водителе 20 тенкӗ ҫеҫ тӳлеме тивӗ. ПТК карточкипе вара хаклӑрах пулӗ — 24 тенкӗ.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗччен Чӑваш Енре регион пӗлтерӗшлӗ тата муниципалитетсем хушшинчи ҫулпа йывӑр тиевлӗ автомобильпе ҫӳреме чарӗҫ. Кашни ҫуркунне йышӑнакан ҫак чару асфальта упраса хӑварас тенипе ҫыхӑннӑ.
Ҫапах та пур транспорта пырса тивмӗ ку чару. Халӑхсем хушшинче транспорт турттаракан, инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтерме васкакан машинӑсен, пассажирсене турттаракан автобуссен, эмел, апат-ҫимӗҫ, вӑрлӑх, топливо тата ытти илсе ҫӳрекен транспортӑн ҫулне пӳлмӗҫ.
Чару, сӑмах май, ҫулла та пулать. Ҫӗртме–ҫурла уйӑхӗсенче сывлӑш температури 32 градусран иртсен те йывӑр тиевлӗ машинӑсен кӑнтӑрла хутлама юрамӗ. Ҫапах та васкавлӑ службӑсен тата маларах асӑннӑ хӑш-пӗр категоришӗн чару пулмӗ. Йывӑр тиевлӗ ытти транспортӑн каҫхи вунӑ сехетрен ирхи вуннӑччен ҫула тухма юрӗ.
Чӑвашавтотранс валли пуҫлӑх шыранӑ. Ку тӗлӗшпе конкурс ирттернӗ, анчах унта никам та ҫӗнтермен. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса ҫӗнӗрен йӗркелӗҫ.
Ҫакӑ паллӑ: Чӑвашавтотранс ертӳҫин тилхепине йышӑнассишӗн виҫӗ кандидат кӗрешнӗ. Вӗсем конкурс комиссине мӗнпе тивӗҫтерменни паллӑ мар.
Тӗрӗссипе, конкурсӑн нарӑсӑн 14-мӗшӗнчех иртмелле пулнӑ. Анчах ӑна каярах куҫарнӑ, мӗншӗн тесен комисси пайташӗсем ӑнланмалла сӑлтавсене пула конкурса ирттерме килеймен. Хальлӗхе предприятие Михаил Арзамасов вӑхӑтлӑха ертсе пырать. Унчченхи пуҫлӑх Сергей Аказеев тӗлӗшпе шалу тӳлеменшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Самартан Шупашкара килекен автобус паян ҫул ҫинчех ҫунма тытӑннӑ. Ку Комсомольски районӗнчи Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Телее, пассажирсене салонран кӑларма ӗлкӗрнӗ. Салонра пулнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, автобус 15 сехетре ҫунма пуҫланӑ. Алексей Казанцев арӑмӗпе тата ачипе мотор ҫывӑхӗнче ларнӑ. Вӗсем шаплатнине илтнӗ. Унтан тӗтӗм йӑсӑрланма пуҫланӑ. Ҫулӑм сӳнтермелли хатӗрсем пулӑшман, автобус вӑйлӑ ҫунма тытӑннӑ.
Уявпа ҫыхӑннӑ канмалли кунсем пулнӑран салонра халӑх нумай пулнӑ. Пассажирсен хӑш-пӗр япали ҫунса кайнӑ. Пассажирсем Шупашкара урӑх транспортпа ҫитнӗ.
Вырӑна ИӖМ ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Автобусран нимӗн те юлман: тимӗр каркас ҫеҫ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Стройминӗ «Скоростные магистрали» обществӑн, «Мосгипротранс» тата «Нижегородметропроект» проект консорциумӗпе Шупашкар районӗнче тума палӑртакан чукун ҫул вокзалӗн ыйтӑвне сӳтсе явма пухӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, «Мускав–Хусан» пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ патӗнче чарӑнма пултараҫҫӗ. Ку ыйтӑва республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви ЧР Стройминӗн Хула тӑвакан канашӗн анлӑ ларӑвӗнче сӳтсе явмалла. Мероприяти ҫитес уйӑхӑн 2-мӗшӗнче иртмелле. Концепципе «Метрогипротранс» обществӑн тӗп архитекторӗ Александр Орлов паллаштарнӑ. Ӑна тӗрлӗ сӗнӗве шута илсе йӗркелӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |